АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ĕçĕ вилĕмсĕр, чапĕпе хисепĕ — ĕмĕре

23 июня 2020 г.

Вăрçă. Вăрçă. Вăрçă! Епле тискер, хăрушă та ылханлă вăрçă! 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче хаяр фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса килнĕ. Тăван çĕршывăмăрăн мĕн пур халăхĕ тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Вăрçă 1418 кун, тăватă çул хушши пынă. Чăваш Енрен 208 пин çын, Упи тăрăхĕнчен 715 çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ваттисен — ватлăх, çамрăксен — çамрăклăх, ачасен — ачалăх пулманнишĕн кам айăплă? Вăрçă. Ялти мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе ачасен имшер клеткисем çине тиеннĕ. Ĕçленĕ вĕсем, ĕçленĕ, куç хупмасăр тăрăшнă, килте те, уйра та, вăрманта та. Малалла манăн пултаруллă та хисепе тивĕç çынсемпе паллаштарас килет. Асаннен амăшĕ — Софронова Агния, унăн аппăшĕ — Софронова Фекла лашасем кỹлсе Йĕпреç районне вăрман касма, турттарма çỹренĕ. Ырми-канми ĕçленĕ вĕсем, вăрçăра çапăçакан пиччĕшĕсене пулăшас тенĕ, йывăр ĕçтесе нăйкăшман. Суха пуç тытса суха тунă, тырă акнă, вырнă… Мăнтарăн хĕрарăмсен аллисем канăç пĕлмен — канмалла каçхине алсиш, чăлха çыхнă, çăматă йăваланă. Вĕсене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра вăй хунăшăн панă наградăсен хучĕсене эпир упратпăр. Вĕсен икĕ пиччĕшĕ Григорийпе Марк Кĕрекаç ялĕнчен вăрçа 1941 çулта тухса кайнă. Асанне амăшĕн сăмахĕсене яланах аса илетчĕ, “Пиччесем Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайрĕç те, Тăван кил алăкне текех килсе уçса кĕреймерĕç? Хĕветле те савнине вăрçăран кĕтсе илеймерĕ, пĕчченех пурнăçне ĕмĕрлерĕ. Пĕтĕм ĕмĕте пĕтерчĕ вăрçă, пиччесен пурнăçне татрĕ, аппан та шăпи татăлчĕ, пирĕн те пурнăç урапи такăрах пулмарĕ, йывăр пулчĕ… Пушанса юлнă пỹртре вăрçăран таврăнман çамрăк тăванĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем çине пăхсан — куçĕ шывланатчĕ. 21 çулхи Григорийпе 18 çулхи Марк асаттесем килтен Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă чух мĕн шутланă-ши, мĕн ĕмĕтленнĕ-ши? Тăван киле çĕнтерỹпе килессе шаннă паллах. Анчах вăхăт, шăпа, вăрçă кашнин пуласлăхне, ĕмĕтне татнă. Салтак амăшĕн чĕри хыпарсăр çухалнă текен çырусене илсен епле чăтнă-ши? Çук, ĕненес килмен, ĕненмесĕр кĕтнĕ амăшĕ: пĕри те пулин сывах пуль, — тесе кĕтнĕ. Анчах кĕтсе илеймен. Хаяр çапăçу авăрне лекнĕ салтакăн хăй 1941 çултах вилменнине çырса пĕлтереймен, амăшĕн чунне йăпатайман. Вăрçă хыпарĕсемпе ун чухне пурте кăсăкланнă: кам аманса таврăннă, хăш киле кĕтмен хыпар çитнĕ, пирĕннисем фронтра мĕнле çитĕнỹ тунă. Пурнăç юхăмĕ пурне те пĕрлештернĕ. Амăшĕсем чăтăмсăр кĕтекен çырусем час-часах çитеймен вăрçă хирĕнчен. “Пĕр-пĕр ишĕлнĕ çурт айне лекрĕ-шим? — паян кун та канăçсăр шухăшлать ватă ашшĕ. — Вăл епле вилнине никам та курмарĕ-ши? Е питĕ аманса пĕтсе, паян кун та таçта госпитальте выртать.! Сăнĕ-пичĕ ытла хытă аманса пăсăлнисем ашшĕ-амăш куçне курăнасшăн мар, теççĕ. Хаçатсенче те çыраççĕ ун пеккисем пирки. Ах, Микка, Микка! Микулай! Эс пĕрмаях чĕрĕ пек туйăнатăн, чĕре çумĕнчех тăратăн, тĕлĕкре те тек-текех курăнатăн. Темле аманса пĕтнĕ пулсан та, сана чунтан хыпăнсах кĕтсе илĕттĕм”, — тесе шутлать Аркадий Ĕçхĕл çырнă “Салтак çырăвĕ” калавра ашшĕ, ывăлĕ çапах сыввине шанса. Кам кĕтмест ĕнтĕ хăйĕн тăван тĕпренчĕкне вăрçă хирĕнчен. Пирĕн аслă асанне те нумай кĕтнĕ, кĕтнĕ, анчах кĕтсе илеймен… Нумаях пулмасть эпир Марк Софронова 1943 çул вĕçĕнче Тульск облаçĕнчи Ходыкино ялĕнче пытарнине пĕлтĕмĕр. Григорий Софронов 1941 çул вĕçĕнче хыпарсăр çухалнă — унăн шăпи çинчен пĕрле вăрçă хирне пĕрле кĕнĕ салтак каласа панинчен çеç пĕлетпĕр. Акă еплерех аса илетчĕ вăл: — Григорий пире, канма ларнăскерсене, купăс каласа юрласа пачĕ те, тепĕр атакăна — За РОДИНУ! тесе çапăçура çынсем хушшинче курăнми пулчĕ, вăрçă хирĕнчен тухнине курмарăм. Ун чухне питĕ хаяр çапăçусемччĕ… Ман асăмра мăн асаттесем яланах. Эпĕ вĕсен паттăр ĕçĕ çинчен хамăн йăмăка та каласа парăп. Вăрçă! Кашни çыннăн чунне амантнă, вăрçă кĕрсе тухман кил-çурт çук та пулĕ. Тăван çĕр-шывăн, ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă харсăрсен паттăрлăхĕ яланах асра юлĕ! Вăрçă ан пултăр нихăçан! Пирĕн пурнăç пултăр тăнăç.

В. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика