10 июля 2020 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă пултаруллă яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă. Мероприятине çĕршыври лару-тăрăва тĕпе хурса, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса йĕркеленĕ. Аслă шкул территорине наукăра, спортра, пултарулăх ĕçĕнче мала тухнисем, общество ĕçне хастар хутшăнакансем пуçтарăннă. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен нумайăшĕ РФ Правительствин тата çĕршыв Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Хастарсем Пĕтĕм Раççей, регион шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, пысăк хисепе тивĕçсе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă. Çамрăксене аслă шкултан вĕренсе тухнă ятпа Олег Николаев ăшшăн саламланă, вĕсене малашне тата та кăсăклă çул-йĕрсем кĕтнине палăртнă. "Студент пулнă вăхăтра эсир вĕренỹре кăна палăрмарăр, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнтăр. Республика пурнăçне лайăхрах тăвас ĕçе те пысăк тỹпе хыврăр. Эсир регионăн вĕренỹ тытăмне малашне чылай паха проектпа витĕм кỹрессине шанса тăратăп", — тенĕ вăл. "Республикăри 417 шкул сире хапăл тăвать. Си-рĕнтен пуçаруллă ĕçсем кĕтетпĕр. Пĕрле эпир тата та паха та ырă ĕçсем тума пултарайратпăр", — тесе хушса каланă сăмаха Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев. Çĕршыври чи аслă вĕренỹ учрежденийĕсенчен пĕрин — Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче яш-кĕрĕме ырлăх-сывлăх суннă, çĕнĕ ĕçре паха пĕлỹ шайне кăтартса, пысăк çитĕнỹсемпе палăрма чĕнсе каланă. Çĕршывшăн юрăхлă специалистсем пулма сĕннĕ. Кĕскен каласа хăварас пулсан, кăçал аслă шкултан пĕтĕмпе 511 студент вĕренсе тухнă. 90 çул хушшинче вара ку кăтарту тата та пысăк — 56 пин çын. Пысăк тавра курăмлă профессионалсем паян çĕршывĕпех анлă сарăлнă, вĕсем Чăваш Ен сумне çỹллĕрен те çỹллĕрех шая çĕклесе пыраççĕ.