АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхĕн хисепĕ уншăн яланах упранĕ

29 мая 2020 г.

Ял халăхĕн хисепĕ уншăн яланах упранĕ

 (Е.В. Иванова пурнăçран уйрăлнăранпа 40 кун çитнĕ тĕле) Пшонкă ялĕнчи Ивановсен туслă çемйи Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче кăна мар, районĕпех хисепре. Шофер правине çамрăклах илнĕ Пимен Иванович Кĕçĕн Шетмĕ ял Советне икĕ хут ертсе пынă, "Нива" совхозăн пĕрремĕш директорĕн лавне те туртма тивĕç пулнă. Ефросиния Васильевна вара культура тытăмĕнче ĕçлесе, ял халăхĕн канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырса, пысăк хисепе тивĕçнĕ. Ефросиния Васильевна ра-йон тантăшĕ тесе каласан та тĕрĕсех пулĕ. Пирĕн тăван района 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Ефросиния вара çут тĕнчене 1936 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче килнĕ. Унăн пурнăç утти район аталанăвĕпе пĕр пулнă. Ашшĕ — Кăмакал ялĕнчи Василий Иванович Касьянов 1908 çулта çуралнă, амăшĕ Анна Максимова 1904 çулта çĕр çине килнĕ. Пурăнмалли çурта 1938 çулта çĕкленĕ, 1939 çулта вара Серафима çуралнă. Ăна эпир район архивĕнче тăрăшса ĕçленипе астăватпăр. 1940 çулхи август уйăхĕнче çамрăксен çемйинче виççĕмĕш хĕр — Вера çуралать. Василийпе Анна Касьяновсем хăйсен хĕрĕсемшĕн тăрăшса колхозра ĕçленĕ. Анчах та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапранни вĕсен телейне, ĕмĕтне пĕтĕмпех татнă. 1942 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Василий Ивановича нимĕç фашисчĕсемпе çапăçакан Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Эпир фронтовик тăванĕсене каласа панинчен çакна пĕлетпĕр — Василий Иванович Ржев-Вязем хулисем хушшинчи 1942 çулхи хаяр çапăçусене хутшăннă, аманнă, унăн сылтăм ури йывăр сусăрланнă. Вăрçă инваличĕ 1942 çулхи çурла уйăхĕнче çар госпиталĕнчен киле таврăнать. Ржев хули çывăхĕнчи çапăçусенче Хĕрлĕ Çар 1942 çулхи январь-март уйăхĕсенче кăна 272320 вилнисене, 504569 аманнисене çухатать. Аманнисен шутĕнче вара Василий Иванович Касьянов та пулнă. Салтак-инвалид пурнăçра сахал мар нуша курнă ĕнтĕ, анчах вăл ĕçсĕр ларма пултарайман — хуçалăхра урапа-çуна, ут хатĕрĕсем юсанă, чăпта çапнă, пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн утарне тытса тăнă. Район архивĕнче упранакан хуçалăх кĕнекинче вăл вырăнти ревизи комиссийĕн ертỹçинче тăрăшни паллă. Çемьере 1942 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Альбина, 1945 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Гурий çуралать. Василий Иванович мăшăрĕ Анна Максимова 1949 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче вилет. Çапла вара 5 ача хушшинче асли Ефросиния йăмăксемпе шăллĕшĕн амăшĕ вырăнне юлать. 1957 çулта Василий Иванович Касьянов та пурнăçран уйрăлать. Çемьери пĕтĕм ĕç-пуç Ефросиния çине тиенет. Район хаçачĕн 2016 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче тухнă номерĕнче Георгий Тусли журналист Ивановсен çемйи çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. 1951 çулта Кĕçĕн Шетмĕри 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Ефросиния пĕлĕве Красноармейскинчи вăтам шкулта малалла тăсать. 1955 çулта вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кăмакалти вулавăш çуртне вăхăтлăха ĕçе вырнаçать, ăна Кĕçĕн Шетмĕне куçарнă хыççăн 1955-1956 çулсенче “Волга” колхозра счетоводра тăрăшать. Куншăн Ефросиния Васильевна яланах колхоз председательне Иван Николаева (Ванюшкасси), аслă бухгалтера Мария Ивановăна (Очкасси) тав тăватчĕ. 1956 — 1972 çулсенче, 16 çул хушши, Пшонкăри вулавăш çуртĕнче тимленĕ. 1972 çулта вулавăш (изба — читальня ) библиотека статусне илет, Ефросиния Васильевна çапла вара библиотекарь пулса тăрать. 1975 çулта клубсемпе вулавăшсене централизациленĕ тапхăрта Пшонкăри культура вучахĕ клуб пулса тăрать, Кĕçĕн Шетмĕри тĕп культура çурчĕн филиалĕн статусне тивĕçет. Пшонкăри клуб заведующийĕнче Ефросиния Васильевна 1975-1994 çулсенче тăрăшса ĕçлет. 1986 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче мана райĕçтăвкомĕн культура пайĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕç. Культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм, унта ĕçлекенсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме пуçларăм. Ĕçе пуçăннă хыççăн апрель пуçламăшĕнче Пшонкă клубĕнче Ефросиния Васильевна Иванова 50 çул тултарнине ял халăхĕ чыслăн уявларĕ. Эпĕ те пултăм çак праçникре, юбиляра чыслани мана хавхалантарчĕ, çĕнĕ утăмсем тума хистерĕ. 1964 çултанпа культура тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятпа чысла пуçланă. Юбилей каçĕнче чĕрене вырнаçнă сăмахсем Е. Иванова хăйĕн ĕмĕрне культура тытăмĕнче ĕçлесе çак пысăк хака тивĕç тесе шут тытрăм, профсоюз активĕпе канашларăм. Нумай вăхăт тăсмасăр кирлĕ документсем хатĕрлесе Шупашкара Чăваш Республикин Культура министерствине çитертĕмĕр. 1987 çулхине Ефросиния Васильевна Ивановăна “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят пани çинчен Указ тухрĕ. Татах тепĕр хут çирĕплетсе калатăп — район территорийĕнчи культура учреждени-йĕсенче ĕçлекенсенчен çак чыслă хисепе тивĕçнĕ пĕрремĕш ĕçчен вăл — Ефросиния Васильевна Иванова, Пшонкă клубĕн заведующийĕ. “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнисем ентешсем хушшинче малтанхи çулсенче те пулнă-ха, анчах та ăна вĕсем тĕп хулара — Шупашкарта ĕçлесе тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, Михаил Иванович Юрьев — Нямань (Çирĕклĕ) — 1968, Алексей Сергеевич Сергеев (Çавалçырма) — 1969 çул. Михаил Иванович паллă журналист, Алексей Сергеевич Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ пулнă. Ефросиния Васильевна ĕмĕр тăршшĕпе культура тытăмĕнче библиотекарь, клуб заведующийĕнче тăрăшса нумай енлĕ аталаннă. Ăна ĕçре хăй сăпайлă, çаврăнăçуллă, пуçаруллă пулни пулăшса пынă. Ваттисемпе, шкул ачисемпе, яш-кĕрĕмпе пĕр чĕлхе тупса, вĕсене библиотека, клуб мероприятийĕсене явăçтарма пултарни уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Эпир пурте кăмăллăн калаçнине, хисеп тунине юрататпăр вĕт. Хальхи самантра ялти çамрăксем