05 июня 2020 г.

Иван Анисимович Патмара пирĕн халăх фольклорист пулнипе аван пĕлет. Унăн сумлă ячĕ историре Яманак тĕпчевçи, Трак ен патриочĕ тата республика ăсчахĕ пулнипе çыхăннă. Мĕн пытармалли пур, чăвашра чăн-чăн фольклорист çуккине кура-ши, унăн пур енлĕ пултарулăхне чылай тĕпчевçĕсем тăрă шыв çине кăларма шикленсе тăнă. Çапла вара çур ĕмĕр халăх сăмахлăхне пухакан çыннăн, паллах, пархатарлă çыннăн шăпи творчество лаççинчен аякра пăрăнса тăнă. Иван Патмарăн пурнăçра пĕр тĕллев пулнă, халăх пуянлăхне, халăх ăсталăхне пухса ятарласах пĕр кĕнеке те пулин çутта кăларасси тата вулакан патне çитересси... Ĕнтешĕм 1915 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче икçĕр ытла киллĕ Мăн Шетмĕ юханшывĕ хĕрринчи Яманакра кун çути курнă. Еххим Онеçĕпе Крахьян, ашшĕпе амăшĕ, ăна юратса, паллах, Ванькă тенĕ. — Атте хĕлĕпех катка-пичке, валашка ăсталанă, анне чăпта çапатчĕ, çип арланă, — тесе çырнă фольклорист хăйĕн асаилĕвĕсенче. — Онеçĕмпе Крахьян ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Ванькă вунă çулта Яманакри пĕрремĕш сыплăклă шкула çỹреме пуçлать. Ун хыççăн Кĕçĕн Шетмĕри 6 çул вĕренмелли (каярахпа колхоз çамрăкĕсен шкулĕ) шкулта пĕлỹ пухать. Шкулта ăна “Пирĕн утăм” сцена хаçачĕн редакторĕ пулма шанаççĕ. Сăмах май, Иван Патмар ачалăх çулĕсенчех сăвăсем çырнă, калавсем, очерксем калăпланă. Пултарулăх çимĕçĕ Ванькăна, Иван Патмара ĕнтĕ, ашшĕнчен куçнă курăнать. Сар кайăкăн савăнасси, Сар кайăкăн савăнасси, Улăх ути, ай, çуличчен Улăх ути пуçтариччен... Тăвансем патĕнче савăнасси, Тăвансем патĕнче савăнасси, Сак айĕнчи сăри пĕтиччен, Сак айĕнчи сăри, ай, пĕтиччен.. Архив докуменчĕсем тăрăх, Иван Патмар 14 çулта чухне сăвăсем çырнă. Тата тăван халăхăн фольклор материалĕсемпе кăсăкланнă. Иван Патмар Шупашкарти счетоводсен курсĕнче вĕренет, ун хыççăн Чатукассинче ялпо счетовочĕ пулса ĕçлет. 1935 çулта кĕркунне педагогика институтне вĕренме кĕмелли курса каять. Унта ăнăçлă вĕренет. Кунта 20 çулхи каччă Шупашкар районĕнчи Николай Шупуçынни çыравçăпа курнăçать. Н. В. Шупуçынни ун чухне гуманитари ăслăлăхĕсен Чăваш патшалăх институчĕн директорĕн “тилхепине” тытнă. Халăх ăслăлăхне — юмахсем çырса илес ĕç-хĕле кỹлĕнет çамрăк. Шупашкарта пурăннă чухне хăйĕн куккăшĕ — Марк Аттай поэтпа, Михаил Сироткинпа, Çемен Элкерпе, Михаил Юрьев-Няманьпе, Илле Тукташпа çывăх паллашать. Вĕсемпе курнăçни, тĕл пулни тăрăшуллă çамрăка литература лаççине йыхравлаççĕ те. Псевдонимĕсем те хайлавĕсем хыççăнах çутта тухаççĕ: “Ивнис”, “Лантăш”, каярахпа Патмар... 1937 çулта вăл çырса илнĕ юмахсем Мускавра “Чувашские сказки” кĕнекере пичетленнĕ. Тепĕр çултан вара чăвашла “Ача-пăча юмахĕсем” çапăнса тухнă. 