05 июня 2020 г.
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 25, 26, 28, 29, 30, 31, 32, 34-мĕш номерсенче).
Чăваш патшалăх истори архивĕнче упраннă 1810-мĕш фондри документсене кĕскен тишкерсе тухнă хыççăн пĕтĕмлетỹ кирлех тесе шутлатăп. Район центрĕнчи шкулта иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче çар чаçĕ тăнине илтнĕ кăна мар, ун пирки тĕпчев ĕçĕсем çырассине те йĕркеленĕ Трак вăтам шкулĕнче вĕрентекенсем. 2017 çулхине кĕçĕн классенче вĕрентекен Антонина Михайловна Леонтьева учительница ертсе пынипе 4-мĕш “а” класра вĕренекен Арсений Аркадьев (халĕ вăл Хусанта Суворов училищинче вĕренет) “Загадка солдатского котелка” тĕпчев ĕçĕ çырнă, Арсений интернетри “Память народа” сайтпа усă курнă, Шупашкарти гуманитари институчĕ 2016 çулта кăларнă “Под грифом “Секретно”, “Неизвестные и малоизвестные страницы истории Чувашии времен Великой Отечественной войны. Сборник документов” кĕнекене тишкернĕ. “Советская Чувашия” хаçатăн электронлă пуххинче Евгений Шумилов пухнă “В бой идут запасные полки” статьине усă курнă. Çамрăк тĕпчевçĕпе унăн вĕрентекенĕ района запасри 1-мĕш вĕрентỹ полкĕ, пулеметчиксен батальонĕ çитсе вырнаçнине шыраса тупнă. 1939 çулхи çу кунĕсенче 14-мĕш запасри стрелоксен бригади Мускавран кăнтăр енчи Тула, Рязань хулисем хушшинче тăнă. Бригадăна 1, 58, 95, 359-мĕш стрелоксен полкĕсене, 7-мĕш запасри артиллери полкне,47-мĕш çыхăну, 39-мĕш саперсен батальонĕсене кĕртнĕ. 14-мĕш запасри стрелоксен бригадин командирĕ Иосиф Никитович Макаров полковник пулнă. 14-мĕш бригадăн 1-мĕш запасри стрелоксен полкĕ, 7-мĕш запасри артиллери полкĕ Тула хули çумĕнчи Тиснецк лагерĕнче тăнă, 95-мĕш полкĕ Рязань хулипе Тула облаçĕнчи Ефремов хулинче тăнă. 14-мĕш запасри стрелоксен бригадинче фронтсем валли çапăçăва кĕме хатĕр çар ушкăнĕсене, марш ротисене вĕрентсе хатĕрленĕ. 1941 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче 14-мĕш бригадăна Шупашкара куçарас приказ тухнă хыççăн полксемпе батальонсем октябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикине çул тытаççĕ. Республикăн Халăх Комиссарĕсен Совечĕ, коммунистсен парти обкомĕн бюровĕ йышăнăвĕпе Шупашкарта, Вăрмарта, Куславкара стрелоксен запасри 95-мĕш полкĕ вырнаçать. Канашра 357-мĕш, 42-мĕш запасри стрелоксен полкĕсем вырнаçаççĕ. Вăрнарта 359-мĕш запасри стрелоксен полкĕпе 7-мĕш запасри артиллери полкĕ вырнаçать. Çĕрпỹ хулипе Красноармейски салинчи вăтам шкул çуртне 1-мĕш запасри стрелоксен полкĕ вырнаçать. 14-мĕш запасри стрелоксен бригадинчи офицерсен Алфавитлă кĕнекинче 2988 çын шутланса тăнă. 1943 çулхи февраль уйăхĕнче 14-мĕш запасри стрелоксен бригадине Шупашкар ятне параççĕ, 1944-мĕш çулхи майăн 6—10-мĕш кунĕсенче бригадăн мĕн пур полкĕсене ялавсемпе тивĕçтереççĕ. Фронт линийĕ хĕвеланăçнелле куçса пынă май 1944 çулхи апрель — май уйăхĕсенче 14-мĕш запасри стрелоксен бригадин полкĕсем Калинин хулипе облаçне куçаççĕ. Красноармейски районĕнче 2 çул çурă вырнаçнă 1-мĕш запасри стрелоксен полкĕ Ржев хулине çитсе вырнаçать. 1944 çулхи майăн 30-мĕшĕнче 14-мĕш бригада дивизи пулса тăрать (14-ая Чебоксарская запасная стрелковая дивизия). Аслă Аттелĕх вăрçи çĕнтерỹпе вĕçленнĕ хыççăн 1946 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче 14-мĕш Шупашкар запасри стрелоксен дивизийĕпе полкĕсене салатса янă. Район хаçатне вулакансене 1-мĕш запасри стрелоксен полк командирĕпе те паллаштарас килет — 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче полк командирĕн тивĕçне Карл Иванович Озол майор йышăнать. Вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçин, 4 çул граждан вăрçин çапăçăвĕсене хутшăннă. 