26 мая 2020 г.
“Шăнкăрав курăкĕ” юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил сăвăç алă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ.” Вениамин Пехил (Вениамин Васильевич Кондратьев) 1955 çулхи кăрлачăн иккĕмĕшĕнче Янкасри Василий Кондратьевпа Екатерина Федорова çемйинче çуралнă. Пурăннă пулсан вăл кăçал 65 çул тултармаллаччĕ. Поэт кун-çулĕ 2004 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă. Анчах та, çур ĕмĕре яхăн çут тĕнчере пурăнма ĕлкĕрнĕ поэт сăнарĕ асрах пурăнать. Сăнарĕ кăна мар — хăй вăхăтĕнче çырса кăларса хăварнă кĕнекисем те куç умĕнчех. Ялти сакăр класлă, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан Вениамин Пехил Чăваш патшалăх университечĕн тăван литературăпа чĕлхе уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ. Алла диплом илсен вăл пичет ĕçне кỹлĕннĕ, райхаçат корреспонденчĕ пулса тимленĕ, радио эфирĕнче тăрăшнă. Вениамин Васильевич сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Малтанхи сăввисем “Ял пурнăçĕ”, “Пионер сасси” хаçатсенче пичетленнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра та хăйĕн малтанхи сăввисене кун çути кăтартма пулăшнă, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатпа тачă çыхăну тытнă. Республикăри хаçат-журналсенче те тăтăшах пичетленме тытăннă. Çав çулсенче пысăкрах калăплă хайлавсем те çырнă. Вĕсене авторсен ушкăнĕсем кăларакан кĕнекесене те кĕртнĕ. Сăввисем “Чăваш çĕр-шыв асамачĕ” (1978), “Хĕвел пайăрки” (1981) сăвăсен пуххисенче пичетленнĕ. Пултарулăхне кура, Пехиле Чăваш писателĕсен союзĕ кăларакан “Ялав” журнал редакцине ĕçе илнĕ. Кунта вăл нумай çул вăй хунă — мĕн чирлесе кайичченех ĕçленĕ. Вениамин Пехил Раççей писателĕсен союзĕн членĕ те. Паллăрах кĕнекисем, “Шăнкăрав курăкĕ” (1985), “Янкас йăмрисем” (1991), “Мерттес” (2000). “Янкас йамрисем” кĕнекере поэтăн Нестер Янкаса халалланă сăвă-поэми пысăк вырăн йышăнатъ. Вăл чăвашсен чаплă сăвăç-лирикĕн пултарулăхне тĕпчесе хавхаланнă-çке. Вениамин Пехилĕн паллăрах сăввисенчен çаксене палăртса хăвармалла: “Çутçанталăк пурне те паха”, “Ман пур юратнă енĕм”, “Чавса çывăх та çыртма çук”, “Çак ешĕл çут тăнче”, "Тин çеç пĕçернĕ çăкăр”, “Хĕрарăма сив сăмахпа ан хăртăр”, “Хамăра пурнатпăр тетпĕр”. Çавăн пекех Вениамин Пехил ытти халăхсен литература произведенийĕсене чăваш халăхĕ патне çитерес тĕлĕшпе те сахал мар тимленĕ — поэт-куçаруçă тивĕçне пурнăçланă. Унсăр пуçне, Сталин репрес- сийĕсенче синкер курнă Н. Янкас, В. Митта, П. Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕпчевсем çырнă. Акăлчан-чăваш словарьне хатĕрлессипе чылай çул тăрмашнă, ку енĕпе ăслăлăх статйисен пĕр ярăмне çырса пĕтернĕ. Вениамин Пехиле чăваш халăхĕ унăн вилĕмсĕр “Шăнкрав курăкĕ” юрă сăмахĕсен авторĕ пулнипе яланах асра тытать. Ăна пирĕн ентеш-композитор Илья Степанов кĕвĕленĕ. Пехилĕн сăмахĕсемпе чăвашсен ьггти композиторĕсем те юрăсем хывнă. Вĕсенчен паллăраххисем: "Пĕрремĕш вĕрентекен”, “Пурччĕ юрату”, “Уйахлă каç”, “Хĕл сивви”. “Вениамин Пехилĕн сăввисем ăшă кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ. Поэт тăван сăмахлăха аван чухланă, унпа пĕлсе те ăнăçлă усă курнă. Вĕсенче çамрăксен кăмăл тасалăхĕпе чун-чĕре хĕрỹлĕхĕ палăрса тăраççĕ,” — тесе палăртать “Сăваплă вутпала пурнаттăм” стат-йинче В.М. Михайлов вĕрентекен.
“Сăваплă вутпала пурнаттăм —
Тĕнче пĕтмест чăваш пĕтмесĕр.
Ман шухăш — эс,
Çĕр-шывăм эсĕ!”, — тесе çырнă Вениамин Пехил поэт. Çак ытарлă сăмахсенче мĕн чухлĕ шухăш пытаннине поэзие юратакансем çеç мар — вулакан та ăнланать, сăвăçăн иксĕлми пултарулăхне ăмсанать. И. Козлова.