19 июня 2020 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕнхи икĕ-виçĕ çул. Телейлĕ пулнă çав вăхăт халăхшăн. Хĕрỹллĕ ĕçленĕ, илемлĕ каннă. Радио итленĕ, хаçат-журнал вулама, çĕнĕ хыпарсене пĕлме ĕç хыççăн клуба пухăннă. Хаваспа пурăннă ял. Çурхи ĕçсене пĕтерсен пирĕн тăрăхра Трак, юнкун, Алманч пуххисем пулнă. Уявпа юрланă, ташланă, савăннă. Унта та кунта купăс сасси янăранă, шăхличĕ сасси илтĕннĕ. Мăшăрланас шухăшлисем чипер хĕрсене шыраса куç хывнă. Асра çук çĕртенех, ăнсăртран... Тăван çĕршыв чиккинчен инçетре пурăнакансем малтанласа нимĕнех те пĕлмен-ха. Самана лăпкă маррине, лару-тăру йывăрланнине сиссен те влаçрисем пĕр сăмах та кăларман. Чăнлăха пытарнă. Капитализм çĕршывĕсем Совет Союзне юратман, ăна пĕтерме, хĕсĕрлеме шутланă. Гитлер вара вăрă-хурахла, кĕтмен çĕртен килĕшĕве пăсса пирĕн çине тапăннă. Пирĕннисем хирĕç тăма хатĕрленсе çитмен самантпа усă курнă. Чăнах та, вăрçă пуçланнинчен аслă командирсенсен те чылайăшĕ иккĕленнĕ, çапăçăва “провокаци ку” тесе хирĕç кĕме тăхтаса тăнă. Вăйлă хĕçпăшалланнă тăшмана тытса чарма вăй çитмен. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Чи хăрушă вăрçă пуçланнă! Пĕтĕм совет халăхĕ тăшмана тĕп тума ăсаннă. Георгий Петрович Евдокимов 1920 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрнар (халĕ Элĕк) районĕнчи Анаткас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вĕсен пилĕк ача пулнă, 4 ывăлпа пĕр хĕртен чи асли. Юнтапа шкулĕнче 6 çул вĕренсе пĕлỹ илнĕ Георгий. Вĕренме çỹреме çул çырма-çатраллă пулнă. Кĕпер пулман пирки 12 çулхи шкул ачи юханшыв урлă хăвăрт каçмалли каçă тума пултарнă. Çак вăхăтра çулпа иртсе пыракан пĕр инженер ĕçлекен ачана асăрханă. Ĕçе ăнланакан çамрăка вăл аслă шкула вĕренме илсе каясшăн пулнă. Чăнах та Георгийăн шкула çỹрес килнĕ, вĕренес кăмăлĕ пысăк пулнă. Анчах та амăшĕ кил хуçи вырăнне юлнă ачана парса яман. Йывăр килнĕ Георгийăн ачалăхĕпе малашлăх вăхăчĕ. Сиксе-чупса, выляса-кулса мар, тарлă хресчен ĕçĕпе пулнă вăл. Çын пурнăçĕ тараса çинчи пекех вылянать. Евдокимовсен çемйинче çавнашкал тапхăр килсе тухать те. Ашшĕн, Петр Евдокимович Евдокимовăн, кун-çулĕ кĕске пулнă. Пурнăç ыррине питех те курайман вăл. “Шăпа пĕр аллипе вутне парсан, тепринпе шыв курки тытса тăрать”, — тенĕ ĕлĕк халăхра. Пĕррехинче Анаткас ялĕ çывăхĕнчи Коммун пĕви патĕнче фермăсем çуннă. Такам вут тĕртсе çунтарнă-ши е урăх сăлтава пула пушар тухнă. Никам та пĕлмен. 1932 çулта Петр Евдокимова айăпласа 10 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Ним айăпсăр çынна та çапла айăплама пулать-çке? Сакăр çултан, П. Евдокимовăн урисем утми пулсан, ăна ирĕке кăлараççĕ. Çапла вара ачасен юратнă ашшĕ 1940 çулта çамрăклах çĕре кĕрет. Кил хуçисĕр тăлăха юлнă çемье йывăрлăха кĕрсе ỹкет. Ашшĕ вырăнне юлнă аслă ывăлĕн пурнăç хĕсĕкрен ачаллах чылай йывăр ĕçсене кỹлĕнме тивет. Пурнăç тути тутлă пулман унăн. Георгий ылтăн алăллă пулнипе палăрнă. Тимĕрçĕ ĕçне питех те лайăх пĕлнĕ. Ăста столяр, платник, слесарь, кирпĕч хуракан та пулнă. Йывăç-хăмапа, тимĕр-тăмăрпа ĕçлеме алли ларнă унăн. Кĕскен каласан, çĕр тĕрлĕ ĕç тума пĕлнĕ. 1939 çулта Георгий Евдокимовăн салтак ячĕ тухать. Çар çыннин тивĕçне Харьков тăрăхĕнче пурнăçлать вăл. 1941 çулта хăй çуралнă кун умĕн тăван киле таврăннă. Кам шутланă-ха вăл вăхăтри уйрăлу пирки? Тепĕр икĕ уйăхран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Çак сăмаха илтсен чун сỹлетет. Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Георгие фронтра паттăр пулма, киле Çĕнтерỹпе таврăнма ыр сунса ăсатнă пĕтĕм тăван-хурăнташ, ял-йыш. Вăрçă нушине Георгийăн шăллĕ те тỹссе ирттернĕ. Владимир танкист пулнă. Çĕршыва тăшманран хỹтĕлеме йăмăкĕн те салтак çи-пуçне тăхăнма тивнĕ. Степанида Евдокимовна Мускав облаçĕнче зенитчица пулнă. Вĕсем нумай çапăçусене хутшăннă, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Виçĕ пĕртăван киле ырă-сывă таврăнса çемьеллĕ пулнă. Георгий Петрович Евдокимов çапăçусенче 1941 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕш кунĕ таран хутшăннă. 289, 574, 156 артиллери полкĕнче, каярахпа 109 гвардин пушкăпа-артиллери полкĕнче разведчик, наводчик, артиллерист та пулса çапăçнă. 1944-1945 çулсенче, раштав уйăхĕчченех, танксен полкĕнче заряжающи пулнă. САУ (самоходная артиллеристическая установка)-76 (орудийĕпе) çапăçнă. САУ-76 çапăçусенче пирĕннисене пысăк пулăшу кỹнĕ. Нимĕçсем ăна “фаус-патрон”, — тенĕ. Тăшманпа кĕрешесси Харьков тăрăхĕнчи пĕр хулара пуçланнă. Кам штыкпа, кам прикладпа лектернĕ нимĕçсене. Вăл вăхăтра хĕç-пăшал пур салтака та тивĕçмен, çавăнпа алла-аллăн тытăçма та тивнĕ. Çумра пăшал çук пулсан, аманнисенчен е нимĕç салтакăнне туртса илмелле пулнă. Çав вăхăтрах сиксе ỹксе вăрçма хатĕр тăмалла. Çапла вĕрентнĕ аслăраххисем. Çакăн пек çапăçăва çичĕ ютсем юратман, сехĕрленсе ỹкнĕ гитлеровецсем каялла чакнă. Çывăхри хуласемпе ялсем, Донпа Днепр юханшывĕсем çывăхĕнчи тытăçусенче те пулнă. Пĕринче разведчиксен умне çакăн пек задача лартнă : нимĕçсем ăçта, мĕнле вырăнта ларнине, хăш вырăнтине шырамалла. Тăшман кашни хусканăвнех асăрхама пултарнă. Георгий Евдокимов та фашист йăвине палăртнă заданипе кайнă. Вăрман тĕтĕм-сĕрĕмпе хупланнă. Снаряд татти-сыпписĕр тăкăннă. Пуçа çĕклеме те хăрушă пулнă. Çапах сăнамалла. Разведчиксем таçта та çитсе çаврăнса çỹренĕ. Вĕсем вăрмана хупăрланине, кашни çĕр-çĕр аллă метрта танксем, бронетранспортерсем ларнине, артиллери позицийĕ пуррине, пулемет йăвисем нумаййине пĕлсе килнĕ. Çỹллĕ йывăçсем çинче сăнав пункчĕсем те пулнă. Хăш чухне начар хыпарсем илсе килнĕ. Мĕншĕн тесен таçта та нимĕç позицийĕсем тăнă. Пирĕн дивизисен оборона тытса тăма вăй сахал. Ирĕксĕрех чакма тивнĕ. Çав вăхăтрах тăшмана тапăнса, чылай ушкăна пĕтерсе хастаррăн çапăçнă. Паллах, çапăçу çухатусăр пулман. Нумай халăх тăкăннă. Маттур командирсем пуç хунă. 170 çынтан тăракан батальонран вăтăр салтак юлнă. Çав шутра çăмăл аманнисем пулнă. Пирĕн ентеш те контузи илет. Чаçрен тăрса юлас мар тесе, Георгий госпитальте виçĕ кун сипленсен унтан тухса каять. Германи çарĕсем пирĕн çĕр çине шалтан шала кĕрсе пынă. Вăйлă хĕçпăшалланнă фашистсен тĕллевĕ — Сталинграда илесси. Артиллери командующийĕ В.И. Чуйков генерал пĕр утăм та каялла чакмалла марри çинчен çирĕп приказ панă. Сталинград çапăçăвĕ вара чи хăрушши пулнă. Сивĕ окопрах персе тăни, выçă пулни, çывăрмасăр çапăçни, пин-пин мина ванчăкĕ чĕрĕ ỹт шыраса шăхăрни. Йĕри-тавра çын вилли выртнă. Пур енчен те аманнисен йынăшни илтĕннĕ. Апла пулин те пирĕннисем парăнман. Вутлă çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Г.Е. Евдокимова Отечественнăй вăрçăн орденне парса чысланă. 1944 çулта Будапешт хулине нимĕçсенчен тасатни, Днепр юханшывĕ урлă каçма йывăр пулни — асра юлнă самантсем. САУ-76-на тăшман гранатометран персе çунтарса ярать. Г. Евдокимова, тăн çухатнăскере, чăваш салтакне çунакан çĕртен туртса кăларнă. Икĕ паттăр вилĕмрен çăлăннă. Вилĕмрен хăрушăрах тăшман нихăçан та пулман. Ентеше, ураран аманнăскере, эвакогоспитале ăсатнă. Унта сипленнĕ вăхăтра танкист специальноçне илнĕ вăл. Тĕнчери хăрушă вăрçă вĕçленсен Георгий Евдокимов тăван киле сержант званийĕпе таврăнать. Тăван çĕршывăмăра хỹтĕлесе вут-çулăм витĕр тухнă. Паттăрăн кăкăрĕ орден-медальпе тулнă. Вăл — “Германие çĕнтернĕшĕн”, “Сталинграда хỹтĕленĕшĕн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Паттăрлăхшăн” тата ытти медальсен кавалерĕ. Орден-медале, пурте пĕлетпĕр, ахаль памаççĕ. Правительство наградине паттăрсем анчах тивĕçеççĕ. Вăрçă хыççăн мирлĕ ĕçре те хастар пулнă ĕнерхи салтак. 