АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Иртнине эпир ăш пиллĕн аса илетпĕр”

26 июня 2020 г.

Эпир çĕр çине вăхăта ахаль ирттерме мар, çак çутă тĕнчери пурнăçа малалла аталантарма çуралнă. Пирĕн йăх-несĕлсем туса хăварнă пурлăха пуянлатмалла, ку таранччен аталаннă ăслăлăха çĕнĕ шая çĕклемелле, культурăпа искусствăна çуллĕ шая хăпартса пурнăçа тĕрлĕ енлĕ илемлетмелле. Эпир пурăнакан çак çутă тĕнчери пурнăç питĕ кĕске. Çак çĕр çинче чунпа хастаррисем, вăйлисем, хăватлисем çеç лартнă тĕллеве пурнăçлама, çукран пур тума, хăйсен ятне çĕклеме, пурнăçпа савăнса та киленсе пурăнма пултараççĕ. Эпир хамăр тăван ене юрататпăр, унăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр. Çĕнелсе чечекленекен ял-хуласемпе савăнатпăр. Кашни çын хăй вырăнĕнче тăрăшса ĕçлеме пысăк тĕллевсем лартать, ытти халăхсемпе туслашса тăнăç пурнăçра ĕмĕре ирттерес тесе тăрмашать. 2020 çул историлле пысăк уявсемпе пуян. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул, Красноармейски районне йĕркеленĕренпе — 85, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Çĕршыв историйĕнчи манăçми çутă та сăваплă кун аяккарах та аяккарах кайса пырать. Аслă Çĕнтерĕве туптама хутшăннă ветерансен йышĕ те çулленех сахалланать. Çĕнтерỹ юн тăкмасăр пулман. Район çыннисем 2011 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски салинче Çĕнтеру паркĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче икĕ е ытларах орденпа чысланă паттăр ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнас тĕллевпе Мухтав аллейи уçнă. Çав паттăрсем хушшинче ман асаттен, Данил Емельянович Емельяновăн, сăн укерчĕкĕ те пур. Вăл Туçи Чуракассинче çуралса ỹснĕ, Шывпуç Чуракассинчи тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ. 1939 çулта Тăван çĕршыв умĕнчи пĕрремĕш тивĕçе пурнăçлама Хĕрлĕ Çара кайнă. 1941 çулхи кĕркунне çар службинчен таврăнмалла пулнă. Анчах июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрет. Данил Емельянов та Хĕрлĕ Ялавлă 81-мĕш стрелоксен полкĕнчи разведчиксен взвочĕн йышĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕрет. Вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн тăнă мăн асатте. Вĕсен Карел АССРĕнчи Кемь хули çывăхĕнчи Корви-Ярви поселокĕнчи нимĕçсен дзочĕсене пĕтермелле пулнă. Çак тан мар çапăçура 36 çынран виçĕ çын çеç чĕрĕ юлать. Нимĕç дзочĕсене çапса аркатнăшăн ман асаттене Тăван çĕршывăн пĕрремĕш наградине — “Хăюлăхшăн” медале панă. Лаось поселокĕнчи хаяр çапăçура вăл нимĕçсен "Пантерине", "Тигрне" персе тивретет. Çакăншăн ăна III степеньлĕ Мухтав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе хисеп тунă. Паттăр салтака Варшавăшăн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне панă. Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратни, халăхсен туслăхĕ çĕнтерĕве çывхартнă. Çак савăнăçлă хыпара Д. Емельянов Венгри çĕршывĕнчи Тедерле хулинче кĕтсе илет. 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче киле таврăнса мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. “Паянхи тăнăç пурнăçшăн хĕпĕртетĕп", — тетчĕ мăн асатте. 2020 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕн В. Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн ăна Асăнупа Мухтав çулталакĕ тесе йышăннă. Пире тăнăç пурнăç туса панăшăн вăрçă тата тыл ветеранĕсене тав сăмахĕ калатпăр. Пушă вăхăтра эпир вĕсене килĕсене кайса пулăшатпăр, уяв ячĕпе саламлатпăр, шкулта тĕл пулусем ирттеретпĕр. Çĕнтерỹ палăкĕсем умне чечексем, мухтав кăшăлĕсем хуратпăр. Вăрçă темипе çыхăннă конкурссем нумай ирттереççĕ, эпĕ те çав конкурссене яланах хутшăнма тăрăшатăп, район тата республика шайĕнчи тупăшусенче малти вырăнсене йышăнатăп. Хам çырнă пĕр сăвăпа паллаштарасшăн.

Тискер тăшман шав талпăннă,

Хĕрхенмен, эсрел, çынна.

Пурпĕр ĕмĕчĕ путланнă,

Илеймен тĕп хулана.

Тăван çĕршĕн, çĕнтерỹшĕн

Кар çĕкленнĕ Хĕрлĕ Çар.

Мирлĕ пурнăçшăн, илемшĕн

Çапăçнă кашни хастар.

Мĕн чул хурлăх илсе килнĕ

Хаяр вăрçă çĕр çине.

Хурлă хыпара çитернĕ

Нумай-нумай çемьене.

Аслă вăрçăн уйĕ-хирĕ

Пĕвĕннĕ хĕрлĕ юнпа.

Салтак арăмĕн сар çỹçĕ

Витĕннĕ çут пурçăнпа.

Çурхи кунĕ, Мир ялавĕ.

Савăннă пĕтĕм тĕнче.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ

Çиçнĕ кашнин чĕринче.

Вăрçă пĕтнĕ! Пĕтнĕ вăрçă!

Саламланă пĕр-пĕрне.

Сар хĕвелĕ те ташланă

Пытарман савăнăçне.

Вăрçă çулăм хуллен сỹнчĕ,

Кăвар юлчĕ чĕрере.

Раççей çарĕ хастар пулчĕ,

Чапĕ юлчĕ тĕнчере!

Кăçалхи çул тĕнчери халăхсемшĕн, пулас çамрăк ăрушăн Тăван çĕршыва юратас йăла çуратма, тăван тавралăха упрама, унăн тирпейлĕхĕпе тасалăхĕшĕн тăрăшма вĕрентет пулĕ тесе шутлатăп.

Тек ан пултăр нихăçан

Синкер вăрçă çĕр çинче.

Савăк, тăнăç пурнăçран

Чечеклентĕр çут тĕнче, — тесе калас килет ман хамăн ăшран тухакан сăвă йĕркисемпе. Пирĕн, Красноармейски районĕн çыннисем, ялсене, урамсене, кил-çурт таврашĕсене йывăçсем, чечексем лартса илемлетеççĕ. Трак тăрăхĕ илемлĕ вырăнсемпе те пуян. Çакăнти сывлăша кăкăр туллин сывласа илетпĕр, ырлăх пурришĕн савăнатпăр. “КЕТРА” завод паха кирпĕч калăпласа Раççейĕпе салатать. Трак ен кедр тăрăхĕ пулса тачĕ. Ку ĕçе Светлана Мефодьева мăшăрĕпе пуçарнă. Матшу шывĕ хĕррипе кедр аллейи çĕкленет.

Шетмĕне ансассăн

Лекен улăха.

Чĕр чунсем хавассăн

Килнĕ улăха.

Ик енпе кашлаççĕ

Кедр та йăмра.

Пуçĕпе таяççĕ

Хурăн та хăва.

Район центрĕ куç умĕнчех çĕнелсе улшăнать. Çакă пĕтĕмпех район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа унăн командинчи ĕçлĕ те пĕр шухăшлă çынсемпе çыхăннă. Апла пулсан пĕрне-пĕри пулăшмалла, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла.

Пилĕх панă çĕр анне,

Пирĕнтен сана парне.

Вăй хушса эс тĕреклен,

Савнă тăрăхăм, Трак ен!

М. Емельянова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика