22 мая 2020 г.
Кăçалхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 21 сехет тĕлнелле Çĕрпỹ-Красноармейски-Кỹлçырма автоçул çинче ВАЗ 2114 автомобиле тытса пыракан водитель питех те пысăк хăвăртлăхпа пынă, çавна май хăйĕн “тимĕр лашине” тытса чарайман, сылтăм енпе пыраканскер, автоçулăн сулахай енчи çул айккине чăмнă. Автомашинăра ларса пынă хĕрарăм-пассажир “Васкавлă пулăшу” киличченех пурнăçран уйрăлнă, водитель вара ỹт-пĕве хытах амантнă. Тĕрĕслев çакна кăтартнă: руль умне ларнă водитель ỹсĕр пулнă. Ỹсĕр водитель иккĕлле хăрушлăх кăларса тăратать, теççĕ. Ку хутĕнче те тĕрĕсе килнĕ вăл. Кăçал район территорийĕнче ỹсĕр водительсен айăпне пула çул-йĕр çинче 2 инкек пулнă, 1 çын вилнĕ, 4-ăн аманнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартусем: 0-0-0). Çавна май çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн "Цивильский" уйрăмĕ руль умне ỹсĕр ларакан водительсем пирки 2-12-40, 2-13-39 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.