10 июля 2020 г.
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Красноармейски районĕн тата Трак енри ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсемпе тĕл пулнă. Ку хутĕнче дискусси лапамĕ районти Культура çурчĕ пулса тăнă. Трак ене Чăваш Ен Пуçлăхне суйлама тăратнă 5 кандидат килнĕ: Александр Андреев (КПРФ партинчен тăратнă кандидат), Константин Степанов (ЛДПР), Сергей Матвеев ("Патриоты России"), Николай Степанов ("Российская партия пенсионеров за спраделивость") тата хăйне хăй кандидата тăратнă Андрей Ильдеменов. Тĕл пулăва ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен ĕç тăвакан канашĕн директорĕ Станислав Николаев йĕркелесе ертсе пынă. Унта кашни кандидатах хăй пирки каласа кăтартнă, умри тĕллевсемпе, малашлăх программисемпе паллаштарнă. Акă, сăмахран, К. Степанова Чăваш Енре коррупци вăй илни канăç памасть, Н. Степанова ял çыннине чылай тапхăр хумхантаракан ыйту — ялсенче сĕт хакĕ пĕчĕкки чылайранпа шухăшлаттарать. В. Ильдеменов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен пуласлăхĕ пирки чарăнса тăнă. В. Андреевпа С. Матвеев та хăйсен суйлав умĕнхи программин тезисĕсемпе паллаштарнă. Юлашкинчен вĕсем депутатсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Çакна палăртмалла: ЧР Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсемпе вырăнти депутатсен тĕл пулăвне йĕркелессине ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕннĕ. Ю. Борисов.