05 июня 2020 г.
Пĕр хĕрарăм хуçалăх таварĕсен лавккинче сирпĕтмелли дихлофос ыйтать. Купăста çинчи ана пыйтисене пĕтерме кирлĕ иккен. Хам ăшра шутлатăп: ытла та хаяр эмелпе усă курать-çке ял çынни. Пĕр енчен меллĕ ĕнтĕ — кнопкине пус та пĕрĕхтер кăна. “Дуст” ятлă эмеле ыйтакан та пур. Ку хаяр порошока халĕ Раççейре туса кăлармаççĕ. Ăна пирĕн пата Китай парса тăрать. Эпĕ хам çамрăк çулçăсем çинчи пĕчĕк чĕрчунсемпе уксус шывĕпе кĕрешетĕп. 1 литр шыва 1 апат кашăкĕ чухлĕ 9 процентлă уксус яратăп та эмел пулчĕ те. Эмелĕ çулçăсем çине лайăхрах çыпçăнтăр тесе 1 апат кашăкĕ чухлĕ супăнь шĕвекне (жидкое мыло) хушма манмалла мар. Эрнере пĕр хут сирпĕтсе илме ỹркенмелле мар çеç. ...Хăш-пĕр çыршывсенче экологи енчен таса апат-çимĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Францин тĕп хулинче, Парижра, пулнă чух пысăк лавккари сентрере шултрах мар çĕр улмине асăрхарăм. Сентререн çỹлерех “иккĕмĕш çăкăра” çитĕнтернĕ фермерăн сăн ỹкерчĕкĕ пур, вăл мĕнле ĕçленине, адресне çырнă. Фермер сентрипе юнашар шултра та тап-таса çĕр улми вырнаçнă. Камăннин вара — паллă мар. Тавар туянакансенчен ытларахăшĕ фермер продукцине туянма кăмăллаççĕ. Каярахпа пĕлтĕм: фермер çĕр участокне гербицидпа, удобренисемпе еплерех усă курнине тĕрĕслесе тăраççĕ имĕш. Çулталăкне икĕ хутчен тĕрĕслесе сертификат параççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Çурçĕр Америкăра экологи енчен таса меслетпе пиншер фермер ĕçлет иккен. ...Сăмах май, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи анекдот аса килчĕ. Ун чухне сывлăх çирĕплетмелли аэробик, фитнес йăлисем пуçланнăччĕ. Чỹрече янаххи çинче шăна урипе çỹлелле тапкаланса выртать. Чупса иртекен таракан кунтан ыйтать: — Мĕн, эсĕ, шăна, тапкаланатăн, фитнес-им? — Çук, дихлофос. В. Усли.