АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарьепе Павăл историйĕ

07 июля 2020 г.

Ку историне илтнĕ хыççăн Совет Союзĕ вăхăтĕнче Роберт Рождественский поэт Аслă вăрçă хыççăнхи самант çинчен çырнă юрăри сăмахсем пуçран тухмаççĕ. Повезло одной на три села вокруг. Повезло ей. Повезло ей! Повезло! — Оба сына воротилися в село. Тăватă ывăл çуратса ỹстернĕ Тарье аппа. Унăн упăшкипе, Çеменпе, тăваттăшне те вăтам шкултан вĕрентсе кăларма май килнĕ. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш-хĕрĕхмĕш çулĕсенче шкулта çичĕ класс таран çеç укçасăр вĕрентнĕ. Вăтам пĕлỹ илме саккăрмĕш класа кайсан сахал мар укçа тỹлеме тытăнмалла пулнă. Малашне вĕренес шутлă ачасенчен нумайăшĕн укçа нушине пула шкула çỹреме пăрахма тивнĕ. Колхозра ĕçлекен ялти ĕçченсене вăл çулсенче шалу паман. Ĕçленĕ кунсене шута илсе укçа вырăнне тырă, улăм тавраш çеç лекнĕ. Сĕт-çу, çăмарта суткаланипе укçа нумай пуçтараймăн, вăл та хут-кăранташ илме çеç çиткеленĕ. Тăрăшнă Çемен тăватă ывăла чипер çитĕнтерсе çын тăвас тесе. Çăматă йăваланă, ырми-канми ĕçленĕ. Укçа пуçтарса тăваттăшне те пысăк пĕлỹ пама май килнĕ. Анчах нумай пурăнамарĕ канăçсăр Çемен. Йывăр та таса мар ĕçе пула чирлерĕ те Тарьепе тăватă ывăлне тăлăха хăварчĕ. Хуйхă пĕччен килмест тенĕ пекех тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Ывăлсене, тĕпренчĕксене, пĕрин хыççăн теприне ирсĕр вăрçа ăсатрĕ. Шаннă мар-и тăлăх хĕрарăм ывăлĕсем тĕрĕс-тĕкел вăрçăран каялла таврăнасса? Турра тархасланă. Вăрçă пĕтнĕ. Ывăлсем амăшĕн телейне, пĕрин хыççăн тепри тăван киле таврăннă. Савăнăç куççульне амăшне парнеленĕ тăватă ывăл. Фронтри йывăр кунсем çинчен каласа пама юратман вĕсем. Камăн асăнас килтĕр хурлăхлă вăрçăри кансĕр вăхăта. Кĕçĕнни, Павăл, вăтам пиччĕшĕпе хĕсметре тĕл пулнă иккен. Вăл штабра пулнă чух чаçе тĕрĕслеме пынă аслă офицера асăрхать. Ку ĕнтĕ Павăл пиччĕшĕ пулнă. Ытакланнă тăван ывăлсем. Ку тĕл пулу çинчен фронтри хаçатра статья пичетленĕ иккен. Вăрçă хыççăн ывăлсем авланнă, кил-çурт çавăрнă. Йăла тăрăх Тарье аппа кĕçĕн ывăлĕн Павăлăн çемйинче пурăннă. Павăл колхозра аслă бухгалтер пулса ĕçленĕ, аслă пиччĕшĕ — колхоз председателĕ, вăтамми — шкулти учитель, тепĕр пиччĕшĕ районти Çар комиссариатĕнче ĕçленĕ. Çапла пулнă Красноармейскинче пурăнакан Эмилия Павловна Семеновăн ашшĕпе асаннĕшĕн историйĕ. Кăна мăнукĕ Юлмасова Вика сывламасăр итлесе ларчĕ. Унăн умĕнче “Тихим голосом памяти” ятлă кĕнеке. Кĕнеке хуплашкине çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕкпе усă курса илемлетнĕ. Ун çинче Викăн аслă тетĕшĕ Павăл полк ывăлĕпе Гена Вечеренкопа юнашар тăрать. Ку истори çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕринче асăннăччĕ. В.Усли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика