16 июня 2020 г.
2020 çул юбилейсемпе пуян. Района йĕркеленĕренпе тата “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 85 çул, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитрĕ. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çывхарать. Пикшик ял тăрăхĕнче “Большевик” колхоза йĕркеленĕренпе кăçалхи утă уйăхĕнче 70 çул тултарать. Кĕскен хуçалăхăн историйĕпе паллаштарасшăн. Асаилỹсенче Пикшикре пурăннă Николай Иванов пухса пынă материалсене тĕпе хунă. Тавтапуç ăна. Пĕтĕм çĕршыври пекех, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхра та вак хуçалăхсем пулнă, 12 ялта — 12 хуçалăх. Ĕç кăтартăвĕсем вĕсен пысăках пулман. Çавсене шута илсе 1950 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче Пикшик, Çĕньял, Кивьял тата Кỹлçырма ялсенчи колхозниксем пухăнса “Большевик” ятлă хуçалăх туса хунă. Ертỹçи пулма Николай Анисимова, Пикшик ял çыннине, çирĕплетнĕ. Тепĕр тăхăр çултан “Большевик”, “Спутник” тата “Урожай” хуçалăхсем пĕрле пухăнса пĕрлештернĕ хуçалăх — “Большевик” туса хунă. Пуху ирттерме килнĕ парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕ Александра Мустакова халăха колхозсене пĕрлештернин усси, унăн пĕлтерĕшĕ тата малашлăхĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарнă. Пĕрлештернĕ хуçалăха ертсе пыма Е.Г. Скворцова (тридцатитысячник) çирĕплетнĕ. Агрономсем П.И. Иванов (Çеçмер) тата В.Л. Леонтьев (Шупуç). Зоотехник тивĕçне М.П. Романова (Кивьял) пурнăçланă. Бухгалтерсем — А.Е. Егоров (Шăпăрлăвар), Т.П. Павлов (Пикшик) тата М.А. Антонова (Вăрманкас). Е.Г. Скворцов ертỹçĕ пулса 1962 çулхи март уйăхĕччен ĕçленĕ. Ун вырăнне Аркадий Емельянович Иванова (Ыхракасси) суйланă. Унччен вăл Ямайкассинчи 8 çул вĕренмелли шкул директорĕнче ĕçленĕ. Вăл хуçалăха 1973 çулхи декабрь уйăхĕччен ертсе пынă. Тỹрех каламалла, ку ĕçре чун-чĕререн парăнса, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынă. Çав çулсенче хуçалăх экономики палăрмаллах çĕкленнĕ. Сартăван, Ямайкасси фермисенче витесене тĕпрен çĕнетнĕ. Шупуç ферминче çĕнĕрен вите хута янă. Механизаторсен хĕллехи вăхăтра юсав ĕçĕсене çăмăллатас тĕллевпе мастерской купаласа хута янă. Унта тимĕрçĕ лаççи, сварка агрегачĕ вырнаçтарнă. 1964-1965 çулсенче хуçалăх правленийĕпе клуб çĕнĕ çурта куçнă. Пикшик ялĕнче административлă центр йĕркелес тĕллевпе Çĕньял Шетмĕ ялĕнчен магазинпа ял Совет çуртне куçарнă. Столовăй, ветеринари пункчĕ, медпункт валли çĕнĕрен çурт хута янă. Ямайкасси ялĕнче кирпĕчрен çĕнĕ шкул çуртне хăпартнă (директорĕ — И.Г. Гаврилов), классем валли оборудованисем чылай туяннă. 1962 çулхи февраль уйăхĕнче радио, 1964 çулхи сентябрьте электроçутă çитнĕ, 1969 çулхи декабрь уйăхĕнче колхозниксен килĕсене газ плитисем вырнаçтарнă. Уй-хиртен илекен тупăша ỹстерес тĕллевпе 1964 çул хыççăн калчасене самолетпа имçамлассине йăлана кĕртнĕ. Çĕньялпа Шупуç ялĕсем хушшинче аэродром, удобрени склачĕ хута янă. Йĕтем çинчи ĕçсене çăмăллатас, тыр-пула упрас тĕллевпе Ыхракасси ялĕнче ЗАР-5 агрегат вырнаçтарнă, Шупуç ялĕнчи йĕтем çывăхĕнче тырă упрамалли склад ĕçе кĕртнĕ. Ял ĕçченĕсен канăвне йĕркелеме Ыхракасси ялĕнче клуб, Çĕньялпа Кỹлçырма ялĕсенче клубсене тĕпрен юсанă, Ямайкасси ялĕнче кирпĕчрен магазин хута янă. Асăннă ĕçсене А.Е. Иванов ертỹçĕ пуçарнипе, тỹрремĕнех ертсе пынипе пурнăçланă. 1973-1974 çулсенче хуçалăх тилхепине В.М. Михайлов (Шăпăрлăвар) тытса пынă. 1974 çулхи декабрь уйăхĕнче “Большевик” хуçалăх ертỹçи улшăннă, пуçлăха Ф.С. Семенова (Çеçмер) çирĕплетнĕ, ку ĕçе вăл 1988 çулччен пурнăçласа пынă. Çав çулсенче колхоз правленийĕ хуçалăха специалистсемпе, ертсе пыракан кадрсемпе йĕркелештерес, фермăсене çĕнетсе пырас, уй-хиртен тата выльăх-чĕрлĕхрен илекен тупăша ỹстерес ĕç çине ытларах çаврăнса пăхма пуçланă. Çавăн пекех тĕрлĕрен çурт-йĕр лартассипе, çĕнĕ хăватлă техникăпа пуянлатассипе нумай тимленĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен шутне ỹстернĕ. Ертỹçĕ тимленипе çĕнĕрен ăшă гаражпа юсав мастерскойĕ хута янă, территорине асфальт сарнă. Фермăсем патне пымалли çулсене те асфальт витнĕ. Красноармейскинче вырнаçнă газ уçлакан станцинчен хуçалăх еннелле газ тăрпи хурас енĕпе нумай тимленĕ. Тĕллев лартнă ĕçе вĕçне çитиех пурнăçлама хăнăхнă Ф. Семенов “хуçа”. Сăмахран, 3 хутлă шкул çуртне купаласа пĕтерме укçа çитсе пырайман пирки нумай ачаллă амăшĕсене Мускава илсе кайса укçапа таврăннă. Ỹсĕмсем кĕттермен: Сартăванпа Ямайкасси ферма коллективĕсем районта çеç мар, республика шайĕнче те малти вырăнсене тухма пуçланă. Тĕслĕхрен, Сартăван ферминчи ĕç коллективне, 1981 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе, Раççей Федерацийĕнчи социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи ят панă, РСФСР Ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюзĕн вымпелне тата 800 тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă. Çавăн пекех хуçалăха 1977 çулта ял хуçалăх ĕçĕсенче тунă чи пысăк кăтартусемшĕн куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялав тата Хисеплĕ вымпел парса чыс тунă. Ку хуçалăх çĕнсе илнĕ парнесенчен хакли тата чысли шутланать. Ф. Семенов ертсе пынă вăхăтри ĕçсене пĕтĕмлетсен Пикшиксем районта çеç мар, республика шайĕнче те вăйланса, тĕрекленсе пыракан çирĕп хуçалăхсен шутне кĕрсе юлнă. 1994-1998 çулсенче Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арманкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, 1979 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хуçалăхра тĕп инженерта ĕçленĕ В.А. Богданов колхоза ертсе пычĕ. Владислав Аркадьевич тĕп инженерта вăй хунă вăхăтрах пултарулăхпа, халăха ертсе пырас енĕ-пе палăрчĕ. Тĕслĕхрен, хуçалăхра механизаторсем çитсе пыман пирки канăçсăрланнă, уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме кансĕрленине шута илсе механизаторсен курсне йĕркеленĕ. Вĕрентĕве Чăваш ял хуçалăх институчĕн преподователĕсемпе ученăйсене явăçтарнă. 3 çул хушшинче 30 яхăн механизатора вĕрентсе кăларнă; вĕсем хушшинче — вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем, Совет Çарĕнчен тин таврăннисем, водительсемпе колхозниксем. Удостоверени илнисем хушшинче хĕрсем те пулнă. А. Семенова бухгалтер, Ф. Ильина кассир, Ж. Гаврилова бухгалтер, Л. Богданова секретарь-машинистка тата Н. Шемякина колхозница. Нина Шемякина тракториста вĕренсе пĕтернĕ хыççăн “хурçă утпа” çуракипе кĕр ĕçĕсене хутшăннă. В. Богданов ертсе пынă вăхăтра Ямайкассипе Шупуç еннелле каякан çулсене асфальт сарас ĕçсене вĕçленĕ. Пикшик ялĕнче 200 çын вырнаçмалăх клуб хута янă. Çĕнĕ клуб сцени çинче Н. Карлин композитор ертсе пынă ушкăн ял халăхне пĕрре çеç мар концертсемпе савăнтарнă. Фермăсенче пăруламалли уйрăм, сĕт продукцисене упрас цехсем хута янă. Унсăр пуçне çĕршывăн тĕп хулинчи тумтирсем ĕçлекен компанипе килĕшỹ туса, хуçалăхра галстуксем çĕлессине йĕркеленĕ, 15 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Пĕр çула яхăн хуçалăха А.И. Скворцов ертсе пынă. Вăл хуçалăхшăн вăй çитнĕ таран тăрăшса ĕçленĕ. Çав çулсенче çĕршывра колхозсемпе совхозсем пайланас, фермер хуçалăхĕсем йĕркелес юхăм анлăн сарăлма пуçларĕ. Хуçалăх виççе пайланчĕ, фермерсем вăй илме пуçларĕç. 70 çул хушши тĕрекленсе, вăйланса пынă хуçалăх арканса, пайланса кайни, паллах, “Большевик” колхозра чунне парса ĕçленĕ колхозниксен, механизаторсемпе специалистсен, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен кăмăлне хуçрĕ. Пирĕн вĕсенчен каçару ыйтмалли çеç юлать. Колхоз производствинче ырми-канми ĕçленĕшĕн, ĕçри çитĕнỹсемшĕн партипе çĕршыв правительстви ял хуçалăхĕнче тимлекенсене орденсемпе медальсем парса чысланă. Вĕсен ячĕсене палăртса хăвармасăр май та çук пулĕ. П.С. Степанова (Пикшик), А.Е. Иванов (Ыхракасси), З.П. Петров (Кỹлçырма), М.Ф. Фомин (Пикшик), В.М. Михайлов (Ыхракасси), Н.А. Шумилов (Çеçмер), З.Ф. Иванова (Ыхракасси), Н.М. Михайлова (Уйриçурт), Г.И. Иванов (Пикшик), М.С. Семенова (Пикшик) — Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, В.А. Абрамов (Ыхракасси), Б.В. Соловьев (Çĕньял), А.С. Сергеева (Çĕньял), В. П. Павлова (Кивьял) — “Хисеп Палли”, Е.С. Корнилова (Туканаш), Л.Х. Хрисанов (Вăрманкас) — Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ, Н.П. Михайлова (Шăпăрлăвар) Халăхсен Туслăх орденĕсене тивĕçнĕ. “Большевик” хуçалăхăн иртнĕ тапхăрĕ район, республика историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Л. Соловьев