05 июня 2020 г.
Вера Дмитриевна Формина хăйĕн виçĕ тĕпренчĕкĕпе 1941—1945 çç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче эвакуаци мелĕпе Красноармейски тăрăхне килнĕ. Мускав хулинче пурăннăскершĕн, “хресчен ĕçне ăнлансах кайман тата туса курман çыншăн — ялти ĕç çав тери йывăр, асаплă” (“Ял пурнăçĕ”, 1984 çулхи июнĕн 28-мĕшĕ, 78(5193)№) пулнă пулин те, В. Формина Трак районĕнчи Киров ячĕпе хисепленекен колхозра ытти халăхпа пĕрле тан ĕçленĕ. 1943—1944 çулсенче Шупуç ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче тăрăшнă. Вера Дмитриевна 1984 çулта, 40 çул иртсен, пурăннă вырăнсене çитсе килнĕ, пĕрле ĕçленĕ çынсемпе курнăçнă. Акă мĕнлерех аса илсе çырать çак пулăм пирки вăл вăхăтра “Ял пурнăçĕ” хаçатра ĕçленĕ корреспондент В. Егоров: “Аса илмелли, пуплемелли сахал мар пулчĕ кашнин. Вĕсен тĕл пулăвне курсан, чун хурланчĕ, савăнчĕ те. Еплерех туслă пулнă, юратнă иккен пĕр-пĕрне вăл çынсем. Пур çĕрте те Вера Дмитриевнана хисеплеççĕ, хапăл туса, хăйсен çывăхран та çывăх тăванĕ вырăнне хурса йышăнаççĕ. Çакна вăл хăй çынсемпе сисĕмлĕ пулнипе, вĕсен чун ыратăвне тĕрĕс ăнланнипе çĕнсе илнĕ”.