16 июня 2020 г.
2020 çул пирĕншĕн, паянхи кун йывăрлăхĕсене çĕнтерсе мал ĕмĕтпе пурăнакансемшĕн, паллă çул. Çĕр çул калла, 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, Раççей патшалăхĕн Тĕп Ĕçтăвком Президиумĕпе Халăх Комиссарĕсен Совечĕн йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн Чăваш автономилле облаçне туса хунă, çĕнĕ патшалăх тытăмĕн ертсе пыракан органĕсене йĕркелеме Революцилле Комитет йышне 5 çынран çирĕплетнĕ. Çак йышра пирĕншĕн çывăх çын, 1896 çул Çавалçырма ялĕнче çуралнă Лев Миронович Лукин пурри те, Трак тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Лев Мироновичăн кĕçĕн шăллĕ, Филипп Миронович Лукин, Раççей халăх артисчĕ, Совет çĕршывĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, паллă композитор. Лев Миронович Лукинăн ывăлĕ, Артур Львович, Украина çĕршывĕн халăх архитекторĕ, патшалăх премийĕн лауреачĕ. Куба ертỹçине Фидель Кастрона çĕршывăн тĕп хулине Гаванăна çĕнетме пулăшнă. Лев Миронович Чатукассинчи пуçламăш, Ишекри икĕ класлă земство шкулĕсенчен вĕренсе тухнă, патша çарне илсессĕн пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать, Хусанта çар училищинче вĕренсе çар офицерĕ, прапорщик званине илет. Октябрьти революци вăхăтĕнче Хусан хулинче революци комитечĕн членĕ пулса тăрать, граждан вăрçин Хĕвелтухăç фрончĕн 5-мĕш çарĕнче чăвашсен хаçатне редакцилет. И. Максимов-Кошкинский, Хусанта чăвашсен театрне йĕркеленĕ çын, асаилĕвĕсем тăрăх Лев Миронович спектакльсенчи рольсене çав тери ăста вылянине эпир паянхи кун лайăх пĕлетпĕр. Даниил Эльменпе пĕрле Хусан кĕпĕрне Совечĕн, Раççей Халăх комиссарĕсен Совечĕн национальноçсен чăваш халăхĕпе ĕçлекен комитечĕсенче пĕрле ĕçленĕ. Даниил Эльмень, Лев Лукин, Василий Алексеев, Иван Крынецкий, Яков Соснин Чăваш автономилле облаçĕн революци комитечĕн членĕсем пулса Чăваш патшалăх тытăмĕн органĕсене йĕркелес ĕçе ертсе пыраççĕ, 1920 çулхи ноябрĕн 7—11-мĕш кунĕсенче Чăваш автономилле облаçĕнчи Советсен 1-мĕш съездне ирттереççĕ. Лев Миронович облаçри Советăн ĕçтăвком членĕ, Раççейри коммунистсен партийĕн Чăваш автономилле облаçĕнчи комитечĕн ответлă секретарĕ пулма тивĕçет, çак ĕçсенче хăйĕн пуçарулăхĕпе палăрать. 1921—1922 çулсенче Красноярск крайĕнчи Минусинск, Енисейск облаçĕсенче парти ĕçĕпе тимлет.1922—1928 çулсенче Чăваш Республикинче комсомол, профсоюз организацийĕсене ертсе пырать, 1928—1933 çулсенче Мускавра Пĕтĕм Союзри профсоюзсен комитетĕнче ĕçлет, аспирантурăра вĕренет. Аслă Аттелĕх вăрçинче Сталинграда хỹтĕлеме хутшăнать, эвакогоспиталь начальникĕн тыл енĕпе ĕçлекен çумĕ пулать. Аслă Аттелĕх вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орден кавалерĕ. Вăрçă хыççăн Украинăра совхозсене ертсе пырас ĕçпе палăрать. 1951 çулта Киевра вилет, ăна унтах пытарнă. Чăваш патшалăхĕн 100 çулхи юбилейне палăртса, эпĕ республикăна паянхи кун ертсе пыракансем Чăваш автономиллĕ облаçĕн пĕрремĕш ертỹçисене ырăпа чыс тăвасса шанатăп, ĕненетĕп. Эпĕ конкурса тăратнă “Чăваш автономилле облаçăн пĕрремĕш ертỹçисем” проекта хальхи Чăваш Республикин ертỹçи Олег Алексеевич Николаев та тĕрек тăвасса шанатăп. Тăван Красноармейски районне йĕркелени те 85 çул тултарчĕ, çак вăрăм çула утса тухнă вăхăтпа та эпир мăнаçланатпăр. Патша саманинче пирĕн тăрăх Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне, Çĕрпỹ уезчĕсенче шутланнă, Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче те çак йĕрке сыхланнă-ха. 1927 çулхине Чăваш Республикине 17 район çине пайланă, 1934 çул вĕçне ертсе пыракан органсене халăх патне çывхартас тĕллевпе пысăк районсене пĕчĕклетес тесе йышăннă Мускав хулинчи ертỹçĕсем. 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп Ĕçтăвком Президиумĕ çĕнĕрен 7 район туса хурасси çинчен йышăну çирĕплетнĕ, ăна Мускав хулинче январĕн 25-мĕшĕнче вăя кĕртнĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документсенче пирĕн тăван тăрăх “Трак районĕ” ятпа çырăнать, унăн центрĕ пулма Малти Трак ялне палăртнă. Çĕнĕ района Çĕрпỹ, Вăрнар, Элĕк районĕсенчи 26 ял Совечĕсенчи 108 ялта пурнакан 33158 çынна пĕрлештернĕ. Февралĕн 8-мĕшĕнче районти коммунистсен пĕрремĕш пухăвĕнче парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Ефрем Яковлевича Майрина суйланй, вăл Патăрьел районĕнче çуралнăскер пулнă. Февралĕн 15-мĕшĕнче районти комсомол организациĕн пĕрремĕш конференцийĕнче районти комсомол комитетне çирĕплетнĕ, унăн пĕрремĕш секретарьне Иван Захарович Захарова суйланă, Алманч сали. Районти Советсен съезчĕ мартăн 1-мĕшĕнче иртнĕ, унта райĕçтăвком пайĕсене туса хунă, райĕçтăвком председательне Павел Илларионович Липатова суйланă, вăл Тутар Республикинче çуралса ỹснĕскер, Шупашкарта ĕçленĕ. Малти Трак ялĕ,13 гектар çинче вырнаçнăскер, район центрĕ пулса тăнă хыççăн палăрмаллах улшăнать. Райĕçтăвком Упи вулăс кантурĕ пулнă çурта йышăнать, унăн пайĕсене уйрăм çынсен çурчĕсене, киввисенчен пухса вырнаçтарса тухаççĕ. Район центрĕнче 599 çын пурăннă, вăл шутра 339 колхозник,158 уйрăм хресчен — единоличник, 102 рабочипе служащи. Районти ертсе пыракан учрежденисенче 37 çын ĕçленĕ, вĕсен пурăнмалли çуртсен лаптăкĕ 480 тăваткал метрпа танлашнă. Тракри пуçламăш шкулта 4 учитель 182 ачана вĕрентнĕ. Районĕпе 29 пуçламăш, 12 тулли мар вăтам, Именкассинче 1926 çулта уçнă вăтам шкул ĕçленĕ. Вĕсенче 163 вĕрентекен 5136 ачана вĕрентнĕ. Район центрĕнче пĕр библиотека, унта 4017 кĕнеке пулнă, ялсенче 12 вулав çурчĕ ĕçленĕ. Малтанхи çулсенче Малти Тракра фельдшер пункчĕ кăна пулнă пулсан, районти больница ĕçе тытăнать, 1937 çулта вăтам шкул уçăлать, социализмла культура çуртне хăпартаççĕ, хальхи почта çыхăнăвĕн çурчĕ вырăнĕнче. 1939 çул пуçламăшĕнче радиоузел ĕçлеме пуçăнать, унăн передачисене 110 репродуктортан итлеме май пулнă. Ялсенче 65 радиоприемник пулнă. 1935 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчен район хаçачĕ “Колхозник” ятпа тухма пуçланă, унăн ячĕ 1938 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче “Коммунизм çулĕпе” ятпа улшăнать. Район центрĕнче килти 2 телефон ĕçленĕ. Районăн, унта пурăнакансен тĕп пуянлăхĕ çĕр пулнă. Районти 47419 гектар çĕртен 34650 гектар сухаламалли çĕрсем, 3092 гектар утă çулмалли, 2204,22 гектар çинче кĕтỹ кĕтмелли вырăнсем пулнă, 2464,04 гектар çинче вăрман çитĕннĕ, 510 гектар шыв айĕнче пулнă. Районта 6109 лаша, 10606 сысна, 11607 ĕне-выльăх, 4999 сăвакан ĕне, 40519 сурăх, 2817 качака усранă. Вăл шутран колхозсенче 4550 лаша, 2836 сысна, 614 ĕне выльăх, 88 сăвакан ĕне, 742 сурăх шутланнă. Район 1935 çулхи çуракинче 12573 гектар çинче çурхи культурăсене акса плана 107 процент тултарнă. 1935 çулта район гектартан 12,45 центнер тĕш-тырă пухса кĕртнĕ, ыраш тухăçĕ 14,7 центнерпа танлашнă. Çĕнĕ районта машинăпа трактор станцийĕ, МТС йĕркелени те питĕ вырăнлă пулнă, унăн пĕрремĕш директорĕ Андрей Башмаков пулнă. Именкасси ялĕнче МТС валли трактористсем хатĕрлеме курс уçнă, унтан пĕрремĕш хут 78-ăн вĕренсе тухнă, алла кирлĕ документ илнĕ. Район центрĕнчи лавккасенче 1935 çулта 168,4 пин тенкĕлĕх тавар,103 пин тенкĕлĕх çăкăр сутнă, пĕртен пĕр столовăйĕнче 30 пин тенкĕлĕх апат çитернĕ. 1935 çул Чăваш Республикин Халăх Комиссарĕсен Совечĕ пĕчĕк юханшывсем çинче 3 электростанци тăвасси çинчен йышăну кăларать, унпа килĕшỹллĕн Именкасси ялĕнче, Мăн Çавал çинче, гидроэлектростанци тăвасси вăя кĕрет. Чиркỹллĕ Именкасси ял Совечĕн пуш уйăхĕн 26-мĕш кунĕнчи протоколĕ çине çапла çырса хуни пур — ГЭС тунă çĕре 15 çын уйăрас (8-шĕ лашапа). Çак документ тăрăх эпир пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пуçăннине çирĕплететпĕр. Именкассинче 8 колхоза электричество токĕ паракан гидростанцие 1940 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче ĕçе янă. Кайри Трак, хальхи Васнар ялĕнче, 1936 çулхинех Григорий Новоселов пуçарăвĕпе, Чулхула крайĕçтăвком председателĕн А. Ждановăн çумĕ Лука Спасов пулăшăвĕпе арман пĕви çине генератор вырнаçтарса ял çыннисене электричество çутипе савăнтараççĕ. Трак тăрăхĕнче çуталнă пĕрремĕш электричество ламписем пулнă вĕт вĕсем. Канашпа Шупашкар хушшинчи чукун çула тăвас ĕçе те район ĕçченĕсем хастар хутшăннă, стройкăри куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялава пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ. Чукун çул тăрăх пăравуссем 1940 çулхи январĕн 2-мĕш кунĕнчен пĕр сиктермесĕр çỹре пуçланă. 1938 çулхине Хĕрлĕ Çар Япони самурайĕсене Хасан кỹлли патĕнче, 1939 çул Халхин Гол юханшывĕ çинче каллех аркатнă. Хĕвеланăç Украинăпа Белоруссие те пулăшнă, 1939 çулхи ноябрь — 1940 çулхи март уйăхĕсенче шурă финсене хирĕç паттăрлăхпа палăрнă. Хĕрлĕ Çар çĕнтерĕвĕсемпе хавхаланса район ĕçченĕсем Трак районне Хĕрлĕ Çар ячĕпе Красноармейски ят парас ĕçе пуçарнă. 1940 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ, августăн 16-мĕшĕнче вара РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ тивĕçлĕ Указсем çирĕплетнĕ. Пирĕн аслă ентешсен ырă пуçарăвне ырласа, мал ĕмĕтпе пурăнса, тăван район ятне ĕçри çитĕнỹсемпе палăртса пырасчĕ. Тăван район Хĕрлĕ Çар ячĕпе, Красноармейски районĕ ятпа çырăннăшăн пирĕн пăшăрханма сăлтав çук.
В. Серафимов.