АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсемпе — пысăк пресс-конференци

22 мая 2020 г.

Журналистсемпе — пысăк пресс-конференци

 Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев хăйĕн 100 кунхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсене халалласа журналистсемпе пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Видео-конференци мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие федераци, республика тата муниципаллă 40-е яхăн массăллă информаци хатĕрĕсем хутшăнчĕç. Журналистем тỹрĕ эфира ял-хуçалăх, çитес кĕркунне иртекен суйлав, сĕт хакĕ, чăваш чĕлхи, коронавирус, коррупци, ял ипотеки тата ытти ыйтусемпе тухрĕç. О. Николаев сехет çурă хушшинче регион пурнăçĕпе çыхăннă 30 ыйтăва хуравларĕ, çавăн пекех çак тивĕçе пурнăçлама тытăннăранпа 100 кун хушшинче мĕнле çитĕнỹсем тума пултарни пирки каласа пачĕ. Ертỹçĕ Республика Правительствин тытăмĕнче пысăк реформа туни, кадрсен резервне йĕркелеме конкурссем ирттернине палăртрĕ. Тата тепĕр кирлĕ ĕç вăл — регион аталанăвĕн стратегилле докуменчĕсене ревизи тăвасси, программăсене актуализацилесси, çавна май “конкретлă ĕçсемпе конкретлă результатсем тата вĕсене пурнăçлама ăнланмалла сроксем пулччăр”, — терĕ О. Николаев. Республика пуçлăхĕ журналистсен пур ыйтăвне те уççăн, тĕплĕн хуравларĕ. "Пирĕн шăп çапла тумалла та. Мĕншĕн тесен чуна уçса пани пире, пĕр енчен, май килнĕ таран тухăçлă йышăнусем тума, тепĕр енчен — пурнăçлакан мероприятисен анлă тĕрĕслевне тивĕçтерме май парать”, — палăртрĕ вăл. Гражданла обществăн институчĕсен анлă сийĕсем тата уйрăм граждансем влаç органĕсен йышăнăвĕсене туса хатĕрлессинче тата вĕсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрассинче хутшăнма пултараççĕ, çавăнпа та общество канашĕсен ĕç-хĕлне общество палати урлă координацилессине те йĕркеленĕ. “Енчен те çакăн пек ĕçе сирĕнпе пурнăçлатпăр пулсан — çак процесра май килнĕ таран уççăн та анлăн сỹтсе явса тата хутшăнса ĕçлесе — пурнăçра хăвăрт та пĕлтерĕшлĕ улшăнусем тăвăпăр”, — терĕ О. Николаев. Т. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика