07 июля 2020 г.
Ача чухне ăна çывăх тăванĕсем кам пулма кăна сĕнмен-ши: артист, повар, тухтăр, спортсмен... Пĕрисем — Люба шкул сцени çинче пĕр-пĕр роле ăста калăпланине (карттуспа шăлавар тăхăнса арçын ачана вылянине халĕ те кула-кулах аса илеççĕ), теприсем — кирек мĕнле апата çав тери тутлă пĕçернине, унсăр пуçне ялан хастар та çаврăнăçуллине, виççĕмĕшĕсем çынна пулăшас туртăмне шута илсе палăртнă хăйсен шухăшне. Красноармейски районĕнчи Пшонкă ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Егоровсен çемйинче çитĕнекен хĕрача ашшĕ Петр Гурьевич каланине пуçа чикнĕ: “Пирĕн Люба врач пулать”. Паллах, çакă ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене малашлăх çулне хăйсене суйлама ирĕк паманнипе çыхăнман. Ахăртнех, кил хуçине хăйне чир аптратнăран сиплевçĕ профессийĕ çав тери сумлă пек туйăннă.
Вера, Надежда, Любовь
— Хамăн шухăшпа, эпĕ ветеринар ĕçĕнче те кăсăклансах вăй хунă пулăттăм. Пирĕн çемье кил хуçалăхĕнче ялан выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă, халĕ те сахал мар. Сăвакан 4-5 ĕне, пăрусем, сурăхсем, кролик пысăк йышĕ, чăх-чĕп... Кăркка-кăвакал та усраттăмăр пĕр вăхăт. Чĕпсене чăх лартса килтех кăларнă. Çăвĕпех ĕне, сурăх касăвне черетпе çỹреттĕмĕр. Килĕшетчĕ килти чĕр чунсене пăхма. Вĕсене алăран çитерме юрататтăм — ялта иртнĕ ачалăхне шухăшпа кăмăллăн таврăнать Любовь Черенкова (качча кайнă хыççăнхи хушамачĕ), Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта тăрăшакан çамрăк фтизиатр. 4 ачаллă çемьере Любăпа Надя — кĕçĕннисем. Икĕ ывăл хыççăн çуралнă йĕкĕреше амăшĕ Вера Пантелеймоновна çак ятсене пама шухăш тытнă. Вера, Надежда, Любовь, мăшăрĕшĕн те сăваплăн илтĕннĕ. Сăмах май, халĕ ку рете София та пуянлатать. Надежда хăйĕн пепкисенчен пĕрне çак ята пилленĕ. — Йĕкĕреш пулин те Надьăпа пĕр пек мар эпир. Эпĕ — хура куçлă, тĕттĕм çỹçлĕ, вăл — кăвак куçлă та сарă çỹçлĕскер. Пĕчĕкрех чухне хама харсăртарах туяттăм, темшĕн ялан шеллеттĕм тăванăма. Шкула кайнă чухне унăн сумкине хушăран хам йăтаттăм. Вĕренỹре те пулăшаттăм. Пĕр сăмахпа, ăна ялан хỹтĕлес килетчĕ. Чăн та, çакă вăл мĕскĕн пулнине пĕлтермест. Сăмахран, иксĕмĕр те спортпа туслăччĕ. Чупассипе, волейболпа, баскетболпа кăсăкланаттăмăр, районти-республикăри ăмăртусене çỹреттĕмĕр. Диплом çĕнсе илме пĕрре мар ăнăçнă. шел, спортпа тăрмашса пилĕкре пỹсĕр тухрĕ, çавăн хыççăн малтанхи пекех çине тăрса пиçĕхме пăрахрăм, — çын пуласси ачаран паллă тенине пуçа илетĕп хăйĕн ĕçне чунтан юратакан тухтăр каласа панине итленĕ май. Медицина ĕçченĕн çынпа кăмăллă, тимлĕ пулмалла. Çак пахалăхсем хăйне ашшĕпе амăшĕнчен куçнă тесе шухăшлать хĕр. Кукамăшĕпе Юлия Яковлевнăпа, хăйсемпе пĕр урамрах пурăнаканскерпе, тăтăш хутшăннă. Ăна пĕр варта çитĕннĕ тăванĕсемпе пĕрле пулăшма васканă. Çакă аслă ỹсĕмрисемпе калаçмашкăн хăнăхма, вĕсен нуши-тертне ăнланма витĕм кỹнĕ-тĕр.
Ĕçлеме хăнăхтарнă 1 балл
И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн бюджет уйрăмне çирĕп конкурс витĕр тухса вĕренме кĕмешкĕн Трак ен пикине 1 балл çитмен. Любăн пĕлỹ укçалла илме кăмăл пулман — килтисене йывăр килессе ăнланнă. Каллех ашшĕ çине тăнă. “Темле пулсан та тухтăрах вĕренмелле”. Хĕрĕ унăн кăмăлне хирĕç каяйман. Çапах та аслисене çăмăлтарах пултăр тесе пĕрремĕш курс хыççăнах каникулта ĕçлессине йăлана кĕртнĕ. Ача-пăча лагерĕнче вожатăйра тăрăшать-и, пасарта сутуçăра вăй хурать-и е официантка тивĕçне пурнăçлать... Каярах тỹлевлĕ уйрăмран бюджет ушкăнне куçма çав-çавах вăй çитернĕ хĕр. — Аслă шкулта темиçе çул вĕренсен медсестра сертификатне параççĕ. Ăна алла илсен çав кунах профессипе ĕç шырама тухса кайрăм. Тупрăм та, вырнаçрăм та! Хула тĕп больницин пульмонологи уйрăмĕнче сывлăх сыхлавĕнче ĕçлес чи малтанхи опыт пухăнма тытăнчĕ. Вĕренсе пĕлỹ илнипе пĕрлех тухтăра чи кирлĕ енсем никĕсленсе пычĕç, çавна кура хаклă çав вăхăт маншăн, — палăртать Любовь. 2007 çулта мал ĕмĕтлĕ чăваш хĕрĕ “Сиплев ĕçĕ” специальноçпа диплом алла илнĕ. Ун умĕн, 6-мĕш курс вĕçĕнче, аслă шкулта Уçă алăксен кунĕ иртнĕ — тĕрлĕ медучрежденире тăрăшакансем çамрăк специалистсене ĕçе йыхравланă. Малтанах Люба Республикăри кардиологи диспансерĕн ĕçченĕсем умĕнче чарăннă. Чĕре чирĕсен тухтăрне вырнаçма вырăн çуккине пĕлсен Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансертан килнĕ ушкăна куçĕпе тĕлленĕ. — Юлашки курсра фтизиатри ярăмне вĕреннине, вĕрентекенсем каласа пани питĕ кăсăклă пек туйăннине аса илтĕм. Çапла тĕп тухтăр патне пытăм. Пирĕн калаçу вăраха тăсăлчĕ. Манăн чăннипех унта ĕçлеме кăмăл çуралчĕ. Çапла ку диспансертан Хусана фтизиатри енĕпе ординатурăра вĕренме тĕллевлĕ направлени илтĕм, — пулас тухтăрăн хăйĕн профессийĕпе ĕç каçалăкне пуçличчен чăннипех вăрăм çул утса тухма тивнине ĕнентереççĕ ку сăмахсем. Хусанта пĕлỹ илнĕ вăхăтра Тутарстан тĕп хулин 7-мĕш больницин терапи уйрăмĕнче тăрăшать хĕр. Ĕçе малалла хăнăхса пырать. Çапла 2019 çулта алла илнĕ çĕнĕ специальноçпа Шупашкара таврăнать. Туберкулезпа кĕрешекен диспансерăн дифференциаллă диагностика уйрăмĕнче хăйне лайăх кĕтсе илни савăнтарнă çамрăка. Çавăнпах ĕçе яваплă та тимлĕ пурнăçлама тăрăшнă вăл.
Йывăрлăхра ыйхă та кĕскелнĕ
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче асăннă сиплев учрежденийĕн палата корпусĕнче коронавируспа тата ỹпке шыçнипе чирлекенсене йышăнма пуçланă. Республикăри сывлăх сыхлав ведомстви профиль улăштарса уйрăм йĕркелеме сĕннине кунти ĕçченсем Чăваш Енри лару-тăрăва тĕрĕс хакласа йышăннă. — Пирĕн ĕçтешсен ерекен чирсемпе аптракансемпе ĕçлес опыт пур. Çавăнпа та хăраса ỹкмерĕмĕр. Унран та ытла, уйрăм пуçлăхĕ С. Тарасова: “”Çĕнĕрен йĕркелекен уйрăма куçма килĕшетĕн-и?” — тесе ыйтсан пĕр иккĕленỹсĕр çирĕп хурав патăм. Мăшăрăм Евгений те, эпир унпа аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ, ман кăмăла хирĕçлемерĕ. Чирлесрен хăрасси çинчен калас тăк — эпир яланах теветкеллĕ ушкăнра вĕт. Паллах, çывăх тăвансемпе тус-юлташа хальлĕхе вĕсемпе тĕл пулма май килмесси çинчен систерме тиврĕ. Атте-анне килне те, Тутарстанри хуняма патне те хальлĕхе кайса çỹрейместпĕр, — тухтăр çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн пăшăрханни куç кĕрет. — Паян COVID-19 вирус тапăннипе шар куракансемпе, йывăр тата вăтам шайра чирлекенсемпе ĕçлетĕр. Лару-тăрăва мĕнле хаклатăр? — çивĕч ыйтăва хускатмасăр май çук. — Çакна сăнарăм: çынсенчен чылайăшĕ хăй амак витĕмне кĕрсе ỹкмесĕр чир хăрушлăхне ăнланса çитереймест. Çăмăлттайсене пулах чирлекенсен йышĕ ỹсет. Хăшĕ-пĕри хаяр вирус пуррине халĕ те ĕненмест! Чирлеççĕ те — хăраса ỹкеççĕ. Кăмăл пусăрăнчăкки сывалма пушшех чăрмантарать. Çавăнпа та пациентсене психологи евĕр канаш пама, ырри çинчен шухăшлама хăнăхтармашкăн та тивет. Сывалма пуçланисен кăмăлĕ улшăннине сисетпĕр те — хамăр та хавхаланантпăр. Малтанхи кунсенче питĕ йывăрччĕ. Çывăрма вăхăт та питĕ сахалччĕ. Ĕç йĕркине улăштарсанах пĕр талăк çывăрнинчен халĕ хам та тĕлĕнетĕп! — уççăн калаçать фтизиатр. Любовь Черенкова йывăр тапхăра республикăра пурăнакансем çирĕппĕн чăтса ирттерессе шанать. Пурне те сыхă пулма, асăрханма, чир палли пулсанах тухтăра чĕнтерме ыйтать. Чирлекенсене — вăхăтрах сывалма, çамрăксене аслисемпе тимлĕ пулма сунать. Медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн унран, çамрăк тухтăртан, малашнехи ĕмĕт-тĕллев çинчен епле ыйтмăн? — Паллах, кирек мĕнле профессире тăрăшакан хĕрарăмăн чи пĕлтерĕшлĕ миссийĕ — ача амăшĕ пуласси. Манăн чĕрере те çак ĕмĕт хĕмленет. Пирĕн çемьене те аист вĕçсе килессе шанатăп. Хальлĕхе çакăн валли лару-тăру питех вырăнлă мар. Анчах... ĕмĕтĕм çунатлă! — ăшшăн йăл кулчĕ ырă чунлăскер. И. ИВАНОВА.