19 июня 2020 г.
Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче кун çути курнă вăл. Ачалăхĕ пирки Галина Макарова çапла каласа кăтартать. — Нумай ачаллă çемьере, анчах та çурма тăлăх ỹснĕ эпĕ. Чи кĕçĕнни пулнă, ачалăхра ярăнмалла кăна пек. Шел, аттепе çыхăннă пĕртен пĕр ỹкерчĕк упранать асăмра. Ырă ỹкерчĕк. Хаклă аттеçĕм мана, виçĕ çулти ачине, ăшă кăмака çинчен йăтса антарать... Çывăх çыннăм йывăр чире çĕнтереймен. Çĕмĕрт çеçкене ларсан вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă. Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăха чăтни çитмен аннене... Татах йывăрлăхсене парăнтарма пỹрнĕ шăпа. Юратнă çыннăмăр мĕн пур чун ăшшине, хевтине пире, ачисене, парса ура çине тăратма ăнтăлнă. Малалла талпăнакан ача шăпа çулне нумай чухне вĕрентекен тĕслĕхĕ ырă витĕм кỹрет. Хальхинче те çапла пулса тухнă. Шкул çулĕсене çапла аса илет хĕрарăм: — Пĕрремĕш вĕрентекенĕм — чăвашсен паллă поэт-юрăçин Юрий Петровăн ашшĕ Петр Иванович. Нумай ăсталăха пуçласа вĕрентнĕ вăл пире. Çут çанталăк пуянлăхне курма, илемне туйма хăнăхтарнă. Шкул çумĕнчи вăрман хỹтлĕхне час-часах вăйăсем выляма илсе каятчĕ. Хаваслă юрăсем юрлаттаратчĕ.
Атя Ванюк, урама,
Унта сана кĕтеççĕ.
Миша, Аннапа Раман
Вылямашкăн чĕнеççĕ...
Чăваш чĕлхипе литература анинче Тамара Минеева сăмах йăранне сухалама хăнăхтарнă. Пире ăс парса тарăннăн шухăшлама вĕрентни яланах асра. К. Ивановăн “Нарспи” поэмипе паллаштарнă чухне хăй те ун пекех черчен те илемлĕ, чăваш чунĕллĕ пулни тыткăнлатчĕ. Çунатлă çамрăклăх вара малаллах чĕнет. Шкул çулĕсем те хыçа юлаççĕ. Хĕр тĕп хулари кулинари училищине вĕренме кĕрет. — Кунтан тармастăр-и? — шкулта аван ĕлкĕрсе пынине çирĕплетекен паллăсене курса çапла ыйтрĕç. Мĕнех, пурнăçра пурте кирлĕ пулать. Тăватă çул — вĕренỹпе практика кунĕсем — сисĕнмесĕр иртрĕç. Тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе тулчĕç кунсем. Çемье те чăмăртарăм. Шалти ĕçсен министерствине ĕçе вырнаçрăм. Чи пахи — ĕç чуна вырнаçни: кутемĕн медицина дезинфекторне вĕренсе тухнăччĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть... Мĕн ĕмĕтленни-палăртнине йăлт пурнăçланă хĕрарăм. Чуна вара çаплах темĕн çитмест. Пурнăç тĕшшине тишкерме-тĕпчеме пуçлать хĕрарăм. Ăçтан эпир? Камсем эпир? Пур ыйту хуравне те Кĕнекесен кĕнекинче тупать вăл. Турă сăмахĕ тăрăх пурăнма тытăнать. Сăвă çырма пуçланине те унпах çыхăнтарать. — Хăй ячĕпе пултарулăх ярса пачĕ мана вăл. Юхан шыв пек юхса тухрĕ йăлтах. Сăввăмсем районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра кун çути курчĕç. Вĕсене хĕрỹ чунлă Георгий Ефимов-Тусли хак пачĕ... Пурнăç çулĕ ЧОКЦ çумĕнче тухса тăракан “Вучах” хаçата илсе çитерчĕ. Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши “Турă пани пурах-çке ку хĕрачан” тесе йышăнчĕ... Юрă-сăвă — çунатлă. Галина Макарова пултарулăхĕ аталансах-анлăлансах пынă. Чăваш радио хумĕсем çинчи “Ăраскал”, “Шăнкăрав” кăларăмсенче илтĕнме тытăннă вĕсем. “Çĕнĕ ят” çĕнĕ авторпа паллаштарнă. Республикăри хаçат-журналта Галина Макарова сăввисем çине-çинех пичетленме тытăннă. Юрăçсем те асăрханă вĕсене. Любовь Афанасьева “Чун-чĕре илемĕ — пурнăç илемĕ” юрăпа радио фонетекине пуянлатнă, çак юрра сцена çинчен те шăрантарнă. — Çĕнĕ вăй...Ăçтан килсе кĕчĕ вăл? Çынна пулăшма тăрăшни хăвна та хăват хушать иккен... Хула урамĕсенче пĕр çынна тĕл пултăм. Куçăмран витĕр пăхса пулăшу ыйтрĕ вăл. Хăйĕн ĕçне йĕркеленĕскерне ура хураççĕ-мĕн.
Савнă тусăм, эсĕ — çывăх çыннăм,
Куçран пăхрăн питĕ йывăр чух.
Пурнăç çулĕ тĕвĕленнĕ санăн,
Малалла утмашкăн çулĕ çук.
Кирек мĕнле тĕвĕ те саланĕ
Юрату чунра хуçалансан.
Пурнăç çуталса сана саламлĕ
Çỹлтен ырă пиллĕхĕ ансан...
Хам сисмесĕрех шăрçаланчĕç йĕркесем. Чун хĕлхемĕсем — сăввăмсем — пурнăçри ырă самантсене сăнлаççĕ, калас тенĕ сăмахсем йăлтах — сăвăсенче. Хампа пĕр шухăшлисемпе “Тивлет” ушкăна пĕрлешрĕмĕр. Тĕрлĕ регионти чиркỹсене çитетпĕр. Савăнăçа пĕрле пайласа çак телейшĕн тав туса Турра мухтатпăр. Унăн ырăлăхĕ — ĕмĕрлĕхе. Çак тивĕçе чăваш халăхне Евангелине — Ырă хыпара — чăвашла куçарса панă. Çак Сăмаха пурнăçлама патриарх Иван Яковлев каланă. ...Çур ĕмĕр урлă каçсан чăваш çыравçисен союзне кĕтĕм эпĕ. Тивлетĕм çитрĕ апла пулсан. Пурте — хăй вăхăчĕпе. Рита АРТИ хатĕрленĕ. “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатран.