09 июня 2020 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче эпир Раççей кунне паллă тăватпăр. Çавна май Мускав, Екатеринбург, Санкт-Петербург, Северодвинск, Архангельск, Кострома хулисемпе Чăваш Ен, Пушкăртстан, Краснодар крайĕ Интернетри “Вконтакте” сайтра пĕрлештерсе тăракан “Кедровая тропа” ушкăн тăван çĕршыва парне кỹме шутларĕ. Çĕршывăмăрăн çуралнă кунĕнче кашниех кедр тĕмне лартма е вăррине акма пултарать. Çапла эпир пĕр-пĕринпе кăна мар, хамăрăн тăван кĕтеспе те, çуралса ỹснĕ çĕршывăмăрпа та, çут çанталăкпа та çывăхланăпăр, вĕсене тата ытларах юратма, хисеплеме тытăнăпăр. Эпир те, "Трак ен - кедр тăрăхĕ" проект ертỹçисем, КЕДР Раççей символĕ пулса тăрасса шанатпăр. Раççейĕн çуралнă кунĕнче кедрсем лартасси _ çĕнĕ йăла. Вăл кун Красноармейскинче те акцие хутшăнма пулать. Кедр тĕммисене лартма е вăррисене акма тĕв тытнă çемьесене, çак акцие хутшăнма кăмăл тунă çынсене июнĕн 12-мĕшĕнче райцентрти пасар умĕнче 9-10 сехет хушшинче кĕтетпĕр. Кашниех кедр йывăççисемпе мăйăрĕсене кил картишĕнче, çуртсем çумĕнче е подъезд умĕнче лартса хăварма пултарать. Т. Филиппова.