14-мĕш Шупашкар бригадин командирĕ Иосиф Макаров полковник Карл Иванович Озол майор пирки 1942 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче çапла çырнă “Добился полноценной подготовки маршевого пополнения фронту. За 1942 год в полку подготовлено и отправлено на фронт 142 единицы маршевого пополнения с общим количеством 36973 чел., из них гвардейцев — 1020 чел., пулеметчиков — 7245, истребителей танков — 804, специалистов — 846, курсантов — 150... В полку созданы образцовые учебные поля и подготовлена материальная база учебных пособий в подразделениях. Упорно работает над наращиванием учебной базы и улучшению боевой подготовки бойцов и командного состава. Его сын Юрий Озол, ушедший добровольцем на фронт, погибнет в застенках гитлеровских карателей, не выдав своих боевых товарищей. Командир 1 запасного стрелкового полка Карл Иванович Озол добровольно, после многочисленных рапортов, добился отправки на фронт. К.И.Озол стал командиром 323 стрелкового полка 308-ой Латышской стрелковой дивизии. 2 августа 1944 года, освобождая родную Латвию, он погиб в бою у деревни Турик”. Район хаçачĕн апрель пуçламăшĕнче тухнă номерĕнче 1-мĕш запасри вĕрентỹ полк офицерĕсен пĕрлехи сăн ỹкерчĕкне вырнаçтарса вулакансене паллаштарнăччĕ. 14-мĕш запасри бригада (дивизи) çинчен Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă, халĕ Мари Эл Республикинче пурăнакан Дмитрий Яковлевич Шипунов 2016 çулта пичетрен тухнă “Командиры Республики Чувашия” 2 томлă кĕнекинче çырнă. Хулара е пĕр-пĕр ялта яланхи çар ушкăнĕ вырнаçнă пулсан, вăл вырăна çар гарнизонĕ тесе палăртнă. Районти çар комиссариачĕн 1810-мĕш фончĕн докуменчĕсенче Красноармейски ялĕн çар гарнизонĕ тесе уççăнах палăртнă, 1-мĕш запасри полкăн командирĕ гарнизон начальникĕ шутланнă, гарнизонти йĕркене тытса пынă. Района ертсе пыракан органсем те полк командирĕпе тачă çыхăну тытнă. Арсений Аркадьев хăйĕн тĕпчев ĕçĕнче Именкасси тăрăхĕнче полк валли 50,40 гектар çĕр уйăрнине, полк салтакĕсене çăкăрпа тивĕçтерессине райпо правленине хушнине палăртать çамрăк тĕпчевçĕ. 1-мĕш запасри вĕренỹ полкне республикăран кăна мар, ытти облаçсемпе регионсенчен те салтаксене пуçтарни паллă. Эпĕ вара çакна та палăртма тивĕç — Хĕрлĕ Çара тивĕçлĕ ентешсем 14-мĕш бригадăн полкĕсене тỹрремĕнех кайнă. 1942 çулхи июнь уйăхĕн 10-мĕш кунĕнче 1923 çулта çуралнисем хушшинчи Кайри Карăкран Андреев Валерьян Андреевич, Алманчран Алексеев Степан Алексеевич, Çирĕклĕрен Алексеев Василий Васильевич, Кушкăран Андреев Игнатий Андреевич, Итмартан Анатольев Николай Анатольевич 1-мĕш запасри полка лекни паллă. Ун умĕн, апрелĕн 4-мĕшĕнче, 1-мĕш полкăн Çĕрпỹ хулинчи батальонне алфавитăн “А” сас паллипе çырăннă 14 ентеш çитнĕ. Майăн 8-мĕшĕнче вара Вăрнарта вырнаçнă 359-мĕш запасри стрелоксен полкне 10 ентеше ăсатнă. Çĕрпỹ хулинчи районсем хушшинчи çар комиссариатĕнче 1941—1945 çулсенче Аслă Аттелĕх вăрçине Красноармейски районĕнчен Хĕрлĕ Çара илнисен алфавитлă списокĕ упранать, тĕпчевçĕсен ун тăрăх тăванĕсем пирки справкăсем илме май пур. Аслă Аттелĕх вăрçă çулĕсенче фронтран та кая мар, тылра тăрăшса ĕçлесе ентешсем çĕнтерĕве çывхартнă. Районти коммунистсен парти организацине, мĕн пур ĕçсене Никандр Григорьевич Григорьев ертсе пынă. Çураки, вырма ĕçĕсенче тăван район республика шайĕнче малта пынă. Статья пуçламăшĕнче МТС директорне Лукина Шупашкарта техника юсавсăр пирки ассăрхатарнине асăнтăм, вăрçă çулĕсенче МТС тракторисчĕсем республикипех чапа тухнă. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Никандр Григорьевич Григорьева Ленин тата Аслă Аттелĕх вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе чыс тунă. Ертỹçĕн ĕçне çакăн евĕр хаклани районти мĕн пур ĕç çыннисене патшалăх шайĕнче хисеп туни пултăр. Çулсем иртсе пырĕç, анчах та ентешсем фронтпа тылра хастар пулнине манас марччĕ.
В. Серафимов,
Чăваш наци ăс-хакăлпа ỹнер академийĕн членĕ.