1941 çул пуçламăшĕнче И. Патмар пухнă сăвă-юрăсенчен чылайăшĕ “Чăваш фольклорĕ” кĕнекере тата 8-мĕш класра вĕренмелли чăваш литературин хрестоматийĕнче пичетленеççĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Иван Патмар хăй ирĕкĕпе фронта каять. Вăрçă хирĕнче салтаксемпе командирсенчен фашистсене питлекен такмаксем, хĕрỹллĕ очерксем çыра-çыра илет. Тĕслĕхрен, Мускаври халăх пултарулăх çуртне ярса панă материалсем 163 страницăра 2503 йĕрке юрă-сăвă вырăн тупнă. И. Патмар 1945 çулхи октябрь уйăхĕнче çартан таврăнать. Виçĕ хут аманнă. Ăна 1943 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче 280 стрелковăй дивизи приказĕпе “Хăюлăхшăн” медале, 1944 çулта тата 1945 çулхи майăн 5-мĕшĕнче “Хĕрлĕ çăлтăр” орденсемпе наградăланă. Иван Патмарăн пурнăç биграфийĕнчен кĕскен: 1946-1951 çулхинче республикăри “Чăваш коммуни” хаçатăн корреспонденчĕ тата ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн (ЧННИ) сотрудникĕ те. 1951-1953 ç.ç. райĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ. 1953-1963 ç. ç. — ДОСААФ райкомĕн председателĕ. 1965-1970 ç.ç. — райĕçтăвкомăн гражданла оборона штабĕн начальникĕ. Иван Патмар архивĕнче ун çинчен Петĕр Хусанкай, Юхма Мишши, Валентин Урташ, Юрий Петров, Юрий Сементер, Сергей Юшков, Анатолий Иванов, Вера Васильева, Иван Прокопьев (Чураль) тата ыттисем те мухтаса, ырласа çырнисем чылай. Тỹрех каламалла, Иван Патмарăн сăвăç-фольклористăн ăслăлăх ĕçне унăн ывăлĕ Эдуард Патмар малалла тăсни, çанă тавăрса ĕçлени çав тери мухтавлă та иксĕлми. И. Патмар ячĕпе унăн ĕçĕнче ывăлĕ вуншар-вуншар кĕнеке кун çути кăтартрĕ ĕнтĕ. 1993 ç. — “Пурнăç илемĕ”, 1993 ç. — “Халăх мерченĕсем”, 1994 ç. — “Тупмалли юмахсем” тата ыттисем те вулакансене чуна çывăх. Эдисон Иванович чун-чĕре ăшшине хаклакан ашшĕн ылтăн çỹпçине пухса “Патмар мучи юмахĕсем” кăларăмсем те вулакансемшĕн çывăх. Маншăн та, çыравçăшăн, фольклор ĕçĕ-хĕлне парăннă çыннăн, И. Патмар фольклористăн, çыравçăн, шыравçăн ачалăхпа ватлăхри пултарулăхĕ иксĕлми. Ĕмĕрĕпех халăх ăслăлăхне пухнă ентешĕмĕр халăх сăмахлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă, ăна халăх патне çитерме тăрăшнă. Яманак хастарĕ халăх асĕнче пурăнать. Э. Патмар тунă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ, ашшĕн çур ĕмĕр хушшинчи творчествăри пултарулăхĕпе тата пурнăçĕпе çыхăннă “Алтăр çăлтăр çулĕ” (“Иван Патмар-фольклорист çыравçă, поэт” (Шупашкар, 2003 ç.) кĕнекере питĕ уçăмлă вырăн тупнă. Трак ен çыравçисем хакланă тăрăх, ывăлĕ ашшĕн ăслăлăх архивĕпе тимлĕхпе, пуçарулăхпа усă курни, паллах, хальхи тата çитĕнекен ăрушăн та паллă, манăçсăр фольклористăн, çыравçăн, ялкорăн тĕпчевçĕн эткерне сыхласа, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн халăх умне кăларни çав тери пĕлтерĕшлĕ тата вилĕмсĕр те тесшĕн эпĕ. Шел, ентешĕмĕр, ĕçтешĕмĕр 1983 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. ХЫÇСĂМАХ. Мĕне пĕлтерет-ха Патмар?.. Н. Ашмарин словарĕпе килĕшỹллĕн, Патвар тенине çирĕплетет вăл. Апла пулсан, Пат! мар... Патварах Яманакра çуралса ỹснĕ, çунат сарнă Чăваш енти Иван Патмар Раççейре те патвар поэтăмăр. Г. Тусли.