02 июня 2020 г.
“Хамăр çĕр хуйхăра та савăк”, — тенĕ ваттисем. Хамăра тăрантаракан çĕре хисепрен кăларма кам хăйтăр темелле. Шел те, пур çав кунашкал тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра. Пулăхлăха упраса хăварасси — ĕнер-паян сиксе тухнă ыйту мар. Республикăра çĕре вырăн-вырăнпа юрăхсăрлатнине çултан-çул тупса палăртаççĕ Россельхознадзорăн специалисчĕсем. Пай пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова каланă тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Енри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 9021 гектар çĕр тĕлĕшпе 472 тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсем ирттернĕ май 1458 гектар çинче йĕркене пăсни палăрнă (пĕтĕмпе — 99 тĕслĕх): Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Çĕрпỹ, Канаш, Шупашкар, Вăрмар районĕсенче. Çỹп-çап куписенчен, тислĕк таврашĕнчен сахал мар шар курать çĕр. Нумай чухне вара чылай тапхăр ашкăрса ларнă çум курăк çĕре япăхлатса пырать. Киревсĕр тĕслĕхсем пирки çынсем хăйсем те çырса пĕлтереççĕ. Кỹршĕре типсе кайнă çум курăкран пушар тухас хăрушлăх та пуррине кашниех ăнланать-ха та. Тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ май пулăхлă тăпрана сиен кỹнин шайне палăртма çĕре ятарласа тĕпчеттереççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр Çĕрпỹ, Элĕк, Вăрнар, Улатăр, Шупашкар, Муркаш, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Комсомольски, Куславкка районĕсенчи çĕрсенчен илнĕ 398 пробăна Россельхознадзорăн Самарăри тата Чулхулари референт центрĕсенче тĕпченĕ. Çав шутран 46-шĕ Муркаш, Патăрьел, Çĕрпỹ районĕсенче çĕре сиен кỹнине çирĕплетеççĕ. 131 гектар çинче нитрат, йывăр металсен тăварĕсен тата бенз(а)пирен шайĕ нормăран пысăкрах пулнă. Агрохими тĕпчевĕсем пирки калас пулсан та лайăхах мар пулăм пирки каламасăр май килмест: 71 проба пулăхлăх чакнине çирĕплетеççĕ. 631 гектар çĕр пирки кунта сăмахăм. Тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсен витĕмĕ пуррине те калас килет. Асăрхаттарусем хыççăн 192 гектар çинчи йĕркесĕрлĕхе пĕтернĕ, 565 гектара вара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Шупашкар, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш, Çĕрпỹ, Йĕпреç, Вăрмар районĕсен çыннисем пушă выртнă çĕрĕсемпе тĕллевлĕн усă курма тытăннă. Çĕр лаптăкĕсен пахалăхне тĕпчес ĕç кăçал та малалла тăсăлĕ.
Н. Васильева,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.