29 мая 2020 г.
Пирĕн районта вăрăм ĕмĕрлисене чысласси çирĕп йăлара. Çĕр çула çывхаракан тыл тата ĕç ветеранĕсем те çулран-çул чаксах пыраççĕ. Нимĕчкасси ялĕнче те вĕсем иккĕн кăна. Ирина Тимофеева август уйăхĕнче 95 çул тултарать. Пелагия Ивановна Иванова вара çак кунсенче 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Епле пархатарлă та мухтавлă вăл тăван çĕр çинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе тăван халăхăмăр хисепне тивĕçесси. Çĕршывра коронавирус чирĕ анлăн сарăлнă пирки юбилей мероприятийĕсене ирттерме йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Хальхи вăхăтра ăна тăвансемпе, тус-юлташсемпе, кỹршĕсемпе пĕрле пухăнса савăнма майсем çук. Апла пулин те, аслă ăрури çынсем манăçмаççĕ, вĕсем чăн-чăн хисепе тивĕç. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Нимĕчкасси ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Пелагия Ивановна Иванова 95 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов тата эксперт специалисчĕ Т. Сергеева саламларĕç, парнесемпе, ăшă сăмахсемпе савăнтарчĕç. Раççей Президенчĕн В. Путинăн саламĕ те сумлă юбиляршăн ытлашши пулмарĕ. Хисеплĕ ватă хĕр ача чухне ялти шкулта 4 класс вĕреннĕ. Пурнăç условийĕсем йывăр пулнă пирки малалла вĕренме май килмен. Çемьере чи асли пулнă вăл. 12 ачаран выçлăх хуçаланнă тапхăрта тĕрлĕрен чире пула пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. 2 ывăлпа 2 хĕр кăна йывăрлăха чăтса ирттерме пултарнă, сывă юлнă. Пăлаки мĕн ачаранах ĕçе кỹлĕннĕ. Ăна пĕчĕк ачасене пăхма шаннă, нянькăра вăхăта ирттернĕ. Ĕçчен хĕр пĕрчи 13 çул тултарсан, Трак-Канаш чукун çулĕ çине ĕçлеме кайнă, ĕç укçипе çемьене пысăк пулăшу кỹнĕ. Вăрçă умĕнхи çулсенче ашшĕпе пĕрле хăма çурма çỹренĕ. Вăл вăхăтра ялсенче пилорамăсем пулман, стройкăсем валли хăмана алă вăйĕпе кăна çурнă. Ашшĕ, Иван Тимофеевич, граждан вăрçине хутшăннăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулта, июль уйăхĕн вĕçнелле тухса кайнă. Вăрçă тухнă çул 16 çулхи Пăлаки ашшĕне фронта ял-йыш ăсатса янине лайăх астăвать. Вăйпитти çамрăк хĕр вăрçă кунĕсенче асапланнине палăртать вăл. “Урасене тăм иличченех ĕçлеттĕмĕр, ир пуçласа тĕттĕм пуличченех асапланма тиветчĕ”, — тет вăл. Пиçсе çитнĕ хĕр Вăрнар çывăхĕнчи Çарăкли вăрманĕнче Совет çарĕ валли вутă хатĕрленĕ çĕрте те вăй хурать. Вăл вăхăтра пăравуссем вутă çунтарнипе çỹренĕ-çке. Çулсем тума чул хатĕрлесе панă план-заданисене те пурнăçлама тивнĕ. Ĕçчен, ỹркенмен хĕр нимĕнле ĕçрен те хăраман. Колхоз производствинче те тĕрлĕрен ĕçсене активлă хутшăннă. Вăрçă чарăнсан, хĕрсене торф кăларма илсе каяççĕ. Пăлаки Мускав тата Свердловск хулисен çывăхĕнче ĕçленисене те манман, унти асаплă кунсене аса илет. Хитре кĕлеткеллĕ, сăн-питрен илемлĕ, кăн-кăвак куçлă, вăрăм çивĕтлĕ хĕре килĕштерекенсем ялтах чылайăн пулнă. Вăл кỹршĕ каччипе пĕр чăмăра пĕрлешме пулнă. Вĕсем пĕрлешсе пĕрле пурăнма та ĕмĕтленнĕ. Шел, юратнă каччи фронта кайсан, вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайман. Çавăн çинчен хут килсен Пăлаки хытă куляннипе темиçе çĕр те лăпкăн çывăрайман. Ăна тĕлĕнмелле хытă юратнă пулнă вăл. Ĕçчен хĕр патне качча илес тесе çураçма пынă яшсене çывăха та яман. Савнă çыннине ĕмĕрĕпех упраса пурăннă. Ĕç кĕнеки тăрăх, Пелагия Ивановна 1973 çулччен колхозра тĕрлĕрен ĕçсене хутшăнса ĕçлени паллă, ун хыççăн 10 çул свинаркăра ĕçленĕ. 1983-1989 çулсенче каллех тĕрлĕрен ĕçсене хутшăннă, çĕр улми, кăшман анисенче ĕçленĕ, хăмла плантацийĕнче те вăй хунă. Ỹркенмен, ĕçчен тыл тата ĕç ветеранĕн ĕç стажĕ 48 çулпа танлашать. Çулсеренех ĕç минимумне тултарса пынă, премисем, Тав хучĕсем илме тивĕçнĕ. Ăна пархатарлă ĕçшĕн “Ĕçри хастарлăхшăн. В. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май”, “Ĕç ветеранĕ”, “За доблестный труд в ВОВ 1941-1945” тата ытти юбилей медалĕсемпе чысланă. Кăçал тата кинемейĕн кăкăрĕ çине Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă юбилей медалĕ çакса янă. Пелагия Ивановна Лесная урамри 24-мĕш кирпĕч çуртра кĕçĕн мăнукĕн Юрий Тимофеевичăн килĕнче пурăнать. Виçĕ пỹлĕмлĕ пỹрт çут çанталăк газĕпе ăшăнать. Ялта шыв колонкисем ĕçлемеççĕ пулин те, пахчари çăлпа усă кураççĕ. Ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп йышлăн усраççĕ. Ватă кинемее юратнă кинĕ Надя 1995 çултанпа пăхса пурăнать. Мăшăрĕ Юркка тата Леша ывăлĕ те килтех. Вирус сарăлнă пирки хальлĕхе ялтан аякка тухса çỹремеççĕ. Аслă ывăлĕ Саша, Улатăрти чугун çул техникумĕнчен пĕлỹ илнĕскер, Сахалинта тĕпленнĕ. Çемьеллĕ, пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. Ывăлĕсем иккĕшĕ те çар тивĕçне пурнăçланă. Надьăпа хуньямăшĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Сăмах май, юратнă кинĕ райпон Нимĕчкасси магазинĕнче 1995 çултанпа сутуçăра ĕçлет. Магазин заведующийĕ тавар çаврăнăш план-заданисене уйăхсерен чыслăн пурнăçласа пырать, суту-илỹ ĕçĕнче малтисен ретĕнче шутланать. Вăл ĕçлекен магазин яланах уçă, çыннисем те йышлăн çỹреççĕ. Хастар сутуçă вара ырă кăмăлĕпе тыткăнлать, пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшать. Магазинта вĕсем А. Романовăпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Таварпа пуян магазин. Кунта ытларах халăха куллен кирлĕ япаласене кỹрсе килме тăрăшаççĕ. Надежда Васильевна Тимофеева ял çыннисене чун апачĕсĕр усрасшăн мар. Кашнинех хаçат-журнал çырăнса илме хавхалантарать. Çамрăк çемьесемпе çулланнисем те ку кирлĕ ĕçрен аякра юлмаççĕ, район хаçатне те хаваспах çырăнаççĕ. Пелагия Ивановна паянхи пурнăçпа кăмăллă. Ялсем тĕпренех улшăнчĕç. Асфальтлă çул кил умнех çитерет. А. Николаев. Ăшă кăмăллă, çепĕç чунлă “вăрçă ачи” хăлхисем витĕрех илтмеççĕ пулин те “сенкер экран” кăтартакан хыпарсен кăларăмне пăхма кăмăллать. Ытти çулсенче урама та тухса çỹренĕ пулсан, халĕ вара пỹртрех вăхăта ирттерет.