22 мая 2020 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 25, 26, 28, 29, 30, 31, 32-мĕш номерсенче).
Пирĕншĕн пуриншĕн те кăсăклă ыйту — мĕнле административлă тытăмпа вĕçленнĕ-ха 1941—1945 çулсенчи Аслă аттелĕх вăрçи тăван районта пурăнакансемшĕн. Кун пирки вăрттăн упраннă 1810-мĕш фондăн 14-мĕш номерлĕ ĕçлĕ хутсен 29 страницăран тăракан пуххинчен пĕлме май пулчĕ. Район хаçачĕн майĕсене шута илсе кĕскенрех те пулин вĕсемпе вулакансене паллаштарам. Красноармейски районĕн административлă тытăмĕ 23 ял Совечĕпе паллă:
№ Ял Совечĕсем Ял Совечĕн тĕп ялĕ Ялĕсем Çынсем Кил Райцентр — км
1 Мăн Супар Мăн Супар 2 959 249 9
2 Алманчă Чиркỹллĕ Алманч 3 1416 370 7
3 Пайсупин Турхан Упи 3 654 190 12
4 Мăн Шетмĕ Мăн Шетмĕ 8 1185 338 12
5 Тусай Шимар Тусай 3 993 240 8
6 Именкасси Именкасси 2 639 166 10
7 Исаковă Исаковă (Усĕк) 3 701 214 4
8 Итмар Çырмапуç 4 521 126 12
9 Карай Карай 4 1448 402 8
10 Кушар Çĕнĕ Йĕкĕт 4 958 264 5
11 Красноармейски Красноармейски 6 1479 404 -
12 Мартынкинă Мартынкасси 6 1261 326 18
13 Пшонкă Пшонкă 4 695 164 4
14 Çавалçырма Çавалçырма 3 624 177 12
15 Типçырма Анатри Типçырма 6 1239 329 9
16 Хусакасси Хусакасси 3 806 230 4
17 Упи Упи 3 883 241 7
18 Шурçырма Анатри Шурçырма 3 938 217 9
19 Шупуç Шупуç 4 1025 263 8
20 Чатукасси Чатукасси 4 639 233 9
21 Яманак Яманак 3 1056 307 5
22 Янкас Янкас 4 1131 275 4
23 Ямайкасси Ямайкасси 6 903 238 20
Районĕпе 1945 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕ тĕлне 91 ялти 6003 килте 22443 çын пурăнни паллă вăрттăн фондри 14-мĕш номерлĕ документсен папки тăрăх.
Вулакансем ăнланчĕç пулĕ — списокра Еншик Чуллă, Шывпуç ял Совечĕсем çук, вĕсем çак вăхăтра Чурачăк районне кĕнĕ. Чурачăк районне, ăна 1959 çулта пĕтериччен, хальхи Еншик Чуллă ял тăрăхне кĕрекен Пĕрремĕш Вăрманкас, Пĕрремĕш Çĕньял, Çурткасси, Чумаш, Шурка ялĕсем те кĕнĕ.
Фондăн пĕрремĕш таблици пирĕншĕн питĕ хаклă тăрăха çакăн евĕр сăнлать. Район центрĕ Красноармейски ятлă, чукун çулăн Трак разъезчĕ 8 километрта вырнаçнă. Район территорийĕ 616 тăваткал километрпа танлашать. Районта пурĕ 91 ял, вăтамран кашни ялта 66 кил-хуçалăх. Районта пурĕ 22443 çын пурăнать, халăх йышлăхĕ пĕр тăваткал километра 36,4 çын шучĕпе танлашать. Район территорийĕ урлă чукун çул 13 километра çити тăсăлать, хытарнă çулсем 50,15 километра çитнĕ: Çĕрпĕве — 10,5, Вăрнара — 12,85, Элĕке — 14,4, Шупашкара — 12,4, “Большевик” крахмал заводне (Ункăçумне) — 8,8.
Районти телефон станцийĕ 100 аппаратран тăрать, çавăн пекех çыхăнура Морзе азбукипе усă кураççĕ.
Районти промышленноç предприятийĕсен шутĕнче Ункăçум ялĕнчи “Большевик” крахмал завочĕ. Унта çулталăкра 150 пин тенкĕлĕх 700 тонна крахмал туса илессишĕн 17 арçынпа 42 хĕрарăм тимленĕ. Апат-çимĕç комбинатĕнче 2 арçынпа 7 хĕрарăм çулталăкра 38750 тенкĕлĕх апат-çимĕç сутнă. Промышленноç комбинатĕнче ĕçлекен 26 арçынпа 9 хĕрарăм 85860 тенкĕлĕх катка-пичкепе çăматă туса сутма пултарнă. Кирпĕч завочĕ вара 4 арçынпа 19 хĕрарăма ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ĕç коллективĕ çулталăк хушшинче 6178 тенкĕлĕх 118 пин чĕрĕ кирпĕче хĕртсе сутлăха кăларма вăй çитернĕ. Çĕнĕ Йĕкĕтри атă-пушмак мастерскойĕ 1000, çĕвĕ мастерскойĕ 800 комплект продукци сутлăха хатĕрлеме хал çитернĕ. Фондăн 9-мĕш таблицинче районăн ял хуçалăх тытăмне çакăн евĕр сăнланă. Районта 29378 гектар акмалли çĕрсем, вĕсенчен 29178-шĕ — колхозсенче. Районĕпе 12398 тонна çимелли, выльăх-чĕрлĕх валли 5718 тонна тыр-пул, 1326 тонна çĕр улмипе пахча çимĕç пуçтарнă. Патшалăха 3867 тонна çимелли, 794 тонна выльăх-чĕрлĕх валли тыр-пул, 89 тонна çĕр улмипе пахча çимĕç сутнă.
Районти хуçалăхсенче 7990 ĕне выльăх пулнă пулсан, 2954-шĕ — колхозсенче, 5030 сыснаран 3408-шĕ — пĕрлештернĕ хуçалăхсенче. Сурăхсемпе качакасен шучĕ 20320 пуçпа танлашнă. 42 колхозăн лаша фермисенче 2838 лаша шутланнă, районĕпе пĕтĕмĕшле 3441 янавар усранă, вĕсенчен 603-шĕ уйрăм çынсен аллинче пулнă. Пĕтĕмĕшле 234-шĕ Хĕрлĕ Çар валли тивĕç тесе палăртнă документра. Машинăпа трактор станцийĕнче (МТС) 36 трактортан 35-шĕ урапаллисем, пĕри гусеницăллă пулнă. Груз турттармалли автомашина фронта ăсатнă хыççăн пĕрре кăна шутланнă.
Районти 7 шыв арманĕ 16 тонна, 20 çил арманĕ — 15, электроэнергипе ĕçлекен 2 арман 20 тонна таса тырă авăртма пултарнине çирĕплетеççĕ вăрттăнлăхлă фондри документсем.
Красноармейскинчи больницăра чирлисем валли 25, Мăн Шетмĕринче 30 койка вырнаçтарнă пулнă.
Вăрçă хыççăн районта вăтам шкулсем 2 юлнă — Красноармейскипе Упинче, вĕсенче 834 ача вĕреннĕ. Мăн Шетмĕри тата Именкассинчи вăтам шкулсем тулли мар вăтам шкулсен шутне куçнă, 10 тулли мар вăтам шкулта 3120 ача вĕреннĕ.
Культура учрежденийĕсен шутĕнче 150 çын вырнаçмалăх район центрĕнчи клуб, 23 вулав çурчĕ 459 тăваткал метр çинче вырнаçнă. Районти коммунистсен партийĕн организацийĕн вĕренỹ кабинетĕнче 60 çынна валли калаçусем ирттерме май пулнă. Хушса çакна каламалла. Хăй вăхăтĕнче çак çуртра ача-пăча библиотеки, ỹнер мастерскойĕ ĕçлерĕ. Паянхи кун халăх шухăш-кăмăлне Иоанн Предтечи чиркĕвĕ тивĕçтерет. Пурнăç кустăрми çакăн евĕр те çаврăнать вĕт. 1945 çулта 91 ялта пурăнакансем патне район хаçачĕ 1500 экземпляр таран саланнă.
В. Серафимов,
Чăваш наци ăс-хакăлпа ỹнер академийĕн членĕ.
(Малалли пулать).