05 июня 2020 г.

Шыв пурнăçра апат-çимĕçе ирĕлтерсе, шĕвек туса организмри пур клеткăсене тăрантарма пулăшать, сиплет те, сывлаттарать те. Кун çинчен пурте пĕлетпĕр, анчах сисместпĕр — шыв пурнăç, вăй-хал çăл куçĕ. Турă панă пире пурнăç, тетпĕр. Çаплах пулĕ, хирĕçỹ çук. Пирĕн ăшра мĕн пулса иртнине пĕлсе тăрас пулсан тĕлĕнсех каймалла: шывсăр ним те пулса иртмест. Вăл тунă энерги клеткăн шалти ĕçне валли юлать тата хăвăрт, тăхтамасăр пулма пултаракан ăнсăртранхи самантра пулăшма сапаса та куçать. Паллах, шывсăр юлнă клеткăсенче пурнăç чарăнса ларма хатĕр. Ватăласси те çакăнтан пуçланать (хăшĕсем сумккăрах шыв илсе çỹреççĕ). Клеткăн вăр-варлăхĕ, хусканăвĕ çухалать. Ферментсем пăчланаççĕ, ĕçĕ-пуçĕ чарăнать. Кĕлеткере пур ĕç те пурнăçа тытса тăрассишĕн пулса иртет. Шыв сахаллансан хăш органа ытларах, вăхăтра çитермеллине пĕлет-сисет иккен. Кашни орган та сигнал парать. “Боль — это сигнал, тревога”, теççĕ вĕт. Тăтăшах пулса иртет пулсан çакă, чир-чĕр пуçланать. Мĕн туятпăр-ха эпир организмра шыв сахал чух: çав тери ывăнни; депресси, шухăш-кăмăл пусăрăнни; сăлтавĕ çукранах тарăхулăх ỹсни; ыйхă çĕтни; сỹрĕклĕх. Мĕн тетĕр, организмра шыв сахал юлнипех тĕрлĕ шлаксем пуçтарăнма пуçлаççĕ, шыçă, тăртану (отек) кăна мар иккен. Тăварсем, вĕсем пĕтсе ларма памаççĕ шыва, тытса тăраççĕ, эпир черетлĕ хут ĕçессе кĕтсе. Шыва сыхласа хăварас тесе организм тепĕр ĕç те тăвать-мĕн. Шыва клеткăсенчен кăларать (шывсăр ĕçлеймеççĕ). Чир вăй илме тытăнать. Аллерги чирĕ те шыв çитмен чухне пуçланать иккен. Гистамин нумай тухнипе унпа кĕрешекен лейкоцитсем вилеççĕ. Сыхă тăмалли иммун тытăмĕ вăйсăрланать. Ỹтри клеткăсем те шыв çитменнипе хĕн кураççĕ-мĕн. Уçă сывлăшра ал-урасем типсе куштăркама пăхаççĕ. Ỹт-тир тарлать, шыв шайĕ клеткăсенче чакать, пĕрĕннĕ тир хулăмланса пырать (вилнĕ клеткăсемпе витĕнет). Уйрăмах питри ỹт нуша курать шыв çуккипе. Çил те, хĕвел те типĕтеççĕ ăна. Пĕтĕмпех капиллярсенче шыв шайĕ çитменрен килет ку. Апла пулсан, шывсăр юлас марччĕ, шыва çителĕклĕ таран ĕçесчĕ. Ỹт-тире час-часах, май килнĕ таран йĕпетсе тăрасчĕ. Хамăрăн организма хамăрăнах пулăшасчĕ. Мĕнле шĕвек ĕçмелле, мĕн усăллăрах пулĕ организма? Татьянăпа Виталий Тихоплавсем-ăсчахсем акă мĕн сĕнеççĕ: шывпа шĕвек уйрăм пĕл-терĕшлĕ, кĕлеткене шыв кирлĕ. Ăна нимĕн те çитеймест. Пур пек минерала та, белокпа крахмала та ирĕлтерсе пур клеткăсене çитерет вăл. Кофе, сăра, чей тата ыт. те хăйсен ĕçне çеç тăваççĕ, шывăнне мар. Вĕсенче шыв пур пулсан та унта шыва хăвалакан компонентсем пур, тĕслĕхрен, кофеин. Напиток та хăйĕн шайĕнчен те ытларах шыва кăларать, илсе тухса каять. Шыв организма кирлине шăкăн тĕсĕ те кăтартать. Сахал юлнă чух вăл тĕксĕмленет. Кунсерен 2,5 л шыв кирлĕ организма тата 1Ỹ2 чей кашăкĕ тăвар. Анчах хăратпăр çав шыв нумай ĕçесрен _ пỹресене çăмăл пулмĕ тетпĕр. Кĕскен, ытларах ĕçме тăрăшăр шыва, ĕçес килмесен ĕçĕр. Организма хур куриччен ăна ĕçлеттерĕр. Шыв çитмесен энерги хушăнса пымасть кăна мар, вăл пурри те, çухалса пырать. Саппасра энерги пултăр тесе организм çу пухать. Шыв ячейкăсенчен тăрать. Кашни — пĕчĕк компьютер. Этемре, чĕрчунсенче те, ытларах шыв. Апла пулсан, эпир программăсен тытăмĕ. “Тĕнче тĕнĕ вĕрентнипе этем Çĕр çине йывăрлăхсене тỹсме, чăтма килнĕ, — тенĕ Лев Толстой çыравçă, — эпĕ ватă пулин те, урăхла шутлатăп, — пурнăçпа киленме килнĕ эпир, кашни кунпа савăнма, хĕвел тухнипе аннине курма”. В. Рудникова.