26 июня 2020 г.
“Культура” наци проекчĕ
“Культура” наци проектне “О национальных целях и стратегических задачах развития Российской Федерации на период до 2024 года” Указĕпе килĕшỹллĕн йĕркелесе янă. Вăл 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçланма тытăннă.
“Культура” наци проектĕнче федерацин виçĕ проекчĕ вăя кĕрсе пырать: “Культура хутлăхĕ” (“Культурная среда”), “Пултарулăх çыннисем” (“Творческие люди”) тата “Цифра культури” (“Цифровая культура”). Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин каланă тăрăх, “Культура сферинчи наци программи регионăн вăйлă виçевне илмелле, çĕршывăн пĕчĕк хулисемпе поселокĕсенчи культура пурнăçĕн пахалăхне тата тĕрлĕ енлĕхне ỹстерме хавхалантармалла”.
“Культура хутлăхĕ” регион проекчĕ
Проекта культура инфратытăмне çĕнетсе тата хальхи оборудованисемпе пуянлатса çынсен пурнăç пахалăхне ỹстерме палăртнă.
“Культура хутлăхĕ” проектăн задачи — халăхăн пушă вăхăтне йĕркелеме тата пултарулăхне аталантарма хальхи инфратытăм йĕркелесси, ун урлă культурăн лайăх тĕслĕхĕсемпе усă курасси.
“Пултарулăх çыннисем” регион проекчĕ
Проекта халăхăн пултарулăх пуçарăвĕсене, чи малтанах пултаруллă ачасемпе çамрăксене, пулăшма янă.
“Пултарулăх çыннисем” проектăн тĕп палли — Чăваш енре пурăнакансене професси искусствин çитĕнĕвĕсене (вăл шутра музыкăна, театра, хореографие тата халăх пултарулăхне) туйма тата пĕлме явăçтарма майсем туса парасси.
“Цифра культури” регион проекчĕ
Проектра республикăри культура хутлăхĕнче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртме палăртнă, çакă çĕнĕ культура продукчĕсене туса хума пулăшать.
“Цифра культури” проектăн задачи республикăри пĕчĕк хуласемпе ялсенче пурăнакансемшĕн культура ырлăхĕсемпе тивĕçтересси пулса тăрать.
“Культура” наци проекчĕн тĕллевĕсемпе вулакансем аяларарх паллашма пултараççĕ: — ялти культурăпа кану объекчĕсене тăвасси, юсаса çĕнетесси тата тĕп юсав ĕçĕсем ирттересси; — вĕренỹ учрежденийĕсене (тĕслĕхрен, ача-пăча искусство шкулĕсене) çĕнĕ музыка инструменчĕсемпе, оборудованисемпе тата вĕренỹ материалĕсемпе тивĕçтересси; — муниципалитет библиотекисене модельлĕ стандартпа çĕнетесси т.ыт.те.
Кĕçĕн Шетмĕ культура çурчĕ
Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче кĕркуннепе хĕлле пỹлĕмсенче чăннипех те сивĕччĕ. Нумаях пулмасть, акă, “Культура” наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кунта юсав ĕçĕсем вĕçленчĕç. Специалистсем кивĕ батарейăсене çĕннисемпе улăштарчĕç. Ял библиотеки валли ятарлă пỹлĕм те пулчĕ. Тĕпренех улшăнчĕ кану çурчĕ. Коридорти стенасене, кабинетсене сăрланă. Урамранах тĕрлĕ илемлĕ кỹлепесем килен-каяна савăнтараççĕ, хăйсем патне туртаççĕ. Вупăр карчăк, юмахри Йăван, упа, аçтаха тата ытти персонажсем асамлăх тĕнчине илсе кĕреççĕ. Хĕвел çинче тĕрлĕ тĕспе çунакан ачаш та черченкĕ, хỹхĕм чечексем — петунисем, салтак тỹмисем, лилисем тата ыттисем те (асăнса та пĕтереес çук) чуна çĕклентерсе яраççĕ. Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртĕнче вăй хуракансем çакăн евĕр илемлĕхе чунтан калăплани питĕ аван палăрать.
Анаткасри клуб
Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Анаткас клубĕнче те юсав ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Иртнĕ ĕмĕрте хăпартса лартнă çурт тунсăхлăн пăхса ларатчĕ... Паянхи кун вара... Çĕнĕ пластик чỹречесем, фасада сайдингпа “çĕлени”, шалти урай каштисене çирĕплетсе улăштарни, шалти стенасене штукатурка туса сăрлани, алăксене çĕнетни — çакна пĕтĕмпех “СМУ-23” ООО строителĕсем пурнăçланă. Чăнах та, ял халăхне мĕнле хăтлă та кăмăллă пулĕ кунта!