30 июня 2020 г.
Трак енре те, Чăваш Енри ытти районсенчи пекех, РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлав тапхăрĕ пырать. Çак кунсенче мана темиçе çынпа курнăçма тиврĕ.
Г. Ефимов, Трак енри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн ертỹçи.
Чи малтан патриотизм çине пусăм тăвас килет манăн. Ачана мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма вĕрентмелле. Вăл лайăх кĕнекесем вуласа ырă çын пулса ỹстĕр. Кашни çыннăн хăйĕн Тăван çĕршывĕн патриочĕ пулмаллах. Тĕп саккунра çакăн пирки калани питех те пĕлтерĕшлĕ. Улшăнусем çавăн пекех аслă ăру çыннисем çине тимлĕх ытларах уйăрма палăртни кăмăла çĕклет. Атте-анне пире кун-çул парнеленĕ, ỹстернĕ, çын тунă. Çĕршыв аталанăвне те вĕсем хăйсен тỹпине хывнă. Çемье институтне те хỹтлĕх кирлех, ăна вара çирĕп гарантилемелле.
Л. Журавлев, ял хуçалăх производствин ветеранĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ
РФ Конституцийĕн статйисене кĕртме сĕннĕ чылай тỹрлетỹсемпе килĕшетĕп. Акă, Тĕп саккунăн 75-мĕш статйинче ĕçшĕн тỹлес чи пĕчĕк виçе Раççейри вăй питти халăхăн пурăнма чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех пулмалла маррине палăртнă. РФ Ĕç кодексĕнче кăтартнă çак йĕркене пăхăнасси чылай регионсен ирĕкĕнчеччĕ. Конституцие кĕртсе хăварнă хыççăн вара çак нормăна пăхăнмасăр тăма май çук. Çирĕп çак гарантие — ĕçлекенсен прависене хỹтĕлесе кĕртнĕ çĕнĕлĕхе — ырласа йышăнатăп. Патшалăхăн Тĕп саккунĕнче социаллă тỹлевсене индексацилесси çинчен калани тĕрлĕ пособие самана лару-тăрăвне кура шайлашуллă çирĕплетме май парать. Саккун ĕçлекенĕн правине хỹтĕлетĕр.
И. Матвеев, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
РФ Конституцийĕн 67-мĕш статйи ачасем патшалăх политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ приоритечĕсен йышĕнче пулнине çирĕплетет. Пепкесен сывлăхне çирĕплетес, ăс-тăнне аталантарас, кăмăл-сипет тата ăс-хакăл культурине ỹстерес тĕлĕшпе кирлĕ условисем йĕркелемелле. Çитĕнекен ăрăвăн шур сухалсене хисеплес туйăм вăй илтĕр тесе тимлемелле. Çакă çĕршыва мăнаçланма паракан гарантипе танлашĕ. Патшалăх çул çитменнисен тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине пысăк тивĕç пек хак парса Тĕп саккун шайĕнче палăртни савăнтарать мана. Ачана çемьере воспитани парасси çинчен калани те вырăнлă. Тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ывăл-хĕре тăнăçлă кил-йыша вырнаçтарас ыйтăва тĕрлĕ ведомствăра, влаçăн тĕрлĕ шайĕнче тимлĕхре тытма хистет ку. Ачасем — пирĕн пуласлăх. Çитĕнсен вĕсем тăван çĕршывăмăра малалла аталантарнă çĕре хăйсен тỹпине хывĕç.