АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç малаллах пырать

30 июня 2020 г.

Пурнăç малаллах пырать

Районти "Ял пурнăçĕ" хаçат Трак енри ĕç-хĕл çинчен кăна мар, республикăри, Раççейпе тĕнчери хыпарсемпе те май килнĕ таран хăйĕн вулаканĕсене паллаштарма тăрăшать. Çакă мана савăнтарать те. Эпĕ ытларикунпа эрнекун хаçат килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Коронавирус инфекцийĕ анлăн сарăлнă май район хыпарçи çак тапхăрта та графикран юлмасăр тухса пычĕ. Журналистсем ку вăхăтра çак амака пăхмасăр вулакан патне чун апатне çитерме тăрăшрĕç. Раççей халăхĕ мĕн тỹссе ирттермен пулĕ? 1418 куна пынă хаяр та юнлă вăрçăра çĕнтерме пултарнă. Паян кун пире канăçсăрлантаракан çак амака та парăнтарапăрах тесе шутлатăп эпĕ. Йывăр вăхăтра этем кăна мар, пур чĕр чун та ушкăнпа пĕрлешсе инкеке сирме тăрăшать. “Малашлăхри лару-тăру хамăра епле тытнинчен, йĕркене епле пăхăннинчен килет” — çапла асăрхаттарать пире “Ял пурнăçĕ”. Анчах вăхăт майĕпенех шăвать, пурнăç маллала пырать. Паллă кулăш ăсти Е. Степаненко калашле, “вăхăт çитсен вирус пĕтет, корона юлать”. Килĕшме те пулать пулĕ. Мана райхаçатăн “Литература страницинче” Н. Ершовăн “Çын шутĕнчен тухсан” сăвви кăмăла кайрĕ. Хăй шухăшне çапларах палăртать Николай Гаврилович: Çын шутĕнчен тухсан Сана тус кирлĕ мар... Кăштах туссем юлсан Эс пĕртте пĕччен мар. Çапла, пĕччен мар эпир, ку шухăш кашнин асĕнчех пулмалла пек ĕнтĕ паянхи кун. Çын темĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулсан та, унăн ăна çĕнтерсе малалла талпăнмалла, пурăнмалла. Пурăнас тесен вара ĕçлемелле. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕк-авалтан ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ-çке. Паянхи çăмăл мар кунсем пирки Г. Ефимов-Тусли “Чун кỹтсе килнĕ чух” сăввинче палăртать, витĕмлĕ сĕнỹ парать. Чун кĕтсе килнĕ чух, Чĕрене йывăр чух Манăçми хуйхăна Пулăшать ĕç кăна. Çапла, Н. Ершовпа тата Г. Туслипе хаваспах килĕшетĕп. Паллах, “Ял пурнăçĕн” “Литература страницинче” асăннă авторсем кăна мар, ытти пултаруллă çыравçăсем те тăтăшах пичетленеççĕ. Вĕсем пурте хăйсен шухăш-кăмăлне палăртаççĕ. Ăнăçу пултăр пур автора та. Хамăн шухăшсене пĕр кулăшла шỹтпе вĕçлесшĕн. Кашни çынах ĕмĕтпе пурăнать. Икĕ арçын калаçса лараççĕ. Пĕри 70 урлă каçнă, ăна мучи теме те юрать пулĕ. Теприн 40 çула çитме инçе-ха. — Ну, Петя, — тет шурсухал. — Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăн паянхи куна? — О-о-о! Сахрун мучи, манăн ĕмĕтсем калама çук пысăк-ха. Авланас тетĕп пĕр чиперкке çине. Ача-пăчаллă пуласса шанатăп. Мăнуксене сăпкара сиктересшĕн. Çĕнĕ пỹрт-çурт çĕклесе лартасшăн. — Мĕншĕн авланмастăн-ха? — Ĕмĕтленме юрататăп эпĕ. Авлансан ĕмĕтленмелли юлмасть вара. Пурнăçра кун пекки те тĕл пулать çав. Г. Гурьев,

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика