АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каш кашлать пултăран!

03 июля 2020 г.

Хальхи вăхăтра республикăра “Сосновский” пултăран сарăлса пыни шухăшлаттарать. Вăл ытти культурăна ỹсме памасть, çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ. Культурăран — çум курăк Пултăран 40 тĕрлĕ, çав шутра “Сосновский” текенни те (ỹсен-тăрана Д.И. Сосновский тĕпчевçĕ ячĕпе панă) пур. 1960 çулсенче ỹсен-тăрана Раççейри чылай регионта выльăх апачĕлĕх çитĕнтернĕ, пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн выльăх валли апат çитсе пыман. Пултăран çỹллĕ çитĕнни, ешĕл масса нумай тухни силос çителĕклех хывма май панă. Анчах кĕçех унăн çитменлĕхĕ те палăрнă. Унран хатĕрленĕ апата çинĕ ĕнен сĕтне йỹçек тутă çапнă. Ĕнесем япăх пĕтĕленнĕ. Ỹсен-тăран чечека ларнă, вăрри чăмăртаннă чухне çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ-мĕн. Çавна кура унран выльăх апачĕ хатĕрлеме пăрахнă. Нумай çул ỹсекен курăк тымар янă уйсене çине тăрсах тасатма тытăннă, — ăнлантарчĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн тĕп агрономĕ Анатолий Карлинов. Пултăран çулçи, çимĕçĕ эфир çăвĕпе пуян. Унра вара наркăмăшлă япала — фурокумарин — пур. Вăл ỹте лексен пиçсе кайма пулать. Уйрăмах хĕвел пайăркисем сурана лекни сиенлĕ. Çитменнине, ỹсен-тăрана тĕкĕннĕ хыççăн сиенленни тỹрех çиеле тухмасть. 2-3 кунран кăна палăрать. Хăш-пĕр чухне нерв тытăмĕ, чĕре япăх ĕçлеме пуçлать. Температура хăпарать, шăнтать, пуç ыратать, вăй пĕтет. 4-5 кунран суран хăмпăланать, кайран тĕксĕм йĕр хăварать. Аллергипе аптăракансен, çутă ỹтлисен усал курăкран уйрăмах пăрăнмалла. Пултăранпа сиенленни палăрсан тỹрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтмалла. Мĕншĕн тесен суран тарăна кайма пултарать. Пултăранри фитоэстроген вара выльăхсемшĕн сиенлĕ. Ỹсен-тăран çитĕннĕ лаптăкра тăпра пулăхĕ палăрмаллах чакнă. Çум курăк усă курман çĕр çинче, çул тата шыв хĕррипе, юхăннă сад-пахчара, ферма таврашĕнче, çỹп-çап купи çывăхĕнче уйрăмах нумай. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем кăçал ăна республикăра 300 гектар çинче асăрханă. Чи пысăк лаптăксем Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав, Тăвай, Çĕрпỹ, Красноармейски районĕсенче. Мĕнле пĕтермелле? — “Сосновский” пултăрана пĕтерме çăмăл мар. Унăн тымарĕ çирĕп, 80-300 см таран çĕр ăшне анать. Вăхăтра çулмасан вăл 2-3,3 метр çỹллĕш ỹсет. Чечек пуххи нумай, пĕр ỹсен-тăранран 800 вăрлăх пулать, çавна май хăвăрт сарăлать. Тарăн юр айĕнче шартлама сивве те, шăрăха та чăтăмлă вăл. 2-5 çулта пĕр хутчен чечеке ларать, унтан пĕтет. Анчах ун вырăнне вăрринчен, тымарĕнчен вун-вун хунав тухать. Вăл июльте чечеке ларать. Ăна вăхăтра пĕтермесен кĕске хушăра лаптăка хупласа хурать. Вăрри çилпе аякка сарăлать, вăл 2-3 çултан та шăтаслăхне çухатмасть. “Сосновский” пултăран тĕрлĕ майпа сарăлать: тумтире, выльăх-чĕрлĕхе, машина урапине çыпăçнă вăрлăх аякка сарăлать. Шыв юххипе те çăмăллăнах “куçать”. Хĕлле те “çывăрмасть”, типнĕ чечек пуххинчи вăрă çилпе вĕçсе таврана сарăлать. Çуркунне вара тăпрана лексе шăтма тытăнать. Çавна май çĕнĕ-рен-çĕнĕ тымар ярать. Ăна хирĕç кĕрешме тĕрлĕ мелпе усă курмалла: агротехника, хими хутăшĕ — гербицид. Курăк шăтса тухнине асăрхасанах çулмалла, çитĕнсе чечеке ларма памалла мар. Çу каçа 3-4 хут çулсан вăррине кăлараймасть, сарăлаймасть. Тымарне тăпăлтарма вăл çитĕнекен лаптăка тарăн сухаламалла. Хими препарачĕпе те усă курмалла. Ỹсен-тăран çитĕнекен вырăна гербицидпа сирпĕтмелле. Вăл тымарĕ патнех çитет, пĕтерет. Шел, Чăваш Енре сиенлĕ курăка хирĕç, кĕрешес ĕçе кирлĕ пек йĕркеленмен-ха, çавна май вăл сарăлсах пырать, — терĕ Анатолий Карлинов. — Филиал специалисчĕсем пултăран çитĕнекен вырăна асăрхасан ăна карттă çинче палăртаççĕ, халăха сиенлĕ çум курăк пирки ăнлантарса параççĕ, пултăран сарăлассине хирĕç кĕрешме тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра унпа ял-хула тăрăхĕн специалисчĕсем, уйрăм çынсем кăна кĕрешеççĕ. Ăна пĕтерме пĕрле вăй хумалла. РФ Çĕр кодексĕн 13 статйипе килĕшỹллĕн çĕр хуçисен, арендăна илнисен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ уй-хире çум курăкран сыхламалла. 2015 çултанпа “Сосновский” пултăрана сиенлĕ çум курăк шутне кĕртнĕ. Унран вăхăтра хăпмасан граждансене — 20 пин, должноçри çынсене — 50 пин, предприяти-организацие 400 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Им-çам пулăшать “Сосновский” пултăран Йĕпреç районĕнче те тымар янă. Ку тăрăхра унпа мĕнле кĕрешеççĕ-ха? — Пирĕн районта “Сосновский” пултăран сарăлса пыни пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтра ăна 4 гектар çинче тупса палăртнă. Вăл кашни ял тăрăхĕнчех тымар янă темелле. Шăрттан, Кĕçĕн Кармал ял тăрăхĕсенче уйрăмах нумай, 1,5-2-шер гектар. Çынсене пултăрана кашни 3-4 эрнерен çулма е тымарĕпех тăпăлтарма сĕнетпĕр. Гербицид сапсан çак ĕçе 2-3 эрнерен каллех пурнăçламалла. Çапла ĕçлесе пырсан кăна пĕтерме пулать. Вăл ỹснĕ лаптăка сăнасах тăмалла, мĕншĕн тесен темиçе çул иртсен те вăрри шăтса тухма пултарать, — терĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Зинаида Палитова. — Усал çум курăк колхозăн улма-çырла садĕнче хунама тытăнсан эпир ăна çула-çула пăрахрăмăр, тымарне тăпăлтартăмăр, анчах çулсерен шăтать, сарăлать. Халĕ тăваттăмĕш çул ĕнтĕ ятарлă гербицидпа усă кратпăр. Ăна Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчен илетпĕр. Пире пултăрана, хăй тĕллĕн шăтса тухакан йывăç-тĕме, çум курăка пĕтерме им-çама хатĕрлесех параççĕ. Кун хыççăн тинех вăл сарăлма чарăнчĕ. Колхоз садĕнче уйрăмах нумайччĕ вăл. Ăна арендăна панă хыççăн çĕнĕ хуçасем те пултăрана вăй илме памаççĕ. Çывăх вăхăтра унран тĕппипех хăпса пĕтесшĕн, — палăртрĕ Йĕпреç районĕнчи “Красный партизан” колхоз председателĕ Николай Иванов.

Л. АРСЕНТЬЕВА. (“Хресчен сасси” хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика