29 мая 2020 г.
Иртнĕ çулхи çу кунĕсенчен пуçласа пирĕн çĕршывра ачасемпе çамрăксен сывлăхĕпе пурнăçĕ умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан япала çинчен ытларах та ытларах калаçма пуçларĕç. Ку сăмах снюс çинчен пырать. Мĕн-ха вал снюс? Çакăн çинчен тата унпа çыхăннă ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна ЕГОРОВĂРАН ыйтрăмăр. — Елена Михайловна, малтанах каласа парăр-ха, мĕнле япала вăл снюс, хăçан тата ăçта ăна пĕрремĕш хут тупса палăртнă? — Çапла, ачасемпе çамрăксем çĕнĕ йышши табак продукцине тутанса пăхма тытăнни пирки иртнĕ çулхи çу кунĕсенче илтме пуçларăмăр. Анчах снюс — çĕнĕрен туса кăларнă япала мар. Ăна Швецире XVII ĕмĕртех тума пуçланă. Ун хыççăн ытти çĕршывсене те çитнĕ. Снюс организма сиенлĕ витĕм кỹнине кура, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе 1993 çулта Европăн пур çĕршывĕнче те, Швецисĕр пуçне, унпа усă курма саккунпах чарнă. Унăн сиенĕ табак туртнинчен те чылай вăйлăрах пулнине палăртнă. Раççейре снюса икĕ пинĕмĕш çулсен пуçламăшĕнче сутма пуçланă, 2015 çулта ăна сутма чарнă. Ăна курттăмăн тата уйрăммăн сутнăшăн ахаль çынсене 4 пин тенкĕ штраф, должноçрисене — 12 пин, юридици сферинчисене 60 пин тенкĕ штраф парассине саккунпа йышăннă. — Апла пулсан снюс сарас тесе тăрăшакансем, ăна кăларакансемпе сутакансем саккуна пă-саççĕ? — Раççейре 2015 çултанпа снюс сутма чарнине пĕлсе тăрсах, усал шухăшлисем явап тытас мар тесе саккунра та хăйне евĕр çулсем-йĕрсем шыраççĕ. Снюспа усă курма юраманнине палăртакан саккунăн хими регламентĕнче вăл табак изделийĕ тесе палăртнă. Ăна кăларакансем вара çав сиенлĕ япаласемпе тултарнă пакетсем çине табак сăмаха ниçта та çырмаççĕ. Ку енĕпе ĕçлеççĕ, Патшалăх канашне саккунри шăйрăксене пĕтерме май паракан темиçе проект сĕннĕ ĕнтĕ. — Елена Михайловна, мĕншĕн çак продукт çавăн пек ан-лă сарăлчĕ-ха? Пирус-сигарет туса кăларакан компанисем ăна сарас тесе мĕнле мелсемпе усă кураççĕ? — Табак продукцийĕ туса кăларакансем тата ăна сутассишĕн тăрăшакансем, табака саккунпа туртма чарнă пирки тата çĕнĕ тĕпчевсем пирус сиенĕ пирки татах та нумай уçнă пирки, йывăр тапхăрсем чăтса ирттереççĕ. Пирус сахалтарах сутаççĕ. Çынсенчен нумайăшĕ юлашки вăхăтра сывлăхне упрама тăрăшаççĕ, çавăнпа хăшĕсем туртма пăрахаççĕ, нумайăшĕ туртма та пуçламаççĕ. Анчах табак туса кăларакан компанисем тупăшне çухатасшăн мар, вĕсем хăйсен таварне ытларах сутасшăн. Çавăнпа вĕсем пирус вырăнне çĕнĕ никотин хутăшĕсем шухăшласа кăларса сарма тăрăшаççĕ. Çапла майпа суту-илĕве электрон сигаретсем, вейпсем тухрĕç. Юлашки вăхăтра вара пирĕн çĕршыва та чăмламалли табак тесе снюс илсе килме пуçларĕç, ăна интернет урлă тата суту-илỹ точкисенче сутма пуçларĕç. — Снюспа усă куракансен пысăк пайĕ — çул çитмен çамрăксем. Вĕсене туса кăларакансем мĕн-шĕн çамрăксене ярса илме тăрăшаççĕ-ха? — Снюс — табак туса кăларакан компанисен укçа тумалли черетлĕ коммерци продукчĕ терĕмĕр ĕнтĕ. Çав компанисем ачасемпе çамрăксенче малашлăхра вĕсен никотин продукцийĕпе пĕрмай усă куракансем, тупăш паракансем пуласса кураççĕ, кĕтеççĕ. Çавăнпа вĕсене никотин серепине туртса кĕртме тăрăшаççĕ. Çамрăк ачасене илĕртес, хăйсен сиенлĕ хутăшне туянтарас тесе никотин хутăшне мармелад, леденец е чăмлак пек туса кăлараççĕ тата вĕсене çиелтен тĕрлĕ тĕслĕ, хитре хутсемпе чĕркеççĕ. Эпир пурте лайăх ăнланатпăр ĕнтĕ — ача психикăна витĕм кỹрекен япаласене, хутăшсене мĕн чухлĕ маларах тутанма пуçлать — çавăн чухлĕ çамрăк организм вĕсене хăвăртрах хăнăхать. Вĕсен организмĕ çапла вара çав хутăшсене тăтăшах ыйтма пуçлать, çапла майпа çав çамрăксем вĕсене пĕрмай туянакансем пулса тăраççĕ. Статистика палăртнă тăрăх, мĕн пур туртакансен 80 проценчĕ шăпах çамрăк чух туртма пуçланă. Тата çакна каласа хăвармалла, ачасемпе çамрăксем йăлтах пĕлесшĕн, тутанса пăхасшăн. Çав хутăшсене те темиçе хут тутанса пăхнипех нимĕн те пулмасть тесе шутлаççĕ. Вĕсене организм хăвăртах хăнăхса каясса, çав япаласен серепине лекнине ăнланмаççĕ. Шкул ачисем интернетри рекламăна, унта снюс сиенсĕр, кирек хăш вăхăтра та ăна пăрахма пулать тесе суйнине —улталанине те ĕненеççĕ. — Елена Михайловна, снюс мĕнле япала, хутăш пулнине ăнлантарса парăр-ха? — Снюс — вĕтетсе йĕпетнĕ табак е синтетика никотинĕпе хутăштарнă, тутăна вăйлатма пулăшакан хутăшсем, ароматизаторсемпе консервантсем хушнă ỹсен-тăран волокни. Ахаль пируспа танлаштарсан унта никотин питĕ нумай. Чи хăватлă, хаяр пирусра никотин 1,5 мг таран пулсан, снюсра вара 22 мг таранах. Ку вăл 15 хут нумайрах! Снюса çăварта кĕске вăхăт хушши, 5—10 минут кăна тытсан та юна çав хăрушă, сиенлĕ япала питĕ нумай лекет. Кунсăр пуçне снюсра тĕрлĕ хими япалисем нумай, çавăнпа вăл сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине тахçанах тĕпчесе палăртнă. — Снюса туса кăларакансем вара снюс пирус туртма пăрахмашкăн пулăшать тесе те ĕнентерме тăрăшаççĕ… — Енчен те пирус туртакан çын çак йăларан хăтăлас тесе снюс тутанма пуçлать пулсан, вăл нихăçан та туртма пăрахаймасть. Мĕншĕн тесен, ахаль пирусра та, снюсра та пĕр пек никотинах. Туртма пăрахас текен çын организмне снюса тутанма пуçласан та çав никотинах малтанхи пекех килсех тăрать. Тата палăртса хăвармалла, малтан пирус пачах туртман çынсем снюс йышăнма пуçласан, вĕсен организмĕ питĕ хăвăрт никотин серепине çакланать, унсăрăн пурăнайми пулать. — Елена Михайловна, снюспа туслашни мĕн патне илсе çитернине каласа парăр-ха? — Снюс сывлăха питĕ вăйлă сиен кỹрет. Снюспа усă куракансен çăварта стоматит, язва пуçланса каять, шăлсем арканма пуçлаççĕ. Хăш-пĕрисем апат тутине те туйми пулаççĕ. Çăвартан лайăх мар шăршă кĕме пуçлать. Снюсра никотин виçи питĕ нумай пулнă пирки, кĕске вăхăтрах вăл юна чылай çакланать, юн тымарĕсене пĕрĕнтерет. Çакăн пирки юн пусăмĕ хăвăрт ỹссе каять, чĕрен ĕçĕ йывăрланать, инсульт та пулма пултарать. Снюса çăварта тытсан, сурчăк нумай тухма пуçлать, çапла вара унти сиенлĕ япаласем сурчăкпа пĕрле апат ирĕлтерекен органсене та лекеççĕ. Ку вара гастрит тата язва патне илсе çитерме пултарать. Тата рак чирĕ пуçланса каяс хăрушлăх та ỹсет. Снюс уйрăмах çул çитмен ачасемшĕн питĕ сиенлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ тĕрекленсех çитмен. Çỹлерех асăннă сиенлĕхсемсĕр пуçсăр, ачасем çитĕнме чарăнаççĕ, вĕсен ас тăвăмĕ чакать тата вĕренме йывăрланса пырать. Снюс тутанакансем хушшинче вилнĕ тĕс-лĕхсем те пур тесе калаççĕ. Шел пулин те, ку тĕрĕс сăмах. Çỹлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, снюсра никотин шайĕ питĕ пысăк тата тĕрлĕ сиенлĕ япаласем чылай. Кама мĕн чухлĕ снюс виçи кирлине, камăн мĕн чухлĕ тутанмаллине пĕлме май çук. Çавăн пирки организма çав сиенлĕ япаласем кĕске вăхăтра питĕ нумай çакланнă пирки, ачасем час-часах наркăмăшланаççĕ. Ку вара вилĕм патне те илсе çитерме пултарать. — Снюспа наркăмăшланнине мĕнле пĕлме пулать-ха? — Çын снюса пĕр хут тутанса пăхнă хыççăн та наркăмăшланма пултарать. Наркăмăшланнине çак паллăсем пĕлтереççĕ: çын хăсма пуçлать, çăварĕ типет е сурчăкĕ нумай тухма пуçлать. Вар ыратнипе аптрать. Куç шăрçи пĕчĕкленет е пысăкланать. Сывлама йывăрланса пырать, чĕре хăвăрт тапма пуçлать. Пуç арпашăнса кайса çын тĕрлĕ сасăсем илтме, куçа тем курăнма пуçлать. Каярахпа çын тăн çухатма пултарать. Йывăр наркăмăшлансан, вăхăтра пулăшу памасан вăл вилме те пултарать. — Елена Михайловна, калаçу вĕçĕн-че ашшĕпе-амăшĕсене тата ачасене мĕн-ле сĕнỹсем пама пултаратăр? — Ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн чи çывăх çынсем пулма тăрăшмалла. Мĕн пĕчĕкренех ачасемпе туслă пулмалла. Пĕрле вăхăт интереслă ирттерме тăрăшмалла, кинотеатрсене, спорт керменĕсене пĕрле çỹремелле. Вĕсем мĕн калассине илтме тата итлеме тăрăшмалла. Ачасене йывăрлăхсенче мĕнле тытмаллине тата унтан мĕнле майпа тухма май пуррине вĕрентмелле. Ача кампа туслă пулнине пĕлмелле тата вĕсен тусĕсемпе те çывăх пулмалла. Ачасемпе пĕрле вăхăт ирттерни, вĕсемпе чун уçса калаçма пĕлни, вĕсемшĕн яланах лайăх тĕслĕх пулни кăна ачасене тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхласа хăварĕ. Ачасен вара çакна яланах ас тумалла, сывлăха ачаранах упрама тăрăшмалла. Çирĕп сывлăхлă пулни сире пысăк çитĕнỹсем тума, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтỹсене пурнăçлама пулăшса пырĕ.