07 июля 2020 г.
Анастасия Романова Красноармейски районĕнчи Вăрманкас ялĕнче 1922 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Çичĕ ачаллă çемьере Наçка (ăна ялта çапла чĕннĕ) виççĕмĕшĕ пулнă. Хĕрача мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ — вăл вăхăтра урăхла пулма та пултарайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан хĕрарăмсене уйрăмах йывăр килнĕ: вăй питти арçынсем тăшманпа çапăçма фронта кайсан пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Наçка та пĕр ĕçрен те пăрăнайман. 1942 çул вĕçĕнче Анастасия Романовăн вăрçа кайма ят тухать. “Урамсем тăрăх тутăр вĕçтерсех салтака кайрăмăр, — аса илетчĕ асанне. — Канаш станцине аттепе шăллăм лашапа ăсатрĕç”. Çапла республикăри 18 чăваш хĕрĕ Канашран Мускава тухса кайнă. “Малтанхи вăхăтра Марьина роща хулине вырнаçтарчĕç. Чăваш, тутар, çармăс тата ытти халăх хĕрĕсем пĕр çемьери пек пурăнтăмăр. Вăрçă çинчен пĕтĕмĕшле, амансан пĕрремĕш пулăшу кỹме, нимĕç чĕлхинчи анлă усă куракан сăмахсене тата ыттине те вĕрентрĕç. Каярахпа Бабушкин хулине куçарчĕç. Хамăрăн специализаципе тĕплĕн вĕрентрĕç. Самолетсене радио хумĕпе шыраса тупассин (РУС), радиолокаци станцийĕн (РЛС) тытăмĕсене вĕрентĕмĕр. Вăрçă пынă вăхăтра сывлăшри сăнав, хыпарлав тата çыхăну службин (ВНОС) икĕ дивизийĕ йĕркеленнĕ. Тĕнче пĕрремĕш вăрçи хыççăн ку тытăма татах та çĕнетсе аталантарнă”, — асанне çапла каласа панăччĕ. Вăрçа Чăваш Республикинчен кайнă 500 хĕр-хĕрарăм çак енĕпе тăрăшса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çыхăнуçăсем тăшманăн сывлăшран тапăнса килекен самолечĕсене тупса палăртса зенитчиксене, артиллеристсене пĕлтерсе тăнă. “Хĕллехи вăхăтра тĕрлĕ объекта, складсене хуралаттăмăр. Малтанхи вăхăтра атăпах çỹреттĕмĕр. Çанталăк сивĕччĕ. Ура шăннипе тапăртататтăмăр. Ташлама пĕлменни те ташлама вĕренетчĕ. Каярахпа кĕрĕк, çăматă пачĕç те — питĕ савăнтăмăр”, — çывăх çыннăмăр аса илни манăçман. Аслă Çĕнтерĕве асанне Польша çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Тăван килне 1945 çулхи раштав уйăхĕнче таврăннă. Вăрçăра пĕрле пулнă хĕр-тусĕсем ăна сăн ỹкерчĕксем парнеленĕ. Хăш-пĕри хăйĕн ятне çырнă, нимĕн те палăртманнисем те пур. Пĕр сăн ỹкерчĕк хыçĕнче Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчи Мария Миттова çапла çырнă: “Асăнмалăх Маруся Миттовăран Анастасия Романовăна. Ĕмĕр асăн мана çарта пĕрле пурăннă юлташăм тесе”. Ас тăвасса, юлташĕсенчен пĕрин патне — Вăрнар районĕнчи Марфа аппа çинчен сăмах — хăнана кайса килетчĕ асанне. Хушаматне, ял ятне ас тумастпăр. Вăрçă вĕçленсен асанне Петр Димитриевпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Петр Димитриевич та Çурçĕрти погранфлот çарĕнче хĕсметре тăнă. Финсемпе çапăçнă. 1938 çулта салтак атти тăхăннăскер тăван ялне 8 çултан тин таврăннă. Мăшăр пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Асанне пирĕнтен 2003 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн уйрăлса кайрĕ. Н. Петрова (ДИМИТРИЕВА). “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатран.