АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн мăн асаттесем — Аслă вăрçă паттăрĕсем

19 июня 2020 г.

Кăçал ЧР Красноармейски районĕнчи “Культура аталанăвĕн тата библиотека ĕçĕн центрĕ” культурăн муниципаллă бюджет учрежденийĕ “Пирĕн пурнăç пултăр тăнăç!” ятлă сочиненисен районти конкурсне йĕркелерĕ. Ăна тĕп библиотекăпа Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ пĕрле ирттерчĕç. Сочиненисен конкурсне района туса хунăранпа — 85, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалларĕç. Паянхи номертен тупăшура палăрнисен ĕçĕсемпе паллаштарма тытăнатпăр.

Манăн мăн асаттесем — Аслă вăрçă паттăрĕсем

Раççейре çук пулĕ çемье —

Паттăр асра кашнин килĕнче.

Юрăри сăмахсем.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 75 çул çитрĕ. Тăшманпа паттăррăн тытăçнă е вăрçă хирĕнче пуçне хунă тăванĕсем кашни килте тенĕ пекех пулнă. Манăн çемьери мăн асаттесем те фронтра çапăçнă. Вĕсен ашшĕ вара мĕн ĕмĕрлĕхех унта выртса юлнă. Шел пулин те, мăн асаттесене сăн ỹкерчĕкре кăна курнă. Эпĕ çураличчен маларах çĕре кĕнĕ вĕсем. Вăрçă пуçлансан пĕтĕм халăх тăшманпа çапăçма кар! тăнă. Мăн асаттесен ашшĕне — Евдоким Александрович Волкова — фронта 1942 çулта илнĕ. Вăл 1900 çулта Кайри Трак ялĕнче (халĕ — Васнар) хресчен çемйинче çуралнă. 1943 çулхи пĕр çапăçура пуçне хунă. Ăна Смоленск облаçĕнчи Глубокое ялĕнче пытарнă. Манăн мăн асаттепе — Михаилпа — унăн шăллĕсем — Николай тата Алексей — фронтран таврăннă. Михаил Евдокимович Волков вăрçă тухиччен Мускав гарнизонĕнче хĕсметре тăнă. 1940 çулта вăл киле таврăннă. 1941 çулхи август уйăхĕнче ăна вăрçа илнĕ. Пĕрремĕш çапăçăва Кавказ леш енчи фронтра кĕнĕ. Кавказа Новороссийск хулин цемент завочĕ тĕлĕнче хỹтĕленĕ, тăшман хулана пĕтĕмĕшлех туртса илеймен. М. Волков стрелоксен полкĕнче çапăçнă, унтах пĕрремĕш хут аманнă. Ун чухне Большое ялшăн хĕрỹ тытăçусем пынă. “Пирĕн салтаксем нимĕç çарĕсем тăракан вырăна темиçе хутчен те атакăланă. Юнлă тытăçусем темиçе куна пынă. Миномет снарячĕ Волковпа юнашар çурăлнă. Ку çапăçура кашни ротăрах взвод чухлĕ те çын тăрса юлман. Михаил Евдокимович тытăçу хирĕнчен икĕ салтака илсе тухнă, 12 çухрăма çĕклесе çитернĕ. Унтан урапа тупса порта çитиччен малалла кайнă. Кайран пăрахут çине ларнă, ун çине те нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахнă. Пăрахут Сухуми хулине йĕркеллех çитнĕ”, — мăн асатте каласа панине унăн иккĕмĕш ывăлĕ шкул сочиненинче çапларах çырнă. Çапла майпа мăн асатте вилĕмрен пăрăнса иртме пултарнă. Госпиталь хыççăн вăл II Украина фронтне кĕрекен 46-мĕш армин 37-мĕш гварди танк бригадине лекет. 1944 çулхи авăн уйăхĕнчен пуласа 1945 çулхи кăрлач уйăхĕччен М. Волков лейтенант II Украина фрончĕн йышĕпе пулать. Ку тапхăрта — 1944 çулхи пуш уйăхĕччен пуçласа 1946 çулхи кăрлач уйăхĕччен 46-мĕш армин 37-мĕш танк бригадин йышĕнче контрразведкăн “СМЕРШ” органĕсенче службăра тăрать. “СМЕРШ” — 3 çул ĕçленĕ. Будапешта çывхарнă чухне манăн мăн асатте çапăçнă бригада тăшманăн пысăк ушкăнĕ çине пырса кĕнĕ. Çапăçу вăй илнĕ. Пурнăçне шеллемесĕр пирĕн салтаксем нимĕçсене чарма пултарнă. Венгри çĕршывĕн тĕп хули — Будапешт патĕнчи çапăçусемшĕн "Будапешта илнĕшĕн" медальпе наградăланă. Вăрçăра паттăр, хăюллă çапăçнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I, II степеньлĕ, “Хĕрлĕ çăлтăр” орденĕсене, “Кавказа хỹтĕленишĕн”, “Германие çĕнтернишĕн” медальсене тивĕçнĕ. 1946 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Хусан çар округĕн “СМЕРШ” контрразведка управленийĕнчен запаса тухнă. Николай Евдокимович Волков вара вăрçа Бессараби территорийĕнче кĕтсе илнĕ. Рота старшини танк полкĕнче службăра тăнă. И.Х. Багряман генерал ертсе пынă çарсен йышĕнче Курск пĕккинчи тытăçусене хутшăннă, I Прибалтика тата III Белорусси фрончĕсен йышĕнче Орел хулипе Прибалтикăна ирĕке кăларма хутшăннă. Вăрçă вĕçленес умĕн Николая Челябинскри танк училищине вĕренме янă. “Хĕрлĕ çăлтăр”, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I, II степеньлĕ орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ. Алексей Евдокимович Волкова Хĕрлĕ çара 1944 çулхи октябрьте илнĕ. Хĕсметре вăл Одесса облаçĕнчи Измаил хулинче тăнă. Ăна Дунай флотилийĕн батальонĕсене вĕренме янă. Минерсен курсĕ хыççăн Алексей мина тральщикĕ çинче хĕсметре тăнă. Çамрăк каччă Дунай юхан шывĕн фарватерне тăшман минисенчен тасатма хутшăннă. Австрин тĕп хулине _ Венăна _ çитнĕ вăл. Орденсемпе медальсене илме тивĕç пулнă Алексей. Пирĕн çемье историйĕ — Тăван çĕршыв историйĕн пĕр пĕчĕк пайĕ кăна. Мухтанатăп эпĕ мăн асаттесемпе. Вĕсем пире чуралăха лекесрен сыхласа хăварнă. Халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ аслă ăрури çынсем, анчах вĕсен ячĕпе паттăрлăхне нихăçан та хамăн чун-чĕререн кăлармăп. Кашни çул май уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир çемьепе ялти палăк умне чĕрĕ чечексем хуратпăр, вĕсене аса илетпĕр.

М. Сергеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика