19 июня 2020 г.
Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, пурнăçăн пысăк пайне Трак çĕрĕ çинче ирттернĕ ентешĕн, кулăшпа сцена ăстин, çыравçăн Геннадий Сергеевич Сергеевăн “Пурнăç кĕнеки” пичетленсе тухрĕ. Унта унăн нумай калавĕ, хаçатра çапăнса тухнă статйисем, кулăш-шỹчĕсем вырăн тупнă. Кĕнекене компьютерпа наборлаканĕ, унăн редакторĕпе корректорĕ Иван Прокопьев-Чураль, калăплаканĕ тата кĕнеке хуплашкин дизайнерĕ Светлана Гурьева. Кам пурнăçра хăй хыççăн ырă йĕр хăварма ĕмĕтленмест? Геннадий Сергеевич Сергеев хăйĕн пурнăç кĕнекине ĕмĕр тăршшĕпе çырнă. Вăл Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Сергей Степанович Степанов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче аманнă, йывăр сурана пула Красноярскри госпитальте вилнĕ. Амăшĕ, Фекла Петровна Степанова, тăван колхозра ырми-канми ĕçленĕ, 2 ывăлĕпе 2 хĕрне ура çине тăратнă. Гена асли пулнă май, шăллĕпе йăмăкĕсене пăхнă, амăшне, аслашшĕпе асламăшне пулăшнă, пĕчĕкренех колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен, Балти флотĕнче службăра тăнă, самолетпа (бомбардировщик) вĕçнĕ. Тỹрĕ кăмăллă, патвар та хастар çамрăка пурнăçри тĕрĕсмарлăхсемпе (вĕсен килĕнчен икĕ хутчен ĕне вăрласа кайнă пулнă) кĕрешес ыйту хытă хумхантарнă. Геннадий 1957 çулта Калининградри милицин вăтам шкулне вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсе тухсан, 29 çул йĕркелĕх хуралĕнче. Хăй специальноçĕпе Мускаври аслă шкултан вĕренсе тухать. Ăна милицин Ярославль облаçĕн Рыбинскри, Хĕрлĕ Чутайри, Çĕрпỹри, Етĕрнери, Йĕпреçри, Вăрмарти органĕсенче ĕçлеме тỹр килет. Кайран вара, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, хамăр (Красноармейски) районти милицин уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ. Мана Геннадий Сергеевичра мĕн килĕшет? Хăйне тытма пĕлни, сăпайлăхĕ, общество пурнăçĕнчи активлăхĕ, пултарулăхĕ, кулăш туйăмĕ пысăк пулни... Унăн лайăх енĕсене татах тăсма пулать. Унăн ларма-тăма пĕлменниех, хăй пĕлни-курнине, туйнине ыттисем патне çитерес тениех, ман шутпа, ăна сцена çине çул уçрĕ, хаçат-журналпа та çыхăнтарчĕ. Паянччен хăйĕн хавас кулăшĕсемпе, спектакльсенчи рольсене уçса панă чухнехи артистла ăсталăхĕпе мĕн чул çынна савăнтарса тĕлĕнтермен пуль? Нумай çул ĕнтĕ вăл районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа тачă çыхăну тытать, унта статьясем, кулăшсем, калавсем çырса тăрать. Вĕсенчен хăш-пĕрисем “Тăван Атăл” журналăн пĕлтĕрхи август уйăхĕнчи номерĕнче те вырăн тупрĕç. Иртнĕ çул вăл ахальтен мар районти Н.Янкас ячĕллĕ премие илме тивĕçлĕ пулчĕ. Г. Сергеева тахçанах, хăй вăхăтĕнче И.Патмар фольклорçах, хăй япалисене пухса уйрăм кĕнеке кăларма сĕннĕ. Анчах ку ал, вăхăт çитменнипе е урăх сăлтавпа пулаймарĕ. Эпĕ вара ку “тĕрĕсмарлăха” пĕтерме пулăшас тĕллевпе кĕнеке редакторĕ пулма килĕшрĕм. Кăларăма çапла ят (“Пурнăç кĕнеки”) пани вырăнлă тесшĕн, мĕншĕн тесен автор кунта чылай чухне хăйĕн пурнăç саманчĕсене, мĕн курни-илтнине тĕплĕн, ăшă кулăпа, ăста та çивĕч, ансат та çăмăл, пурне те ăнланмалла чĕлхепе çырса кăтартать. Хăй право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçленĕ май Г.С.Сергеев пултарулăхне ку тема çывăх. Çакă “Морак”, “Вăрă çакланчĕ”, “Хо Ши Мин хăçан килет?”, “ЧП”, “Хăравçă чĕре” калавсенчен, “Асаплантарса вĕлерчĕç” новеллăран, “Какай çисе тăранчĕ”, “Кам вăрлать?” статьясенчен те аван курăнать. “Морак” калавра акă вăл çамрăксене тĕрĕс воспитани парас ыйтăва çĕкленĕ. Саккунлăха пăхăнма юратман Юра тăватă çуллăха моряк пулса Çурçĕр флотне ăсанать, унта воспитани илсе çĕр-шыва тивĕçлĕ гражданин пулса тăрать. “Вăрă çакланчĕ” калав хваттер çаратма пынă преступнике епле тытнине ĕнентермелле уçса парать. Хайлавсен пысăк пайне “Пулни-иртнинен” рубрикăпа вырăн панă. “Хурăнташ мăшкăлне тỹсрĕм” калавра бюрократ ертỹçĕн ĕç стилĕпе меслечĕсене питленĕ. “Атте шинелĕ”, “Трамбай Ваççа”, “Калининград”, “Сывă-и, Хĕрлĕ Чутай”, “Ăслă çын”, “Вĕри Костя” тата ытти калавсемпе те интересленсе паллашатăн. “Палля пичче курни-илтнинчен” пайра “Махно”, “Кĕвĕçỹ тумхахĕ” калавсемпе, “Кулăшпа пурнăç хаваслăрах” пайра “Кайма пултаратăр, е кама — Турă, кама — шуйттан”, “Суйма та пĕлес пулать”, “Ляксандра” юморескăсемпе паллашма пулать. Кĕнекере пурнăç кулăшĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Г.С. Сергеевăн шăллĕ Борис Сергеевич Степанов хăй вăхăтĕнче кит тытакан караппа тинĕс-океанта ишнĕ, хăйĕн аса илĕвĕсене хăварнă. Кун çинчен кĕнекере “Манăн шăллăм — моряк” пайра çырса кăтартнă. Г.С. Сергеев хăйĕн кĕнекине района йĕркеленĕренпе 85 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул тултарнине халалланă. Ăна кăларса вăл, ман шутпа, чăннипех пысăк ĕç турĕ, хăй районти пултаруллă çыравçăсен ретĕнче тăнине кăтартса пачĕ. 2020 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче 87 çул тултарнă ветерана пурнăçа малалла сыпăнтарма антăлу, ĕмĕт-тĕллеве парăнтарма ăнăçу, ватлăх телейне сунатăп! Турри ăна малашне те тата нумай çул пурăнма сывлăхне патăр.
И. Прокопьев.