10 июля 2020 г.
Владимир Серафимовăн “Ял халăхĕн хисепĕ уншăн яланах упранĕ” (“Ял пурнăçĕ” 36 (10033) №-че тухнă материалĕ шухăшĕпе те, содержанийĕпе те анлă. Хумханмасăр, алăран ямасăр вуласа тухрăм асаилỹсен йĕркисене. Автор Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче çеç мар, мĕн пур Трак енĕн хаклă çыннине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ефросиния Васильевна Ивановăна тулли кăмăл-туйăмпа, чун-чĕре ăшшипе аса илет. Эпĕ те тỹсеймерĕм, хамăн чи çывăх ĕçтешĕмĕре, тус-юлташăмăра тата куллен çыхăнура пулнă Евруçа (эпĕ ăна хисеплесех çапла та чĕннĕ) хамăн куçсем умне кăлартăм. Тĕп-тĕрĕсех палăртать В. Серафимов. Хăй те, организаторла пултарулăхпа культура тытăмĕн çăмăлах мар лавне тăвалла тапсах туртнăскер, иртнине, хыçа юлнине шухăшлăн аса илтерет. — Пшонкă клубне яланах çул туртатчĕ. Культура ĕçченĕсем Ефросиния Васильевнăпа канашлама май шыратчĕç, унпа калаçса савăнатчĕç. Тата республикăра чи лайăх ялти клуб ята Пшонкă клубĕ пĕрре кăна мар тивĕçнĕ, — тет Владимир Сефрафимович, культура пайĕн ертỹçинче вăй хунăскер. Çỹлерех сумлă çыннăмăра хак парса чи çывăх ĕçтешĕмĕре тесе çыртăм эпĕ. Ытахальтен мар пĕр хумсем евĕр капланчĕç ку очерксем. Вăрттăнлăхне темиçе йĕркен уçса парам-ха эппин вулакан умне. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен раштав уйăхĕнче салтак шинельне хыврăм эпĕ. Демократиллĕ Германи Республикинче хĕсметре пулнăскер, Чехословаки çĕрĕнче палăрнăскере, тăван кĕтесре ăшшăн йышăнчĕç. Юрăпа ташăна çывăх пулнăранах-ши пĕррехинче районти культура пайĕн заведующийĕ, хисеплĕ çыннăмăр Наум Григорьев хăй патне чĕнчĕ. — Георгий, хăвăр ял хĕр-упраçĕ Лира Фадеева тĕп хулана куçса каяс шухăш-кăмăллă. Атя-ха, туртса пăх хавшаман лава... Пурнăç кăтартать, — шухăш-кăмăлне уçрĕ Наум Григорьевич. — Ĕçлесе пăхар пĕрле... Çапла, 1969 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Пайсупинти йывăç клуб заведующийĕн “тилхепине” шанчĕ вăл. Пуçласа алă пуснă, пичет çапнă ĕç кĕнекине тыттарчĕ. Ефросиния Васильевнăпа эпĕ, ĕнерхи салтак-артиллерист, пуçласа культура ĕçченĕсен семинарĕнче тата ятарласах Наум Григорьевăн ĕç пỹлĕмĕнче курнăçнă, унран вĕреннĕ, унăн пултарулăхне, чун-чĕре пархатарлăхне çума илнĕ. Кашни мероприяти пĕлтерĕшĕпе, шухăшĕпе, ĕç-хĕлĕпе тата активлăхĕпе хăй патне явăçтарнă, вĕсенче сцена ăстисем çеç мар, куракансем те, тулли кăмăлпа тăпăртатса, алăсене çупса çеç тăнă. 1970 çулччĕ пулас, районти черетлĕ Акатуй умĕн Пшонкă тăрăхне çаврăнса тухрăмăр ушкăнпа. Эпир, культура ĕçченĕсем, стендсемпе, альбомсемпе паллашрăмăр. Вырăнти тирпейлĕхпе тасалăх пурне те тĕлĕнтерчĕ, акă камран ырă тĕслĕх илмелле пирĕн. — Сăпайлă, çаврăнăçуллă пирĕн Евруç. Ырă ĕçĕ-хĕлĕпе тата сăн-пичĕпе илĕртỹллĕ. Ватă-вĕтĕ татăлмасть ун патĕнчен. “Кăмăл хакĕ, чун-чĕре тараватлăхĕ малти вырăнта Кăмакал хĕр-упраçĕн, — мухтатчĕ тĕл пулура Кĕçĕн Шетмĕн ытарайми, ларса канма маннă кинне Наум Григорьевич. — Ырă тĕслĕхшĕн, курăмлă ĕç-хĕлшĕн тав тумалла çеç ăна”. 1987 çулта Е. Ивановăна “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятне пачĕç. Чăнах та, пĕр шухăш-ĕмĕтпе, пĕрлехи вăйпа, ăнланулăхпа, тавра курăмпа тăрăшни, ыранхи куна курнин “çимĕçĕ” пахах çав. Çав йышра, культура фронтĕнче ялти активпа тата Арсентий Михайловпа, Валентина Петровăпа таччăн çыхăнса ĕçлени ял ятне çеç мар Кĕçĕн Шетмĕ ятне те çỹле çĕклеме пулăшнă та. Тавах, Евросиния Васильевнăна. Пархатарлă, хисеплĕ, чыслă лава Ванюшкасси хĕр-упраçне Валентина Ильинична Петровăна та кỹлнĕшĕн, çĕре ỹкерменшĕн... Паян та Евруç пуçарнă, пуçаруллă йышлă, манăçми культура лавĕ тăвалла, çĕнĕ вăйпа, пуласлăхпа куçать. Мĕншĕн? Туртасем хушшинче Ванюшкасси хĕр-упраçĕ, Кĕçĕн Шетмĕ кинĕ, илемлĕ сăн-питлĕ Валентина Петрова, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тăрать. Мухтанатпăр хастар та хăюллăскерпе... 1981 çулхи чỹк уйăхĕнче культура пайĕн заведующине мана çирĕплетрĕç. Мĕн ыррине, лайăххине, курăмлине пĕтĕмпех Евруç аппаран илнĕ эпĕ. Тата культура тытăмĕнче творчествăлла ĕмĕт-шухăшпа, анлă кăмăл-туйăмпа, тус-тăванлăх утăмне ярса пуснă Р. Репин, Ю. Ильин, В. Николаева, З. Смирнова, Е. Павлова, Г. Степанов, Г. Илларионов, В. Николаев, Е. Константинова, Н. Петров, М. Трофимова тата ытти ентешĕмĕрсене халĕ те асран кăлараймастăп, манаймастăп эпĕ. Тепĕр ăсталăх саманчĕ те асрах-ха. Ку тĕл пулу маншăн Йỹçкассинчи чи çывăх тус-юлташăм Леонид Павлович Семенов пуçарнипе çыхăнчĕ. — Георгий, атя-ха, Пшонкăна çаврăнса тухар. Манăн тус-тăвансем пуррипе хаклă пĕчĕк ял. Ивановсем кĕтеççĕ пире. Хапăл тăвар-и вĕсене? — йыхравларĕ тус-юлташăмăр. Хамăн çăмăл автомашинăпа çула тухăпăр. Чăнах та, çула тухрăмăр. Ефросиния Васильевнăпа Пимен Иванович Ивановсем тăван атте-апай пекех йышăнчĕç пире, хăйсен ытамне илчĕç. — Мĕнле килме пĕлтĕр! Мĕнле çитме пĕлтĕр! Хапăл тăватпăр Пшонкăра, пуç таятпăр тус-тăвана, — ытама илчĕ мăшăр. Эпĕ 2016 çулта çĕртме уйăхĕнче манăçми самантсем пирки райхаçатăн пĕр номерĕнче “Хапăл тăвар Пшонкăна, пуç таяр тус-тăвана” ятлă очеркра çырса кăтартнăччĕ. Пысăк калăпăшлă япалара Ивановсен туслă кил-йышĕ: ашшĕпе амăшĕ, виçĕ ывăлĕ тата вĕсен çемйи тавра та сыпăнтарнăччĕ сăмахăма. Сăмах май, каярахпа Ивановсен кĕçĕн ывăлĕн Олегăн ывăлĕпе Пименпа, тĕрĕссипе Пимен Олеговичпа, урологпа, Шупашкарта, республика больницинче тĕл пулнăччĕ. Тарават çыннăмăр мана сиплев корпусĕ витĕр кăларма пултарчĕ, урасем çине тăтăм. Ку хак вăл операци ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Ырă çын çĕре кĕрет, ырă ят-сум юлать халăхра. Çумра юнашар çук пулин те, Трак тăрăхĕшĕн культура фронтĕнче çав тери сумлă, чĕре кăварĕпе çунса тăракан вăй-халне хунă тус-тăванăмăр паян та пирĕншĕн умри çăлтăр евĕр çуталать. Мĕн каласшăн-ха тус-юлташăмăра аса илнĕ май. Таврăн-ха, Евруç... Г. Ефимов-Тусли.