26 июня 2020 г.
Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов "БСМП" БУ-н "Красноармейски районĕн тĕп больници" филиалĕнче пулнă, кунта сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшакансене професси уявĕ ячĕпе саламланă, ырлăх сывлăх, ăнăçу суннă, наградăсем панă. Район администрацийĕн Тав хутне медицинăн аслă сестри Э. Алексеева, участокри врач-терапевт К. Григорьева, паллиативлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕн медбрачĕ А. Тимофеев, производствăпа служба пỹлĕмĕсене тасатса тăракан И. Васильева тивĕçнĕ.