05 июня 2020 г.
Çапла каланăччĕ Шупашкар — Чăваш Ен митрополичĕ Варнава владыка пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче “Шупашкар-Арена” пăр керменте Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен марафонĕ старт илнĕ кун. Ун чухне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăн чи сумлă çыннисене, çав шутра Варнавăна та, “Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул” медальпе чысланăччĕ. Шăпах çавăн чухне владыка чăваш халăхĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕччĕ. “Эпĕ Чăваш Енре 43 çул пурăнатăп. Вăхăт-вăхăт çуралса ỹснĕ тăван хутлăха — Рязань облаçне — каялла чĕнни те пулнă. Анчах Чăваш Ене, чăваш халăхне юратнăран çак тăрăхран уйрăлас килмерĕ, хам та чăваш пекех пулса тăтăм. Чăвашсем ĕçчен, ырă кăмăллă, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тем тума та хатĕр”, — тенĕччĕ вăл. “Хыпар” хаçат унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырса тăнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче владыка “Хыпара” пысăк интервью панăччĕ. Пилĕк çул каялла пирĕн Издательство çуртне ятарласа килнĕччĕ. Ĕненỹ, тĕн ыйтăвĕсемпе вулаканпа çывăх пулассишĕн çуннă вăл. “Чăн тĕн çути” кăларăмра (2015 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕ) Тихон Шевкунов архимандритăн “Несвятые святые” кĕнекери Иоанн Крестьянкин çинчен çырнă “Отец Иоанн” сыпăкне куçарса пичетленĕ. Унта Варнава владыкăпа çыхăннă йĕркесем те пур. “...Ман пата Чăваш митрополичĕ Варнава пырса тăчĕ. Çак ватă, пурте сума сăвакан архипастыре эпĕ Патриарх кĕлĕ ирттернĕ чухне темиçе те курнă, анчах хăйĕнпе пĕрре те калаçман. Кунта вара митрополит хăй ман пата пычĕ те — пиллерĕ. Тата çапла хушса хучĕ: “Турă çăлтăр сана, Тихон атте, Печора мăнастырĕ çинчен ỹкернĕ фильмшăн. Вăл мана питĕ килĕшрĕ. Эпĕ Иоанн аттене аллă çул пĕлнĕ вĕт, ун патне Печорăна та çỹренĕ...” Текех çĕр çинче мар, çỹлти патшалăхра çỹрĕ пирĕн владыка. Хурлăхлă хыпар çитрĕ: çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче 90 çула кайса Шупашкар — Чăваш митрополичĕ Варнава пурнăçран уйрăлнă. Вилĕм сăлтавĕ — ỹпке шыççи. Митрополита Мускава самолетпа илсе кайнă, анчах вăл реамобильте сывлама чарăннă. Каласа хăвармалла: Варнава (Владимир Кедров) 1931 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Рязань облаçĕнчи Рязань районĕнчи Высокое салинче кун çути курнă. Вăл вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех тĕн ратнипе çыхăннă йăхран пулнă. Олег Николаев Варнава митрополит вилнĕ пирки хурланнине пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Варнава митрополит Вырăс православи чиркĕвĕн сумне çирĕплетес енĕпе пысăк витĕм кỹнĕ, халăхăн, Раççей обществин кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне çĕклеме пулăшнă, республикăри чиркỹсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас енĕпе питĕ нумай ĕçленĕ. “Чăваш Ен çыннисем Варнава митрополита общество пурнăçне тимлĕ хутшăннăшăн, ывăнма пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн ырăпа асра тытса тăрĕç. Вăл пурнăçран уйрăлни — пирĕншĕн пысăк çухату. Шансах тăратăп: унăн ячĕ республика кун-çулĕнче асра юлĕ тата кунта пурăнакансен чĕринче упранĕ”, — тенĕ Олег Алексеевич.
Н. Смирнова.
(“Хыпар” хаçатран).