23 июня 2020 г.
Районти “Суту-илỹ картишĕнче” кама кăна тĕл пулмастăн? “Пирĕн Еншик тăрăхĕнче тăхăр вунă çул çул тултарнă мучисемпе кинемисем йышлă. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра сирĕн материалсене тăтăшах вулатпăр. Пирĕн шур сухалсем пирки унта материалсем вырнаçтарсан питех те аван пулмалла. Вулакан пĕлтĕр”, — терĕ пĕлĕшĕм. Çапла çитрĕм те Еншике. Фекла Федорова Еншикри Мăн урамри (Мирная урам) 34-мĕш çуртра ватлăх кунĕсене ирттерет. 92 çулпа пырать кинеми. Юлашки 15 çул хушши куç курманнипе аптăрать Фекла Федоровна. Пỹртре çеç кăштăртатса çỹрет. Ывăлĕсем, Альбертпа Саша, хăйпе пĕрле пулни ватăн чунĕнче лăпкăлăхпа ырăлăх çуратать. Çавăнпа та ватлăхри телейпе савăнăç шевли сỹнмен унăн. Ф. Федорова 1929 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Еншик ялĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан, 1937 çулта, Еншик Чуллă шкулĕн пĕрремĕш класне кайнă. Тăваттăмĕш класра пĕлỹ илнĕ чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Шкулăн пилĕк класне вĕренсе пĕтерет те пурнăçри йывăрлăхсене пула шкул сукмакне такăрлама пăрахать Фекла. — Хаяр вăрçă пырать. Мĕн пур вăйпитти фронтра. Çавăнпа пирĕн çума куршанакĕ ир-ирех çыпçăнчĕ. Алăран çурла кайма пĕлмен темелле. Мана мĕн пур ырри аттепе аннерен куçнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Хаклă çыннăмăра Федор Семенович Семенов тесе чĕннĕ. Вăл çĕр çине 1905 çулта килнĕ, — тет кинеми. — Атте Патăрьелĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Чăн-чăн çĕр çынни, çут çанталăк тусĕ пулнă вăл. Кăмака, кăçатă тума пĕлнĕ, платник-столяр ĕçне аван чухланă. Тăван енте чылай тапхăр уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ Ф. Семенов. Вăрçă çулĕсенче аттене броня панă, вăл çак тапхăрта колхоз председателĕн çăмăл мар лавне туртса пынă. Йывăрлăхне сахал мар курнă, вар-хырăм чирĕпе аптранă, 45 çултах пирĕнтен уйрăлса кайнă. Анне Марфа Романовна Романова, 1906 çулта çуралнăскер, ĕмĕрне тăван хуçалăхăн уй-хирĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Вăл тума пĕлмен ĕç те юлман пулĕ тейĕн — лашапа çĕр сухаланă, тырă акнă, ăна пухса кĕртнĕ, янаварпа тырă леçме çỹренĕ. Тăватă пĕр тăван çитĕнтĕмĕр эпир, — сăмахне малалла тăсать ватă. — Эпĕ — асли. Ман хыççăнхи — Микулай. Вăл çĕр çине 1933 çулта килнĕ. ФЗО шкулне вĕренсе пĕтернĕ, Челябинскри пĕр предприятире тăрăшнă. Мускавра Кремльте служба кунĕсене ирттернĕ. Л. Берине арестленине питĕ лайăх астунă вăл. Кайран Урал тăрăхĕнчи хулара тĕпленнĕ, мăшăрĕ — Полина. Вĕсен — пĕр ача. Шел, юлашки 20 çул ĕнтĕ шăллăм пирки нимĕн те пĕлместĕп. Валентин, 1936 çулта çуралнăскер, кун-çулне тăван тăрăхпа çыхăнтарнă. Чылай тапхăр выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте вăй хунă. Еншикрех пурăнать. Ачисем — Света, Эльвира, Саша, Люда тата Вова. Анчах мăшăрĕн, Нинăн, кун-çулĕ 72 çулта вăхăтсăр татăлчĕ. Гена шăллăмăн (вăл 1940 çулта çуралнă) кун-çулĕн пысăк пайĕ Шупашкарпа çыхăнчĕ. Кунта вăл тимĕр-бетон изделийĕсен заводĕнче тăрăшрĕ. Мăшăрлă, хăтлă хваттерлĕ пулчĕ. Шел те, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Ун чухнехи вăхăт таппине кура çамрăклах тăван енрен аякра ĕçлеме тивнĕ Феклăна. Хĕр çулĕсенче Буинскпа Кире вăрманĕсенчен тухма пĕлмен тесен те йăнăш мар пулĕ. — Укçа-тенкĕ вуçех çук кĕсьере. Апат-çимĕç илме тăван киле килмелле. Пуйăспа Еншике тапрантăмăр, подножка çинче тăрса пыратпăр. Кĕлетке витĕр сивĕ çил чупать, — аса илет ватă çав тапхăра. — Пĕрле ĕçленĕ хĕрсен — Елизавета Андреевăн, Ираида Тарасовăн, Пелагея Ермолаевăн тата Римма Алексеевăн сăнарĕ паян кун та куç умĕнче. Торф кăларнă тапхăра та кинеми сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. “ФЗО урлă пире, 13-14 çулхи хĕрсене, Владимир облаçне торф кăларма илсе кайрĕç. Çав йышра Еншик Чуллăран Ануш, Матрунь, Татьян пулнă. Вĕсем машина çинче ĕçленĕ. Торф сап-сарă тухать, кайран хуралать. Второво станцийĕччĕ. Федор Сотов пуçлăха, участок комендатне Михаил Цапа паян кун та аван астăватăп. Пирĕн ĕçе хĕрлĕ пакунлисем пăхса-тĕрĕслесе тăратчĕç. Икĕ çул тар тăкрăмăр кунта. Шурлăхлă вырăнсемччĕ, торфне кăларма çĕрне типĕтсе пымалла пулнă. Çырла нумай ỹсетчĕ, выçă хырăма çавна çисе улталаттăмăр. Мунча кĕме тĕп поселока — Кармалине илсе каятчĕç. Воронежран килнĕ Маруся Лехачихăна епле манăн. Вăрçă хирĕнче вăл алă пỹрнисене çухатнă. Икĕ пỹрнипе тачанка туртма вăй çитеретчĕ. Вероника Мазанова бригадир пире ăнланатчĕ, Аня, Нина вырăс хĕрарăмĕсем пирĕн ушкăнраччĕ, йывăрлăхсене пĕрле пайлатттăмăр”, — тет паян ватă. Вунă теçетке çул çинче пырать пулин те, Ф. Федорова иртнĕ тапхăрти кашни саманта пачах та манманни, пĕрне те пуçран кăларманни мана самаях тĕлĕнтерчĕ. “Каярах çуралнă Еншик çĕрĕ çинчех, тăван хуçалăхрах пилĕк авма тиврĕ мана, — тет асаилỹсен çăмхине сỹтсе кинеми. — Аякка, хула-поселок таврашне ĕçлеме каяс темен. Паян çакăншăн нимĕн чухлĕ те кулянмастăп. Еншик Чуллă тăрăхĕнче чи ырă вăхăтсем иртрĕç манăн. "Прогресс" колхоз председательне Кронид Лаврентьевич Лаврентьева асăмран кăлараймастăп. Чăн-чăн ертỹçĕчччĕ вăл. Пуçлăх нихăçан та сас ỹстерсе калаçнине, нимшĕн-мĕншĕн вăрçнине астумастăп. Çынна итлеме пĕлетчĕ, юлашкинчен пĕтĕмлетỹ сăмахĕ калатчĕ. Анчах хăйĕнчен, хăйне пăхăнакансенчен питех те çирĕп ыйтатчĕ. Колхоза миллионерсен йышне кăларчĕ вĕт. Вăл çулсенче Еншикчуллăсем ỹсентăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчен продукци илесссипе Трак енри ытти хуçалăхсенчен малта пыратчĕç, тăтăшах куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавсемпе вымпелсем илетчĕç. Вăл çулсенче пирĕн тăрăх “симĕс ылтăн” туса илессипе палăрнăчччĕ тата. Ĕне витисем кивĕччĕ пирĕн. Саман ( улăмпа хутăшран тунă хĕртмен кирпĕчрен хăпартнă çуртсем) витесенче сивĕччĕ. Çавна май выльăхсем продукцине те нумай памастчĕç. Пĕррехинче хуçалăха партин Чăваш обкомĕн çынни Логинов килнине манаймастăп. Унпа пĕрле район прокурорĕ тата парти райкомĕн секретарĕ. “Сирĕн витесем кивĕ. Вĕсене çĕнетме икĕ вакун хулăм хăма паратпăр”, — терĕ Шупашкар хăни. Çапла май нумай та вăхăт иртмерĕ, Трак станцийĕ урлă хуçалăха строительство материалĕсем килсе çитрĕç. Çав тапхăрта пуçлăхсем витесене чылай çĕнетме май тупрĕç. Продукци хисепĕ те ỹсме пуçларĕ. Кĕçĕн Чуллă сĕт-çу ферминче алăпа 18 ĕне сунă эпĕ. Ун чухне выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентересси вăй илейменчччĕ-ха. Çавна май вăкăрне те хамăр пăхса тăнă. Мана “Парон” ятлă вăкăр çирĕплетсе панăччĕ. Каярах “Боец” ятлă вăкăра пăхма тиврĕ. Питĕ хаяр выльăхчĕ, пыма та хăраттăм. Апатне те шушултан çеç антарса панă. Пĕррехинче, сăнчăртан тухса тарсан, Альберт ывăлăм хайхискерне лашапа хăваласа витене илсе килме пулăшрĕ. Пĕр ĕнене те хĕсĕр хăварман. Чуна парсах ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен Хĕрлĕ кĕтесĕ тавра хамах 40 ытла тĕрлĕ йышши хурлăхан тĕмĕ лартса хăвартăм. Хăшĕсем слива, чие тĕмĕсем лартрĕç. Астăватăп, пĕрле вăй хуракансемпе çырлисене татса çиеттĕмĕр. Епле савăннă. Пĕрле ĕне сунă тусăмсене епле манăн паян: Анастасия Васильева, Тамара Игнатьева, Перасковья Волкова, Елена Кириллова. Фермăра эпир кашниех хамăрăн тулли телейĕме тупрăмăр”. Виçĕ ача çуратса ỹстернĕ Фекла Федоровна, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пулăшнă. Асли — Оля. Вăл çĕр çине 1950 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче килнĕ. Амăшĕн юратнă хĕрĕ пулнă вăл. Вырăнти шкулта вĕренсе тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ, каярах Еншик Чуллăри вулавăшра ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх фермин коллективне ертсе пынă. Икĕ алла пĕр ĕç тенĕ евĕр, дояркăсем çитмен чухне ĕнесем те сунă О. Семенова. Пултарулăхне кура ăна Еншик Чуллă ял совет ĕçтăвкомне те ĕçлеме илнĕ. Ĕçчен те пултаруллă çынсен ĕмĕрĕ кĕске тенĕ евĕр, Ольгăн кун-çулĕ вăрăм пулман, чĕре чирĕ кун-çулне çамрăклах татнă унăнне. Упăшки те, Петр Семенов, ир-ирех пурнăçран уйрăлнă. Виçĕ ачи — Сергей, Настя тата Гера ашшĕ-амăшĕн пур ырă енĕсене лайăххăн илсе те юлайман тейĕн. Паян Сергей “Таябинка” Агрофирма” ОООра тăрăшать. Чул хулара тивĕçлĕ пĕлỹ, чун кăмăлне каякан специальность туяннă Настя Мускавра ĕçлесе пурăнать. Шел, Гера 32 çултах чĕре чирĕпе пурнăçран уйрăлнă. Кинемин иккĕмĕш ывăлĕ — Альберт. 1958 çулта çĕр çине килнĕ вăл. Вырăнти шкулта пĕлỹ илнĕ . Ачаран чун кăмăлланă профессиллĕ пулнă, водителе вĕренсе тухнă. 1979 çулта Çĕнĕ Шупашкарти ГЭСстрой управленине водитель пулса ĕçе вырнаçнă. 17 çул автомашина çỹретнĕ. Хăтлă хваттерлĕ пулнă. Кун-çулĕн малаллахи пайне Альберт Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе, Ларисăпа, тату пурăнаççĕ. Еншик ялĕнче панельлĕ, хăтлă пỹрт-çурт çĕклесе лартнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн А. Федоров вăхăтăн пысăк пайне — çу кунĕсене кунта ирттерет. “Питех те илемлĕ вырăнта ларать Еншик Чуллă тăрăхĕ. Уйрăмах çулла кунтан пăрахса каяс килмест. Сывлăшĕ епле таса пирĕн. Вăрманĕ çывăх, кăмпи-çырли, тархасшăн”, — тет Альберт Федоров. Çăва тухсан чăх-чĕп, хур-кăвакал чылай туянаççĕ вĕсем. Кĕр кунĕсем çывхарсан вара сĕтел çинчен аш-пăш татăлмасть. Хăйсем валли кăна мар, кучченеçлĕх те юлать вăл. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтернĕ. Асли — Ирина, хăй ĕçне пуçарса янă, предприниматель. Надя мĕн пĕчĕкрен çын сывлăхне сыхлас ĕçе килĕштернĕ, професси туяннă, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Федоровсем виçĕ мăнукĕпе туллин савăнаççĕ. Фекла кинемин виççĕмĕш ачи — Саша. 1965 çулта çуралнă вăл. Строитель. Стройкăра чылай хушă тар тăкнă. Çемьеллĕ, Ромăпа Машăна кун-çул парнеленĕ. Фекла Федоровна ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе туллин савăнать. “Вĕсемех мана маллла пурăнма хавхалантарса пыраççĕ, килсех çỹреççĕ, манăн сывлăхпа куллен интересленеççĕ”, — тет савăнăçне пытараймасăр ватă. — Тăхăр теçетке урлă каçнисем татах пур пирĕн урамра. Акă, Агафия Арсентьева (91), Владимир Михайлов (93), Елизавета Михайлова (93), Римма Алексеева, Степанида Илларионова (90) ыррăн-сыввăн çỹреççĕ-ха, — тет Ф. Федорова. Кăçалхи çу уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр эпир. Тыл ветеранĕн çав тапхăрти ĕçне хак парса 50 пин тенкĕ парса хавхалантарнă. — Тавтапуç çĕршыв ертỹçисене пирĕн çав тапхăрти ĕçе çакăн пек хак панăшăн, — тет кинеми. — Эпир те Çĕнтерĕве туптассишĕн хамăрăн вăя шеллемерĕмĕр. Ку укçана пирĕн тăрăхри 7 çын илме тивĕç пулчĕ. Ф. Федоровăн чыслă ĕçшĕн панă наградăсем чылай, анчах вăл “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ” медальсене уйрăммăн палăртать. Кинеми паян Ольга хĕрĕ çĕклесе лартнă çуртра ватлăх кунĕсене ирттерет. Хаçат-журнал вулаймасть пулин те, çĕнĕ хыпарсемпе ывăлĕсем Альбертпа Саша паллаштарсах тăраççĕ. Пỹртре Чăваш наци радиовĕ пĕр чарăнмасăр кĕрлет. — Турри панă çул таран пурăнасчĕ, 100 çула çитесчĕ, —терĕ мана ăсатса янă май Фекла Федорова. Апла пулсан, Фекла аппа, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтỹ çитсе пытăр. Т. Борисова.