23 июня 2020 г.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Трак енре ятарлă комиссипе уй-хире тухса ĕç-хĕле хак парасси ырă йăлара. Кăçал та çаплах пулчĕ. Асăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Чи малтанах комисси "Таябинка" Агрофирма" ООО-н уйĕсене çитсе курчĕ. Обществăн тĕп агрономĕ Е. Николаева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кунта çурхи ĕçсене пĕтĕмпе 6149 гектар çинче пурнăçланă, вĕсенчен 5216-шĕ пĕрчĕллĕ культурăсем, 200 ытла гектар çĕр улми лартнă, ыттине техникăлла культурăсем йышăнаççĕ. Малалла пуçлăхсем “Караево”, “ВОЛИТ”, “Красное Сормово” ОООсен, В. Степанов, И. Игнатьев, В. Шумилов, ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен уйĕсене çитсе курчĕç. Уй-хир ĕçĕсене хакланă чухне агрономи науки ыйтнине епле пурнăçланине тĕпе хунă. Хаклавра çавăн пекех çурхи ĕçсен пахалăхне, минераллă удобренисем мĕн чухлĕ хывнине, сухаламан çĕрсем пуррипе çуккине, ытти енсене шута илнĕ. Çуркунне ăшă тата нỹрĕк çителĕклĕ пулнăран мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕсенче, ХФХ-сенче çуртрисем, ытти культурăсем аван шăтнă, лайăх ỹсеççĕ. Çакăнта агротехника правилисене пăхăнни те, кĕрхи çĕртме туса хăварни те, кондициллĕ вăрлăх акса хăварни те, паянхи вăхăт ыйтакан техникăпа усă курни те, вырăнсенчи специалистсен пысăк профессионализмĕ те уйрăм вырăн йышăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов палăртнă тăрăх, кăçал 19981,6 гектар (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 101,3 процент) çинче çурхи ĕçсене пурнăçланă. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15253,6 гектар, çĕр улми — 252, пахча çимĕç культурисем — 62,7, выльăх апачлĕх кукурус — 302, нумай çул ỹсекен курăксем 223 гектар йышăнаççĕ. Халĕ хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать.