26 июня 2020 г.
Асăнупа хурлăх кунĕ — Раççей историйĕнче чи инкек-синкеклĕ датăсенчен пĕри. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьене, кашни киле хуйхă, нушапа терт илсе килнĕ, миллионшар çынсен мирлĕ пурнăçне татнă. Пирĕн халăх пысăк çухатупа çав-çавах ирсĕр нимĕç фашисчĕсене çĕнтерме пултарнă. Вăрçă пуçланнăранпа 79 çул çитрĕ, анчах ветерансен, тыл ĕçченĕсен, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнисен паттăрлăхĕ манăçми. Трак енрен иртнĕ вăрçа 6030 çын тухса кайнă, вĕсенчен 2162-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Июнĕн 22-мĕшĕнче район ертỹлĕхĕ райцентрти Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Монумент патне чечек кăшăлĕ хунă, паттăрсене асăнса пĕр минут хушши шăп тăнă. Ю. Самсонов.