29 мая 2020 г.
Çак кунсенче çĕнĕ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тĕллевпе Красноармейски районĕнче оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов ертсе пынă. Ларура ытти регионтан, ют çĕр шывран килнĕ тата коронавируспа чирлисемпе хутшăннă самоизоляцинче ларакан çынсене тĕрĕслесе тăрас; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев алă пуснă “О комплексе ограничительных и иных мероприятий по противодействию распространению новой коронавирусной инфекции (COVID-19) на территории Чувашской Республики” указ тăрăх, магазинсенче, обществăлла транспортсенче харпăр хăйне хỹтĕлемелли мелсемпе усă курнине тĕрĕслеме ĕçлĕ ушкăнсен мероприятисем йĕркелес; пĕтĕмĕшле усă курмалли, çынсем нумай çỹрекен вырăнсене, ача-пăча площадкисене, аптекăсемпе суту-илỹ центрĕсемпе вĕсен территорийĕсене дезинфекци тăвас ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Ларура Красноармейски районĕн прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Николай Муллин, “Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници” бюджет учрежденийĕн “Красноармейски район больници” филиалĕн заведующийĕ Майя Григорьева, Красноармейски районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ Александр Шуряков, Çĕрпỹ районĕнчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ Татьяна Гермонова, Красноармейски районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. А. Кузнецов районти лару-тăрупа паллаштарчĕ, карантин пуçлансанах ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, полици уйрăмне, больницăна тата ытти вырăнсене антисептиксемпе, хỹтĕлев маскисемпе тивĕçтерни пирки каларĕ. Çавăн пекех Александр Николаевич çынсен халăх пухăнакан вырăнсенче, обществăлла транспортсенче хỹтĕлев маскисемпе усă курмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ, обществăлла вырăнсенче дезинфекци шĕвекĕсен хутăшне те тĕрĕслемеллине хушса каларĕ. Шкул ачисен, студентсен каникул пуçланнă май, А. Кузнецов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата тимлĕрех пулма, халăх пурăнакан вырăнсене дезинфекци тума хушрĕ. Çĕнĕ коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тĕллевпе Çимĕкре масарсене кайма юраманни пирки те асăнса хăварчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. “Красноармейски район больници” филиалĕн заведующийĕ М. Григорьева та врачсен, васкавлă пулăшу фельдшерĕсен кунсеренхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, амак чире сарас мар тесе мĕнле ĕçсем йĕркеленине каласа пачĕ, ют çĕршывран е ытти регионтан килнисен карантинра пурпĕрех лармаллине тепĕр хут çирĕплетрĕ, шăршă туйма пăрахни — коронавирус инфекцийĕн чи анлă сарăлнă паллăсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ. Çĕрпỹ районĕнчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ Т. Гермонова районта ушкăнпа чирленĕ тĕслĕхсем çук пирки пĕлтерчĕ. Самоизоляцире ларакансем валли çурт-йĕре дезинфекци тумалли ятарлă инструкци хатĕрленĕ. “Дезинфекцилекен им-çам илнĕ чухне "вирулицидлă им-çам" тесе çырнине суйласа илмелле, вĕсене хатĕрлемелли инструкципе тĕплĕн паллашмалла”, — терĕ Татьяна Геннадьевна. Йĕркене пăснă организацисен тĕлĕшĕпе протокол çырасси, çавна май вĕсене хупма пултарасси пирки те каларĕ Роспотребнадзор представителĕ. “Хỹтĕлев маскисемпе çỹреме кансĕр пулсан та, çак тапхăра чăтса ирттермелле. Чи хакли — сывлăх. Пирĕн тĕп тĕллев — граждансен сывлăхне тата хăрушсăрлăхне сыхласа хăварассине тивĕçтересси”, — тĕл пулăва пĕтĕмлетрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич. Т. Филиппова.