1946 çулта Георгий Евдокимов Карай тăрăхне ĕçлеме килет. Ĕç-хĕле лайăх пĕлекене пуçлăхсем те асăрхаççĕ. Колхоз председателĕ Е. Лукин сăмаха çилпе вĕçтермен. Вăл Георгие хăй килĕштернĕ ĕçпе тивĕçтернĕ. Каярахпа электростанци моторисчĕ пулса тăрăшнă, пилорамăра, водобашньăра та ĕç тупса панă. Пуçаруллă та канăçсăр, пурне те пĕлекенскер кунти икĕ ялта çутă пама тытăннă. Мехпарк территорийĕпе больница çурчĕсем те çуталса ларнă. Çак ĕçре Çырмапуçĕнчи Данил Романовпа Сергей Петровăн тỹпи те пĕчĕк мар. Каярахпа цехсен сушилки те хута кайнă. Анаткас каччи 26 çула çитсен авланма шут тытать. Карай салинче çуралса ỹснĕ Антонина Петровнăпа пĕрлешсе пĕрле пурăнма тĕв тăваççĕ. Хитре, пичĕ-куçĕ кăна мар, сасси-кулли, тыткаларăшĕ, кăмăлĕ те шутсăр лайăх пулнă Антонинăн. Ахальтен-и? Ырă каччă, вăрăм пỹллĕ, илемлĕ, ăс-тăнран çивĕчскер куç хывнă та ĕнтĕ çамрăк хĕрарăма. Пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштернĕ вĕсем. Сăмах май, Антонина Петровнăн хыçа юлнă пурнăçĕ çапла пулнă. Тĕрĕссипе, пурнăç ăна йỹççине тем тĕрлĕ те тутарттарнă. Чăнах иккен, инкек ура айĕнчех сиксе тухать. Кĕске пулнă ашшĕпе-амăшĕн пĕрлехи пурнăçĕ. Юратнă амăшĕ сарăмсăр вилни çемьене пысăк йывăрлăх кăларса тăратнă. Тăватă çулхи Антонина, 2 çулхи Варвара тата икĕ уйăхри Вера çурма тăлăха тăрса юлаççĕ. Мăшăрĕшĕн те çакă пысăк хуйхă пулнă. Çапах та чĕррисен пурăнмалла. Вилнĕ çын хыççăн каяймăн. Аслă хĕрĕ мĕн ачаранах ĕçе кỹлĕннĕ. Ашшĕпе пĕрле Ульяновск хулинчен краççын турттарнă. Пысăк куçлă, хура çивĕтлĕ хĕре ăмсанса пăхакансем пулнах çав. Çакна пĕр куç çеç мар сăнанă. Ĕçчен хĕр патне качча илес шухăшлă Çырмапуç каччи пынă. Çапла вара Антонина 17 çулта качча тухать. Çакна тума нушаллă пурнăç хистенĕ. Тепĕр уйăхран çамрăк упăшкана çара кайма повестка параççĕ. Сыхăн ашшĕ-амăшĕ пур, тенĕ. Анчах пỹрмен пулсан, çутă куна укçа парса илеймĕн. Антонинăн мăшăрне тăван тăрăха таврăнма шăпа пỹрмен. Куççулĕпе пит çуса, кĕпе çаннипе тар шăлса пурăннă çамрăк арăм. Ашшĕпе амăшĕ çукки питĕ йывăр килнĕ ăна. Ашшĕ, Петр Ефремович, тепĕр хут авланнă. Варвара Ешкилте качча тухнă. Пĕчĕк Верăна ача çуртне вырнаçтарнă. Каярахпа ашшĕ кĕçĕн хĕрне хăй патне илсе килес тесе нумайччен шыранă. Анчах та тупайман. Антонина Петровнăпа Георгий Петрович 56 çул пĕр пĕрне юратса, хисеплесе, алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утнă. Çичĕ ачана чун панă. Борис, Лиля (Гальăпа Юля ачаллах çĕре кĕнĕ) Клава, Зина, Юрий. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăлне хăйсем пек пулма хăнăхтарнă. Ачисем тỹрĕ кăмăллă ỹснĕ, çавăнпа суяпа ултавран яланах пăрăннă. Çак мăшăр Карай тăрăхĕнче ырă ят çĕнче илнĕ. Кил хуçи хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, теплица туса лартнă, улма-çырлан пысăк садне çитĕнтернĕ. Садра 20 улмуççирен кая мар пулнă. Чие, хурлăхан, слива йывăççисем те çитĕннĕ унта. Вăл вăхăтра сад, пахча пуррисенчен налук укçи ыйтнă. Çак укçана тỹлессинчен Георгий Петрович пĕртте аякра тăман. Налук вăхăчĕ ĕмĕрĕпех пымĕ-ха, унăн саккунĕсем урăх еннелле улшăнĕç-ха тесе вăл сада пĕтермен. Улми-çырлине Трак пасарĕнче сутнă, хатĕрлев кантурне ăсатнă. Ял халăхне те çителĕклех хăналанă. Суту-илỹ туса тупăшла ĕçсемпе укçа тума пĕлнĕ. