26 июня 2020 г.
Палăртса хăваратпăр, Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерстви конкурс ирттернĕ, унта мала тухнă хыççăн çак центр ĕçне пуçарса янă. “Эткер” центра малтанласа Чăваш Республикин Вĕренỹ министерстви çумĕнчи МЦК-ЧЭМКра йĕркеленĕ. Палăртнă çуртра ачасемпе вĕренекенсем валли ăсталăха аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ. Харăсах унта пĕтĕмпе 5-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă çамрăксем ăсталăх тĕнчине пуянлатса пыма пултараççĕ. Палăртмалла, республикăри мĕнпур хулапа районти яш-кĕрĕм çав центра вĕренме килме пултарать. Планпа палăртнă тăрăх, кунта ачасене вĕрентсе пынисĕр пуçне, вĕсене пурăнма кирлĕ условисем те йĕркелесе пама тĕллев лартнă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне общежитире пĕтĕмпе 212 вырăн хатĕрлесшĕн. “Эткер” центр директорĕ Ольга Тарасенко Олег Николаева тата пуçтарăннă хăнасене вĕрентỹ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, ачасем валли хатĕрленĕ вĕрентỹ пỹлĕ-мĕсем паянхи пурнăç таппипе тỹр килеççĕ, тенĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пысăк технологи витĕмлĕхĕ вăй илни куçкĕретех. “Эткер” центрта ачасене кĕске вăхăтра ятарлă программăсемпе вĕрентессине плана кĕртнĕ. Проектсене пурнăçа кĕртме, хăйсен пуçаруллă ĕçĕсемпе наукăра, ỹнер тĕнчинче, спортра палăрма вĕрентеççĕ аслисем кунта ăс пухакансене. Сăмах май, çирĕп конкурс витĕр тухсан кăна ачасем çак учрежденире юлма пултараяççĕ. “Эткер” вĕренỹ центрĕн попечительсен канашĕн ларăвĕнче Олег Николаев çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла, тенĕ. Уйрăмах аякра вырнаçнă ялсенче тепре чухне çамрăксем çав тери ăста пулаççĕ, ыттисене паха тĕслĕх кăтартса пыраççĕ. Кун пек центр шăпах та яш-кĕрĕмĕн тавра курăмлăхне пуянлатса пыма витĕм кỹрет тенĕ вăл. Чăвашсен йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине ăша хывса пыма вĕренсе пыраççĕ ачасене. Çак ĕçсене професси шайĕнче йĕркелесе пыма программăсем те пăхса хăварнă. Кулленех çĕнĕ-лĕхсем кĕртсе пырассишĕн тăрăшаççĕ кунти вĕрентекенсем. “Ку вара чăн-чăн ăс-тăн пуянлăхĕн центрĕ. Кунта аслă шкулсем, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан учрежденисем, предприятисемпе организацисем пĕр-пĕринпе килĕшсе, паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыма тăрăшĕç. Апла пулсан, тепĕр 5-6 çултан эпир мĕнле специалистсем ытларах кирлине те пĕлсех тăрăпăр”, — тенĕ Олег Николаев.