АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă уйăхĕнче виçшер материал

03 июля 2020 г.

Выльăх-чĕрлĕхе касăва хăвалатпăр ирпе. Çапла вара ултă сехет çывхаричченех ял çыннисен сăн-пичĕ юнашар. Хамăр урамри “Колхозная” ятлă вăл, 5 сехетченех ĕне сассипе тулать. Манран анатарах пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Никитина тĕллĕн-тĕллĕн шурă пăнчăллă ĕнине тăвалла хăвалать. Ула тĕслĕ эппин... Хамăр тĕле çывхарсан чуна уçсах сăмахлатпăр иксĕмĕр. — “Ял пурнăçĕ” кăмăллă хаçат маншăн. Авторсем пуррипе шухăш-кăмăлĕ те урăхла. Санăн та ытларах çырмалла. Ăсаталăху пурри куç кĕретех... — тет Зоя Ивановна. Ятарлă программа та пулĕ-ха, тен... Ятарлă программа тавра сыпăнтартăм хамăн шухăша. Кỹршĕ хĕрарăмне касу тăпăртатса тăнă çĕре çитичченех паллаштартăм унпа. Çырă, вăр-вар утăмлăскер питĕ тимлĕ итлерĕ мана. Хутран-ситрен ыйтусем те тупăнчĕç, тивĕçлĕ хуравсемпе çураçрĕ вăл. Мĕнле ыйтусем ытларах кăсăклантарчĕç-ха ăна? Мĕн кăсăклантарать? — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтовикĕсем манăçа ан тухчăр-ха. Акă, хамăр урамри Петр Васильев, Василий Григорьев, Иван Харитонов, Анатолий Фролов, Александр Пыркин çинчен çырайман-ха эсĕ. Тата ялти клуб историйĕ те аякра ан юлтăрччĕ. Ял варринче ача-пăча лапамне тирпей-илем кĕртес ыйтăва çĕклеме хушрĕ. Касу хăваланă хыççăн алăри туяпа туяласа килелле утатăп. Сылтăмра тĕрев пурри самаях пулăшать иккен. Ĕлĕкрех, ачалăхра Çемен кукаçи туяпа пирĕн пата çитетчĕ.” Ват лаша пурри епле çăмăл. Ывăннине те манăçтарать-çке”, — тетчĕ, туйипе мухтанатчĕ хăй. Кỹршĕ хĕрарăмĕ çырав ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса ятарлă программа пурришĕн хĕпĕртерĕ, çырас, шухăшлас ĕмĕт-шухăша пурнăçлама сывлăх сунчĕ. Утă уйăхĕнче мĕнле хайлавсем, статьясем кун çути кăтартасшăн-ха эпĕ. Малтанах ялти фронтовиксем патне тепĕр хут таврăнасшăн. Ку Афанасий, Леонтий Даниловсем, Иван Краснов (пĕр тăвансем), Уваровсем, Василий Григорьев фронтовиксене сăн ỹкерчĕксемпех пичетлес ĕмĕт-шухăш пур. Тата Çĕнĕ Йĕкĕтри Архиповсем, Аслă Чуллăри Василий Петров, Еншик Чуллăри Нина Петрова тавра çыхăнтарасшăн ĕç-хĕле. Кăçалхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ Еншик Чуллă тăрăхĕнче çав тери паллă кунпа йĕр хывать. Вăл 1920 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Еншик Чуллăра çуралнă Варфоломей Арсентьевич Арсентьев (Вархуш Энжей) 100 çул тултарнипе истори кун-çулне çырăнать. Сăвăç, вĕрентекен çирĕм çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах, паттăрăн пуçне хунă. Ятлă-сумлă çынсем яланах манăçсăр. Вĕсене аса илмеллех, вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ патне таврăнмаллах пирĕн. Калав вĕçĕнче кỹршĕ хĕрарăмĕ Зоя Никитина панă хушу патне таврăнам-ха эпĕ. “Авторсем пуррипе район хаçачĕн сăн-сăпачĕ те, шухăш-кăмăлĕ те урăхла”, — аса илтерет вăл уçăмлăнах. Апла пулсан пирĕн хаçат тусĕсемпе, авторсемпе таччăн çанă тавăрса малашлăхпа ĕçлемелле. Г. Тусли.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика