АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрĕ

22 мая 2020 г.

Пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрĕ

 Хамăн пĕрремĕш редактор Л.Н. Николаев çинчен çырма лариччен килти вулавăшра упранакан вăл чунтан хисеплесе алă пусса панă кĕнекесене тепĕр хут тытрăм. Акă вĕсем: “Мухтанатăп та, савăнатăп та васнарсемпе” (1996), “Коммуна пулнă та, саланнă та”, “Ăçтан эпир, камсем эпир, васнарсем?” (1997), “Çапла сарăлнă çунат” (1999), “Тайма пуç сире, тыл ĕçченĕсем” (2002), “Айăпсăр айăплисем” (2004). Çак хайлавсенчи ĕç-пуç пĕтĕмпех хамăр тăрăхпа, унăн историйĕпе тата çыннисемпе çыхăннă. Ахальтен мар-тăр, “Кам, мĕн чи çывăх çынна? Атте, анне, çемье, тăвансем, тăван ял, тăван тавралăх — каланă пулăттăр эсир. Хуть ăçта кайсан та, пурăнсан та, этем хăй çуралса ỹснĕ вырăна нихăçан та манмасть. Вăл уншăн тĕлĕнмелле çывăх, хаклă”, — çырать автор вĕсенчен пĕрин ум сăмахĕнче. Мĕншĕн-ха каллех те каллех Леонид Николаевича аса илетĕп-ха? Сăлтавĕ ку хутĕнче вара тата та пысăкрах. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. Шел, 10 çул каялла — 2010 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче — пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Аттене юратнă евĕрех хисеплеттĕм ăна. Мĕншĕн тесен Л.Н. Николаев мана тĕрĕс çул суйласа илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшрĕ. Пĕрле пулнă 32 çул хушшинче сĕнỹ-канаш çав тери нумай пачĕ. Акă, ĕçе илчĕ, çара ăсатрĕ, унтан каллех ĕçе илчĕ, аслă вĕренỹ заведенине кĕме направлени пачĕ, хам çав тери килĕштернĕ радио ĕçĕнче 27 çул ытла вăй хума хавхалантарса пычĕ. Халĕ ун пирки тĕплĕнрех çырса кăтартам-ха. Л.Н. Николаев (литературăри псевдонимĕ — Савран) 1930 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче хамăр района кĕрекен Васнар ялĕнче çуралнă. Вырăнти И.В. Сталин ячĕллĕ колхозра кладовщикра тăрăшнă, ялти 89 колхозник йышĕнче “1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале илме тивĕçлĕ пулнă. Каярахпа ялти клуб тата вулавăш заведующийĕнче, районти “Коммунизм çулĕпе” хаçат редакцийĕнче (хальхи "Ял пурнăçĕ" ун чухне çав ятлă пулнă) корректорта, çырусен пайĕн заведующийĕнче, культура пайĕн инспекторĕнче, парти райкомĕн инструкторĕнче тимленĕ. 1969-1990 çулсенче — пĕр улшăнмасăр 21 çул хушши — районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕнче вăй хунă. Пĕлĕвне ỹстерме те çине тăнă вăл — 1973 çулта КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин Аслă шкулĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1980 çултанпа Раççей журналисчĕсен Пĕрлĕхĕн членĕ, тавра пĕлỹçĕ те. Çичĕ кĕнеке авторĕ. 1997 çулта вĕсемшĕн районти Н. Янкас ячĕллĕ премине панă. Общество ĕçĕнчен те аякра тăман — парти райкомĕн бюровĕн членĕ, темиçе хутчен те ĕç çынни депутачĕсен район Совечĕн депутачĕ пулнă. 1987 çулта Леонид Николаевича “Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. “Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май”, “Ĕçре палăрнăшăн” медальсемпе те чысланă. Тата мĕнпе асра юлнă-ха вăл манра? Çынлăхпа. Ырă кăмăлĕпе. Ăслă шухăшпа. Л.Н. Николаев вĕрентсе каланисем паянчченех чун-чĕрере упранаççĕ. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика