АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ылтăн алăллă кукамайсем” уяв ирттертĕмĕр

07 июля 2020 г.

“Ылтăн алăллă кукамайсем” уяв ирттертĕмĕр

Эпир, “Пучах” ача пахчинче ĕçлекен педагогсем, шăпăрлансемпе пĕрле “Ылтăн алăллă кукамайсем” уяв ирттертĕмĕр. Чĕннĕ хăнасем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Акă, тĕслĕхрен, Валентина Владимировна Рябинина ачасене юмах тĕнчине илсе кайрĕ. Нумай çул ача пахчинче вăй хунăскер, итлекенсене хăйĕн çепĕç те ачаш сассипе илĕртрĕ. Елена Николаевна Анисимова вара хăйĕнпе пĕрле “асамлă” çăмха илсе килнĕ. Унăн аллинчи йĕппипе çиппийĕ хăйĕн ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Шăпăрлансем çак ĕçе куç илмесĕр сăнарĕç. Валентина Николаевна Борисова хăйĕн пурнăçне тутлă апат-çимĕç пĕçерессипе çыхăнтарнă. Вăл ачасене “Пылак кукăль” мастер-класс кăтартрĕ. Ачасем çак ĕçе хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсем ăшă та тутлă кукăльсемпе сăйланчĕç. Хаклă хăнасене юратнă та пултаруллă мăнукĕсем ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Çак уяв ачасен, кукамайсемпе асаннесен асĕнче нумайлăха юласса шанатпăр. Çитес çул та тĕл пуласса ĕмĕтленетпĕр. О. Платонова, Е. Лаврентьева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика