30 июня 2020 г.
Çĕнĕ Йĕкĕтпе Анат Кушара ĕçмелли таса шыв çитрĕ, черетре — Тури Кушар
Упи ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Йĕкĕт, Анат Кушар тата Тури Кушар ялĕсенче пурăнакансене ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕ чылайранпа канăçсăрлантарнă. — Ял çыннисем таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва тĕрлĕ йышши пухусенче, информаци кунĕсенче тăтăшах çĕклерĕç, — тет Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Димитриева. — Хĕллепе çуркунне кивĕ шыв пăрăхĕ шăтсан вĕсем пĕрре çеç мар нушаланнă. Ахальтен мар чылай çын килĕсенче çăл чаврĕ. Юлашки çулсенче вара Çĕнĕйĕкĕтсен пĕртен пĕр çăлкуç тăрса юлчĕ — вĕсен мĕн пур ыйтăвне "Сиплĕ шыв" çăл татса пачĕ, çынсем флягăсемпе, картламсемпе шыв патне унта çỹретчĕç. Вĕсене курсан хамăн чунра лайăх мар пулса каятчĕ. Иртнĕ çул эпир “Экологи” наци проекчĕн “Таса шыв” регион проектне кĕрсе юлма пултартăмăр. Виçĕ яла — Çĕнĕ Йĕкĕте, Анат Кушара тата Тури Кушара шыв пăрăхĕ хума тĕрлĕ йышши бюджетран 1943 пин тенкĕ уйăрчĕç. Вырăнти пуçару бюджечĕпе ялсенчи кашни çемьерен 3-шер пин тенкĕ пухрăмăр. Кунсăр пуçне шыв башни валли 350-шар тенкĕ пуçтарнă. Тивĕçлĕ подрядчик тупрăмăр. Вăл — Канаш районĕнчи Шăхасанти “Спецстройторг” ООО. Унăн пуçлăхĕ — Георгиев В.И. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче ĕçе тытăнтăмăр. Çывăх вăхăтрах палăртнă çак ĕçсене вĕçлеме пăхатпăр. Упи, Янмурçин тата Анат Кушар ялĕсенче шыв башнисене улăштарас енĕпе малалла ĕçлетпĕр, хатĕр документацие ЧР Строительство министерствине çитернĕ. — Пирĕн ĕçсем хамăр палăртнă евĕрех пыраççĕ. Подрядчик енчен пире ăнчĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне питех те аван пĕлеççĕ. Ĕлĕкрех асăннă организаци ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе ĕçленĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче Çĕнĕ Йĕкĕтпе Анат Кушар ялĕсене шыв патăмăр, халăх епле савăнчĕ. Манăн çак ĕçе йĕркелеме пулăшнăшăн тата ăна туллин вĕçне çитерме май туса панăшăн район (уйрăмах райадминистрацин тĕп специалистне В. Миронова проект тума пулăшнăшăн) тата ял администрацийĕсене, ялсен активисчĕсене чĕререн тав тăватăп. Эпир пĕрле пултăмăр та чылайранпа канăç паман ыйтăва кĕске тапхăр хушшинче татса пама пултартăмăр, — тет Анат Кушар ял старости А. Лукин. — Тури Кушарта пăрăх хурас ĕçе вĕçленĕ, халĕ монтаж тăваççĕ. Паян çынсен килĕсене шыв кĕртсе хăварма майсем çителĕклĕ. Хăшĕ-пĕри çак ыйтăва татса пачĕ те ĕнтĕ. Анчах ку ыйту патне тĕлли-паллисĕр пыма юрамасть, мĕн пур ĕçе технологие пăхăнса пурнăçламалла. ...Виçĕ ял çыннисене чылайранпа хумхантарнă ыйтăва татса пачĕç, ялсене шыв çитрĕ.