22 мая 2020 г.
Журналист-интернетçăсем валли çулсерен иртекен IV “Юнкоры” конкурс пуçланчĕ. Пултарулăх ăмăртăвне шкул ачисем, 18 çул тултарман колледж студенчĕсем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Проект тĕллевĕ — интернетпа усă куракансен цифра хутлăхĕн шайне, çавăн пекех интернетпа цифра технологийĕсемпе хатĕрленĕ журналистсен ĕçĕсен профессилĕх тата пахалăх шайне ỹстересси. Журналист-интернетçăсен 2020 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен анкета тултармалла, аяларах асăнна темăсемпе эссе, статья, инфографика е видеосюжет хатĕрлемелле: .“Онлайн-образование: как получить знания с помощью цифровых технологий?”; .“Как интернет изменил мою жизньỸпомог мне, моим друзьям или близким”; .“Что я знаю о домене РФ иỸили многоязычных доменах”; .“Русский язык в интернете: где он обитает?”; .“Безопасность в интернете: мой опыт”. Конкурс çĕнтерỹçисене жюрисем — Раççей ИТ-компанийĕсен пресс-службин ертỹçисем — палăртĕç. Пĕтĕмлетỹсемпе 2020 çулхи декабрь уйăхĕнче, Раççей интернет эрнинче (RIW), паллаштарĕç. Конкурс лауреачĕсем дипломсемпе призсем илĕç. Тулли информацие конкурс сайтĕнче тупма пулать.