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усранă. Çавăнпа вĕсен сĕтелĕ аш-пăшран, сим пылтан, пахча-çимĕçрен татăлман. Атă-пушмак юсама, кĕрепле-кĕреçе тума, çава туптама çынран пулăшу ыйтман. Акмалли, сỹрелемелли, культиваци тумалли хатĕрсене ăсталанă. Нумайăшĕ кирлĕ хатĕрпе черет тăрсах усă курнă. Ăста платник пулнăран кил-çурта тата ытти хуралтăсене тирпейлĕ тытнă. Хаçат-журнал нумай çырăнса илсе çĕнĕ хыпарсене нумай пĕлнĕ. Вăл обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Вăрçăчченех парти ретĕнче тăнă. Фронтовик çулсеренех Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче Карай шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Георгий Петрович çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хастарлăх кăтартни çинчен каласа кăтартма ỹркенмен. Харьков çĕрĕнчен тытăнса Белгород, Днепр юханшывĕ урлă Крым, Будапешт, Сталинград çĕрĕсем урлă утса тухни çинчен каласа кăтартнă. Юратнă ĕçĕсенче тупнă ăраскалĕшĕнех “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ Евдокимов. Мăшăрĕ, Антонина Петровна, Карайри аптекăра заведующи çумĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа мăшăрĕпе смена улăштарса больница котельнăйĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă, “Ĕç ветеранĕ” медале ачисем типтерлĕ упраççĕ. Аслă ывăлĕ, Борис, 1947 çулта çуралнăскер, вăрман хуçалăхĕнче вăй хурать. Лиля хĕрĕ Çĕньял каччипе Алексей (1949 ç.ç.) Корниловпа çемье çавăрнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та, алла усса лармаççĕ. Вĕлле хурчĕсемпе тăрмашаççĕ. Халĕ ачисем пурте тивĕçлĕ канура. Юратнă ашшĕпе амăшĕ тахçанах леш тĕнчере канлĕх тупнă. “Паха вăрлăх лайăх тăпра çине ỹкет” тени Евдокимовсен ачисем çинчен каланăнах туйăнать. Юрий Георгиевич — запасри офицер, майор, 30 çул стратеги пĕлтерĕшлĕ рекета çарĕсенче служба кунĕсене ирттернĕ. Мăшăрĕпе, Татьяна Юрьевнăпа, иккĕшĕ те пенсире. Çитĕннĕ ывăл пур. Зина хĕрĕ 1960 çулта çуралнă. Вăл ял каччипе, Владислав Мефодьевичпа, пĕрлешсе пĕр хĕр пăхса ỹстернĕ. 2 мăнук çитĕнет. Тивĕçлĕ канура пулсан та Зинаида Георгиевна Шупашкарти 49-50-мĕш шкулсенче технологипе черчени учителĕ пулса тăрăшать. Мал ĕмĕтлĕ хĕрачан вĕренес туртăм пысăк пулнă çав. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститутĕнчен художествăпа графика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă Евдокимовсен 5 ача, 9 мăнук, 11 кĕçĕн мăнук. Г. Егорова.