22 мая 2020 г.
Велотранспорт пирĕн пурнăçа туллин кĕрсе вырнаçрĕ. Ăна ватти те, вĕтти те килĕштерет. Çул çине тухас умĕн вăл çунтармалли-сĕрмелли материал та ыйтмасть, çынна сывлăх çеç парнелет. Çут çанталăкпа киленсе палăртнă вырăна кĕске вăхăтрах çитетĕн. Ĕлĕкрех велосипед спорт япали е йăпатмăш элеменчĕ кăна шутланнă. Вăл ялсенче пуян е вăтам çемьесен кăна пулнă. Паян çынсем унăн пĕлтерĕшне туллин туйса илчĕç. Икĕ урапаллă тус ялта та, хулара та халăх кăмăлне каякан транспорт хатĕрĕ пулса тăчĕ. Ăна Трак енре килĕштерекенсем те йышланчĕç. Район центрĕнче пурăнакансем, суту-илỹ точкисене велосипедпа çỹрекенсем валли райадминистраци ĕçченĕсем хăйсен аллипе велопарковка ăсталаса пачĕç, ăна “Пятерочка” магазин çывăхне вырнаçтарчĕç. Халĕ велосипеда унта хăварса, çăрапа питĕрсе, суту-илỹ çуртĕнче пĕр шиксĕр çỹреме пултаратăн. Район ертỹлĕхĕ вĕсене социаллă объектсем тата ытти суту-илỹ точкисем çывăхне вырнаçтарма пăхать. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку йышши велопарковкăсене вырăнсенче те вырнаçтарма сĕннĕ.