кăна мар, аслă çулсенчисем те Ефросиния Васильевнăн çепĕç кăмăлне аса илеççĕ, нихăçан та кỹршĕсемпе, ял халăхĕпе хирĕçнине астумаççĕ. Клубри, библиотекăри тĕрлĕ ĕçсене çырса, хак парса пĕтереес те çук. Совет влаçĕн, халăх уявĕсене клубра анлăн паллă тунă, мероприятисене халăх савăнса пуçтарăннă. Клуб çумĕнчи артистсем концертсемпе, спектакльсемпе кỹршĕ ялсене тухса çỹренĕ, Çĕрпỹ районĕ таранах, район шайĕпе иртекен смотр-конкурсене сиктермен. Уйрăммăнах эпĕ Пшонкăсем Хĕл ăсатма çулленех район центрне капăрлатнă, икĕ-виçĕ лаша кỹлнĕ çунасемпе килнине астăватăп. Лавçăсем халĕ те ăмăртура мала тухса сысна çурисене тивĕçнине ырă сăмахпа аса илеççĕ. Районта кашни çул иртекен ĕçпе спорт, Акатуй уявĕсенче Кĕçĕн Шетмĕри тĕп культура çурчĕн хор коллективĕ яланах лайăх енĕпе палăрнă. Ефросиния Васильевна хальхи самантра упранакан уяв сăн ỹкерчĕкĕсенче хăйĕн илемлĕ сăнĕпе палăрса тăрать. Ефросиния Васильевна Кĕçĕн Шетмĕри тĕп культура çурчĕн директорĕсемпе Арсентий Михайлович Михайловпа, Валентина Ильинична Петровăпа пĕр пулса ĕçлеме пултарнипе паллă. Пшонкă клубне яланах çул тупатчĕ Елена Павлова, Вутлан ялĕн клуб заведующийĕ. Культура тытăмĕн ветеранĕсем Зоя Смирнова, Галина Павлова, Геннадий Илларионов, Геннадий Степанов, Юрий Ильин, Елена Константинова, Нина Павлова, культура пайĕн инспекторĕ Эльза Петрова яланах Ефросиния Васильевнăпа канашлама май шыратчĕç, унпа калаçса савăнатчĕç. Тата çакна та палăртса хăвармалла. Чăваш Республикин Культура министерстви кашни çул ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе чи лайăххисене палăртатчĕ. Республикăри чи лайăх ялти клуб ятне Пшонкă клубĕ пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Район шайĕнче те Ефросиния Васильевнăн ĕçне яланах малтисен шутĕнче паллă тунă. Чи пысăк хак вара “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят. Пимен Ивановичпа Ефросиния Васильевна 1959 çулта чăвашсен туй йĕркипе пĕрлешсе виçĕ ывăл çуратса, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Асли — Болеслав (1960), Вадим (1962). Кĕçĕнни Олег 1965 çулта çуралнă. Болеслав Пименович çар врачĕ, полковник, Екатеринбургра хĕсметре тăнă. Вадим Пименович шăл тухтăрĕ — Чулхулара пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕ Олег 1989 çулта Хусанти ветеринари академине вĕренсе пĕтернĕ, çак аслă шкултанах вĕренсе тухнă Карай хĕрĕпе Галина Ивановнăпа çемье çавăрнă, икĕ ывăлпа хĕр çитĕн-тереççĕ, Кĕçĕн Шетмĕри ветеринари участокĕнче тимлеççĕ. Авалтан пыракан йăлана, çемьере кĕçĕн ывăлĕн ашшĕ-амăшĕн килĕнче тĕпленсе вĕсен ватлăхри кунĕсене тытса пымаллине, тĕпе хунă вĕсем. Хальхи лару-тăрура Ефросиния Васильевнăна юлашки çула ăсатма ĕçри юлташĕсем пыраймарĕç, мĕн тăвăн. Ефросиния Васильевна Ивановăн хисеплĕ ячĕ мĕн пур тăванĕсемшĕн, ял тата район шайĕнче нумайлăха упранасса шанса тăнине палăртасшăн. Район хаçачĕ — район летопиçĕ. Ефросиния Васильевнăн ырă ятне çак статьяпа тăван тăрăх летопиçне çырни пултăр. В. Серафимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика