19 июня 2020 г.
Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Уçă тĕлпулу Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пулнă. Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине кĕртнĕ ыйтусем пирки те сỹтсе явнă канашлăва пухăннисем, Экономикăн аслă канашĕ çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче презентацилессине палăртса хăварнă. “Международный центр развития регионов” АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед палăртнă тăрăх, пиллĕк çуллăха йышăнакан программăра АПК енĕпе çыхăннă ĕçсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. “Стратегиллĕ программăна АПК енĕпе 163 проект кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 2020-2025-мĕш çулсем валли 20 млрд тенкĕ ытла укçа тăкаклама пăхса хăварнă. Республикăри мĕнпур муниципалитетсенче программăсене пурнăçа кĕртесси те планра пур. 2025-мĕш çулсем валли 5,5 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Вĕсене валли вăтам ĕç укçине 29 пин тенкĕ тума палăртнă”, — тесе çапларах каланă Игорь Меламед. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту пирки те чарăнса тăнă вăл. Ялсенче ытларах ватăсем пурăнаççĕ, апла пулсан “Ялти çамрăксем” проект хатĕрлесен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ ертỹçĕ сăмаха малалла тăснă май. Канашлăва пухăннисем ял хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессине те анлăн сỹтсе явнă, хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан тавар çаврăнăшне ỹстерсе пырасси пирки чарăнса тăнă. “Ял хуçалăх пайĕнчи ыйтусемпе тимлекен ятарлă ĕçлĕ канаш йĕркелесе ярсан аван. Вĕсем тен проектсене пурнăçа кĕртессине те витĕм кỹрĕç. Таварсене ытларах сутма условисене хатĕрлеме те пулăшма пултарĕç”, — тенĕ вăл. “Паянхи пурнăç таппинче паха çимĕç, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсем яланах халăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Сывă апат сывлăхшăн усăллине пурте лайăх ăнланаççĕ. Рынокра та пахалăх енчен çỹллĕ шайра тăракан таварсене халăх ытларах ыйтни куçкĕретех. Пирĕн хальлĕхе ĕçлемеллисем тата та пур-ха”, — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан. Ку сăмахсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та ырланă. “Чăваш Енĕн темиçе бренд та пулмалла. Вĕсенчен пĕри шăпах та экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕç таварĕсем. Вĕсем пирки çĕршыври мĕнпур çынсен пĕлмелле. Вăл бренда пирĕн пĕрле пуçарса йĕркелесе ямалла”, — тенĕ вăл. Канашлура Чăваш Республикинчи чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсем пирки презентаци иртнĕ.