05 июня 2020 г.
Çимĕк çывхрать. Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче пулать. Çимĕкре пурте тенĕ пекех масар çине васкаççĕ, пирĕнтен уйрăлса кайнă тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене асăнаççĕ. Йăх-несĕле асра тытасси — пирĕн, чĕррисен, сăваплă тивĕçĕ. Çав хушăра, паллах, вĕсен вил тăприсене те хамăрăнах пăхса-тасатса тăмалла. Кăçал, коронавирус инфекцийĕ тĕнчипех сарăлнă тапхăрта, мĕнле палăртăпăр ăна, вилнисене епле асăнăпăр? Темиçе сăмах Çимĕк пирки. Çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ. Çу Çимĕкрен вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. “Çимĕк иртсен пахча çимĕçе вăй кĕрет”, “Çимĕкре татнă курăк сиплĕ”, “Çимĕк каçхине ташласан çулталăкĕпех чирлеместĕн”, тенĕ ваттисем. Уявăн авалхи палли — Çулçă. Хапха, алăк хушшине пилеш турачĕ хĕстернĕ — çакă усал-тĕселтен упрассине ĕненнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче хурăнпа çăкана та тиркеместчĕç. Çимĕк кун ирхине арçынсем вăрмана кайса турат касса килнĕ. Анчах çак йăла пăрахăçа тухса пырать. "Куçне уçнă-уçманах Чăваш ларать мунчинче", — çырнă К. Иванов хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче. Мунчана çичĕ тĕслĕ курăкпа тутлăлантарнă. Çĕнĕ хурăн милĕкĕ пĕçернĕ мунчапа асра юлнă пирĕнте Çимĕк. Кăçал коронавирус инфекцийĕ “пусахлать" пулсан та чылай çĕрте ял çыннисем масарсене тирпей-илем кĕртнĕ. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Çимĕкре масар çине, чиркĕве кайма тăхтамалла. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçи халăха çак хушăва пурнăçлама чĕнсе каланă. “Сыхланакана Турă та упрать”, — теççĕ. Чăваш енре коронавируспа чирлекенсен шучĕ чакмасть-ха, çавăнпа та пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла. Пĕр-пĕринпе ытлашши хутшăнма, курнăçма тăрăшмалла мар, лавккана, аптекăна маска тăхăнса каймалла. “Йăлтах хамăр алăра. Ку эрнере тухăçлă ĕçлесен лару-тăру лайăх енне улшăнма пултарĕ. Çитес эрнере хăш-пĕр чарăнăва пăрахăçлама та пултарăпăр”, — çирĕплетнĕ О. Николаев.