АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ

05 июня 2020 г.

Оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ

 Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейскинче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе кĕрешессипе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев хушнипе Красноармейски районне коронавирус чирĕпе кĕрешессипе ĕçлекен оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ килсе çитнĕ. Чăваш Енри сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.В. Кизилов, “Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници” БУн тĕп врачĕ И.Н. Абызов республикăри лару-тăрупа паллаштарнă, çĕнĕ коронавирус чирне сарас мар тесе, çавăн пекех ăна асăрхаттарас енĕпе мĕнле ĕçсем туса пыни пирки каласа панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- организаципе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ В.Ю. Иванов муниципалитет территорийĕнчи лару-тăру пирки, коронавирус инфекцине малалла сарăлма парас марри çинчен калакан информацие, çывхарса килекен православи уявĕсенче (Çимĕкре) çынсен массăллă пухăнма юраманни пирки канашлăва пынисем патне çитернĕ. Роспотребнадзор Управленийĕн Çĕрпỹ районĕнчи территори уйрăмĕн тĕп специалисчĕ С.Л. Трофимова та Красноармейски районĕнчи лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Пандеми вăхăтĕнче Красноармейски районне РФ ытти регионĕсенчен пурĕ 596 çын таврăннă, çĕртме уйăхĕн 2-мĕш тĕлне 14 кунхи карантинра 36 çын ларать. Медицина тĕпчевĕ витĕр 429 Трак çынни тухнă. Паянхи куна районта коронавируспа чирленĕ 14 çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 8-шĕ сывалнă, 6-шне сăнаса тăраççĕ. Оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ çемйипе чирленĕ тĕслĕхсем пурри пирки те пĕлтернĕ. Кашни кунах Красноармейски районĕнче мобильлĕ ĕç ушкăнĕсем рейдсем ирттереççĕ, самоизоляци йĕркине мĕнле пăхăннине, халăх обществăлла вырăнсенче хỹтĕлев маскисене тăхăннине, лавккасен, парикмахерскисен ĕçĕсене тĕрĕслеççĕ. Канашлура “Красноармейски район больници” филиалĕн заведующийĕ М.В. Григорьева, Красноармейски районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ А.В. Шуряков, прокурорăн аслă помощникĕ А.Л. Левый, ЧР “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен район станцийĕ” БУн начальникĕ Э.Г. Сорокин тухса калаçнă. Лару хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2020 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă 92№-лĕ Указне епле пурнăçланине А. Кизилов тата оперативлă штабăн членĕсем район центрĕнчи “Людмила”, “Шмотка”, “Пятерочка” магазинсене, пасара, “Почта России” почта уйрăмне тĕрĕсленĕ. Т. Филиппова.

                                   *                                           *                                *

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тĕллевпе районта йĕркеленĕ оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан С. Григорьев йĕркелесе пынă. Лару ĕçне БСМПăн “Красноармейски район больници” филиал заведующийĕ М. Григорьева, Роспотребнадзор Управленийĕн Çĕрпỹ районĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Т. Гермонова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă, М. Григорьевăпа Т. Гермонова паянхи лару-тăрупа паллаштарнă. Вĕсем Çимĕк уявĕ çывхарнă май паянхи лару-тăрура чиркỹсене, масарсем çине массăллăн кайма тăхтама ыйтнă.

                                          *                                    *                                   *

Хăвăр сывлăха сыхлас тĕллевпе нумай пухăннă вырăнсенчен пăрăнса çỹреме тăрăшăр. Çак йывăр тапхăрта апат-çимĕç е тата ытти тавара сирĕн заявкăпа Красноармейски райпо киле çитерсе парать. Ку ыйтупа 8 (937) 380-22-40 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика