09 июня 2020 г.
Республикăри ача-пăча лагерĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăйсен алăкĕсене уçмалла. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев палăртнă тăрăх, ĕç-пуç пĕтĕмпех коронавирус лару-тăрăвĕпе çыхăннă, апла пулин те лагерьсене ĕçе паян хатĕрлемелле. Тĕп задача — Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене тĕплĕн шута илмелле. Вĕсем хушшинче — лагерьсенче ачасен хисепĕ çурринчен ытла мар пулмалла, массăллă мероприятисен йышне чакармалла тата ыт. те. Сăмахран, "Солнышко" сывату лагерь паянах ачасене йышăнма хатĕр темелле. Анчах Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене тĕпе хурсан, учреждени валли тата пĕр миллион ытла тенкĕ кирлĕ. Унăн ертỹçисем пулăшу ыйтса ЧР Правительствине ыйтупа тухнă. “Лару-тăрăва хам тишкерсе тăратăп”, — тенĕ О. Николаев. Аса илтеретпĕр, Роспотребнадзор тата РФ Вĕрентỹ министерстви ачасен кану кампанине “регионти санитарипе эпидемиологинчи лару-тăру аван пулсан” утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçлама сĕннĕ. Çавна май Чăваш Енри ачасен канăвне йĕркелекен 15 организаци палăртнă вăхăтра хăйсен ĕçне пуçламалла.