03 июля 2020 г.
Пĕлтĕрхи çур çулпа танлаштарсан, Чăваш Енрен экспорта каякан тыр-пул калăпăшĕ 2 хут ỹснине палăртмалла. 2019 çулта республикăран 1018 тонна кайнă пулсан, 2020 çулта — 2163 тонна. Кунта Россельхознадзор тĕрĕслевĕ тухнă тырă пирки сăмах пырать. Çавна май пĕлтĕр — 25, кăçал 100 фитосанитари сертификачĕ панă. Палăртмалла, асăннă документа паман тĕслĕхсем те пулнă. Юрать-ха, хурт-кăпшанкă тупса палăртнипе мар (фитосанитари сертификатне панă чухне шăпах “Перечень карантинных объектов” текен списока кĕртнĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр паллисем çуккине тĕпе хураççĕ), документсенче йăнăшсем пулнăран. Асăрхаттарусене пĕтернĕ хыççăнах асăннă сертификата алла илнĕ. Кунсăр пуçне экспорта яма та, Раççей территорийĕнче сутăн тума та Тивĕçтерỹлĕх декларацийĕ (Декларация о соответствии) кирлĕ. Анчах Россельхознадзорăн республикăри управленине карантин тата фитосанитари сертификачĕ илме килсен пахалăха çирĕплетекен документсене тĕрĕсленĕ те шанчăксăр декларацисем тупса палăртнă. Вĕсене пĕтĕмĕшле 15 пин тонна тĕлĕшпе панă пулнă. Пĕр декларацинче тырă калăпăшне тĕрĕс мар кăтартнă: хуçалăхра пурринчен чылай нумайрах. Пĕр деклараципех темиçе партие сутасшăн пулнă ахăртнех. Пĕлетпĕр ĕнтĕ пĕр деклараци — пĕр парти валли кăна. Тата тепĕр самант — ытларах кăтартнă тырă тĕрĕсленмесĕрех сутăнса кайма пултарать-çке. Тепĕр тĕслĕхĕнче тĕпчев протоколĕнче сăтăрçăсем çуккине йăнăшпа кивĕ норматив ыйтнă пек çырнă. Чăннипе вара, 2018 çултанпа çакна кăтартмалла мар пачах та. Тулă тата хĕвелçаврăнăш пĕрчисенче пестицидсем пуррине тĕрĕслеттерменни те çиеле тухнă. Çакă хăрушсăрлăха çи-рĕплетекен пĕлтерĕшлĕ тĕпчевсенчен пĕри шутланать. Çитменнине ГМО пирки çырни те пулман. Тăваттăмĕш тĕслĕхĕнче вара пĕр общество ыттисенчен пухнă тырра та хăй туса илнĕ пек кăтартса çырнă. Çав общество вара тыр-пул туса илес енĕпе тар тăкмасть те. Тырă пахалăхĕпе çыхăннă декларацие таможня пĕрлĕхĕн “Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен” текен техника регламенчĕ илме хистет. Документсăр тырă нумай ыйту çуратать кăна мар, пахалăхсăррисен шутне лекет. Тырăра сиенлĕ япаласен, микотоксинсен, пестицидсен, радионуклидсен, çавăн пекех бенз(а)пирен хăрушсăрлăх виçинчен пысăкрах пулмалла мар. Сиен кỹме пултаракан çум курăк таврашĕ тата хурт-кăпшанкă пирки каламасăрах паллă. Пахалăха вара ятарлă тĕпчевсĕр палăртаймăн. Кăтартусем лайăххи кăна деклараци пама ирĕк парать. Пĕлтĕр вара 14,5 пин тонна тырă тĕлĕшпе панă декларацисене пăрахăçланă. Йĕркене пăснă хуçалăхсене е вĕсен хуçисене административлă майпа явап тыттарнă.
Н. Васильева.